ăстăвăм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Пултарулăх ĕçĕн çимĕçĕ (тупсăмĕ); произведени, хайлав. Шыравра çуралнă сăмахсем, ăстăвăм, ĕçтеш,... çутлăх, йĕркепĕрĕн т.ыт.те. Вуншар çĕнĕ сăмахпа пуянлатнă сăвăç [Митта В.] тăван чĕлхемĕре. Ю.Артемьев, 1984, 29 с. Мелос — музыкăллă ăстăвăмра кĕвĕллĕ ен палăрса тăни. Г.Айхи, 1988, 11 с. Текерлĕк, ... юрру сан — ăстăвăм уççийĕ. Н.Исмуков, 1990, 89 с. Паллах, ӳнерĕн тĕрлĕ ăстăвăмĕ пĕр пекех паха пулса тухаймасть.ЧС, 1994, 8 кл., 7 с.