ăрăмла - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ч.п. Асамла, юмла, тухатла; ăрăмçăла. Костя..., ăрăмланă пек, Соня çине пăхать те пăхать. Д.Гордеев, 1988, 281 с. Тепри ... ыратакан пуçăма ăрăмласа сиплерĕ. Х-р, 25.12.1991, 2 с. Арçын аяк пĕрчийĕнчен, шап-шурă кăпăкран ... хĕрарăма ăрăм-ласа чĕм кĕртнĕ. В.Энтип //Я-в, 1995, 10 /, 42 с. Хуняма темĕн те ăрăмлама пĕлет. ÇХ, 1998, 44 /, 5 с.