программист - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Шутлав машини (компьютер) валли программа хатĕрлекен çын; программăлакан ăстаçă. Шурă халат тăхăннă вуншар оператор, программист... автомат-цех тавра вĕткеленме пуçларĕç. К-н, 1981, 23 /, 3 с. Республикăра инженерсем, программистсем, ăста рабочисем çитмеççĕ. ÇХ, 2003, 8 /, 2 с. — инженер-программист (Х-р, 31.07.1992, 1 с.).