предпринимательлĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ, ĕç пуçарулăхĕ; пуçару ĕçĕ, услам ĕçĕ, бизнес. Предпринимател[ь]лĕх производ-ствăна аталантарма, экономика ыйтăвĕсене татса пама май патăр. Х-р, 21.04.1994, 2 с. ЧР Предпринимател[ь]лĕхе пулăшу парас тата ал ăсталăхне аталантарас ĕç министерстви. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Предпринимател[ь]лĕхе симĕс çутă [Пуçелĕк]. Х-р, 11.09.2001, 1 с. — пĕчĕк предпринимательство (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); вак предпринимательлĕх (Х-р, 4.03.2003, 1 с.); — предпринимательство ĕçĕ (ÇХ, 1997, 49 /, 3 с.).