презерватив - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. СПИДпа венери чирĕсенчен сыхланма тата çие юласран упранма пулăшакан ятарлă хатĕр; сыхлăх йĕнни. Презервативпа усă курни СПИД çулне пӳлме пултарать. Т-ш, 25.09.1991, 6 с. Чăваш халăхĕ халĕ те презерватив тенине çĕр тĕпне анса каймалла усал сăмах вырăнне хурать. ÇХ, 1999, 9 /, 4 с. Йӳнĕ, япăх пахалăхлă презервативсем хăш-пĕр чухне СПИД вирусне чараймаççĕ. Ар, 2002, 34 /, 3 с.