приватизацилен - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Патшалăх харпăрлăхĕнчен уйрăлса тух. Хамăр тĕллĕн приватизациленетпĕр [Пуçелĕк]. Х-р, 2.06.1993, 1 с. СУ-17 управлени коллективĕ те хăй тĕллĕн приватизациленме, хăй тĕллĕн пурăнма шут тытрĕ. Х-р, 20.10.1993, 1 с. Иртнĕ çул республикăра чылай предприяти хăйĕн харпăрлăх формине улăштарчĕ — патшалăх предприятийĕсем приватизациленнĕ хыççăн акционер обществисем ... пулса тăчĕç. Х-р, 20.01.1994, 2 с.