приватизациле - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Патшалăх харпăрлăхĕнчи пурлăха уйрăм çын(сен) харпăрлăхĕ ту. Хулари муниципалитет предприятийĕсене, пурăнмалли çуртсене патшалăхран уйăрасси тата приватизацилесси çинчен калакан положени. Х-р, 21.07.1992, 1 с. Халăх колхоз фермине приватизацилеме кайма хатĕрленнĕ. Я-в, 1992, 9 /, 11 с. [Вăл] служба хваттерне каялла памасть, ... ăна хăй ячĕпе приватизацилет. ЧÇ, 1998, 14 /, 13 с. Аслă вĕренӳ заведенийĕсене приватизацилессине чартăмăр. Ч-х, 1999, 14 /, 1 с. — приватизациленĕ хваттер (Х-р, 11.11.1998, 2 с.); приватизациленĕ пурлăх (Х-р, 19.01.1999, 1 с.). 2. Мăкш. Прихватизациле (туп., 2). Хĕç-пăшалланнăскерсем ... маскировка мелĕпе усă курса «обpект» территорине кĕнĕ, арпуссене «приватизацилеме» тытăннă. Х-р, 27.10.1992, 4 с.