пхк - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., кĕск., кив. Патшалăх хăрушсăрлăхĕн комитечĕ; КГБ. Çырансăр юхакан самана варринче Патшалăх Хăрушсăрлăх Комитечĕ (ПХК, вырăсла КГБ) ... пăхса ларать. Н.Исмуков //Я-в, 1991, 5 /, 7 с. Суйлавçăсен пĕр пайĕ Путиншăн сасăлама хăраса тăрĕ, çакă унччен вăл ПХКра ĕçленипе çыхăннă. Х-р, 24.03.2000, 2 с. Миша ПХК (КГБ) полковникĕччĕ. Х-р, 11.10.2001, 3 с.