прихут - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ч.с. Пĕр-пĕр тăрăхри чиркӳ тата унта çӳрекен йыш. Богослови кандидачĕн диссертацине чăваш прихутĕнче ĕçлесе хӳтĕлерĕм. Х-р, 15.09.1992, 4 с. Пачăшкă прихутсен шучĕ хăвăрт ӳснишĕн кăмăлсăр. ЧÇ, 1998, 11 /, 4 с. Петĕр атте ĕçлеме пуçланăранпа прихутри тĕне ĕненекенсем кĕлĕ çуртне ытларах çӳреме тытăннă. Х-р, 21.10.2000, 2 с. — прихут канашĕ (Х-р, 4.08.2000, 4 с.); чиркӳ прихучĕн старости (Х-р, 11.08.2000, 2 с.).