прополис - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Пыл хурчĕсем хатĕрлекен сиплĕ çилĕм; тăпа. Спирт çинчи прополис, ак. Сăтăрттар та ĕç пăртак. М.Сениэль, 1990, 148 с. Ыратакан шăл хăвăлне ... прополис (тăпа) хума та юрать. Я-в, 1991, 3 /, 25 с. Кунта [санаторире] ... пыл хурчĕн мĕн пур продукчĕпе (прополис, пыл, ăвăс, хурт амин сĕчĕ...) сиплеççĕ. Х-р, 20.06.2000, 2 с. — прополис шĕвекĕ (Х-р, 22.07.1999, 4 с.); прополис маçĕ (С-х, 2000, 37 /, 4 с.).