ăнланманлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Ăнлану çителĕксĕрлĕхĕ; хутшăнура çураçулăх пулманни. Унăнах [Н.В.Федоровăн] наци лидерĕ те пулмалла. Вара халăхпа президент хушшинчи ăнланманлăхсем нихăçан та пулмĕç. Х-р, 25.09.1996, 2 с. Пирĕн ăс-тăнра питĕ пысăк пĕлменлĕх, ăнланманлăх хуçаланнă иккен. Т-ш, 1999, 48 /, 2 с. Унăн [хĕрарăмăн] упăшкипе калаçса хăйсен хушшинчи ăнланманлăха пĕтерес килчĕ. ÇХ, 2000, 12 /, 10 с. Пирĕн хушăра ăнланманлăх та пулнă. К-н, 2002, 7 /, 7 с.