пресс-секретарь - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Патшалăх ĕçченĕн е официаллă органăн информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытакан ятарлă çынни. Пушкăрт Президенчĕн пресс-секретарĕпе калаçса татăлнă эп. ÇХ, 1997, 20 /, 6 с. ЧР Президенчĕн пресс-секретарĕнче вăй хуракан А.Смолин поэт. ÇХ, 1997, 46 /, 2 с.