поп-музыка - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Яш-кĕрĕме йăпану кӳрекен, ансатлăхĕпе илĕртекен хальхи кĕвĕ-çемĕ. Çухалчĕç тăрисем те тӳперен, поп-музыка таçта янрать килпетсĕр. Н.Петровский //Я-в, 1991, 7 /, 4 с. Унтан тахăшĕ поп-кĕвĕпе сиккелеме пуçларĕ. В.Эктел, 1996, 89 с. Çапла чăваш эстрада поп-музыки аталанма пуçларĕ. ÇХ, 2000, 6 /, 12 с. — поп-музыка итле (П.Афанасьев, 1985, 239 с.); поп-музыка тăнла (В.Петров, 1989, 52 с.); поп-музыка кăларăмĕ (КЯ, 25.10.1990, 4 с.); поп-музыкăна килĕштер (К-н, 1999, 5—6 /, 9 с.); поп-музыкăри мăшкăлçă (Ар, 2001, 4 /, 2 с.).