политканаш - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пĕр-пĕр политика организацине ертсе пыракан йыш. «Пĕрлĕх» юхăм малашне парти пулса тăрассине... юхăмăн политканашĕ хăйĕн анлă ларăвĕнче пĕлтернĕ. Х-р, 12.05.2000, 1 с. П.Краснов — «Пĕрлĕх» партин республикăри организацийĕн политканашĕн ертӳçи. ÇХ, 2001, 39 /, 2 с. [РСДП] Политканаш йышне Чăваш халăх писательне М.Юхмана та кĕртнĕ. Х-р, 4.12.2001, 4 с. С.Станкевич ... СПС политканашĕнче тăрать. Х-р, 14.03. 2003, 3 с.