потенци - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Арçыннăн ар çыхăнăвне кĕмелли хевти; ар пултарулăхĕ (туп.). Потенци — пĕр-пĕрне юратма пултарни. Я-в, 1991, 1 /, 32 с. Организма çирĕплетме тата потенцие ӳстерме арçынсен кашни кун вĕлтĕрен чейĕ ĕçмелле. С-х, 1998, 7 /, 1 с. Вĕсем çак сĕтре [кăкăр сĕтĕнче] потенцие ӳстерме пулăшакан япаласем пур тесе шутланă. ÇХ, 2000, 39 /, 11 с.