продюсер - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пултарулăх ушкăнне ăнăçлă ĕçлеме майсем туса паракан (укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен, реклама йĕркелекен т.ыт.те) ятарлă çын. Наци эстрадине чăннипех йĕркеленсе çитме чăваш продюсерĕсем çукки те хытах чăрмантарать пулмалла. Х-р, 1994, 6 /, 4 с. Эсĕ ... унчченхи продюсерупа мĕнле хирĕçсе кайма пултарнă-ха. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с. — продюсер фирми (Х-р, 1994, 6 /, 4 с.); продюсер центрĕ (К-н, 2001, 20 /, 8 с.); — фотоӳкерӳ продюсерĕ (ÇХ, 1998, 25 /, 4 с.); вăйă продюсерĕ (ÇХ, 1999, 49 /, 4 с.); эстрада ушкăнĕн продюсерĕ (ÇХ, 2000, 11 /, 3 с.); передача продюсерĕ (ÇХ, 2001, 22 /, 12 с.).