пресс-служба - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пĕр-пĕр учрежденин информаци пайĕ. ШĔМ пресс-служби «Çамрăксем — наркотиксене хирĕç» акци вăхăтĕнче халăха кăтартма ятарласа 12 минутлăх фильм ӳкернĕ. Х-р, 24.10.2000, 4 с. Пирĕн спартакиадăра регионти хаçатçăсене çеç мар, ... тĕрлĕ ведомствăн пресс-службинче тăрăшакансене те курас килет. Х-р, 9.07.2003, 3 с. — ЧР прокуратурин пресс-служби (ХС, 1999, 2 /, 1 с.).