правурлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Çивĕчлĕх, чĕрĕлĕх, йăрăлăх, йӳрĕклĕх. Хăйĕн правурлăхĕпе ыттисене çĕклентерсе çеç пырать. К-н, 1978, 24 /, 9 с. Унăн унчченхи правурлăхĕпе чĕрĕлĕхĕ халĕ те иксĕлми тапса тăни сисĕнет. ХС, 5.03.1999, 3 с. Саша Муллинăн илемлĕхĕпе правурлăхĕ ... çарта чухнехи сăн ӳкерчĕкре те лайăх палăрать. ÇХ, 2000, 12 /, 8 с.