пӳлĕмçĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Хăна çурчĕн пӳлĕмĕсене тирпейлесе тăракан хĕрарăм; горничнăй. «Хăна çуртĕнче» тематика ушкăнĕнче ... авторсем тунă ăнăçлă неологизмсене те асăрхатпăр, пӳлĕмçĕ «горничная»... Х-р, 14.09.1996, 3 с. Пӳлĕмçĕне мĕнле чĕнмеллине ... те пĕлме пулать. Я-в, 1997, 7 /, 110 с.