ĕмĕтсĕрлен - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Выçăх, непĕслен, çăтăх, çăткăнлан, хыпкăнлан. Тăшман вăйлă, тĕнчене хыпса-çăтса яма ĕмĕт-сĕрленсе, ... тахçанах хатĕрленсе тăнă. А.Алга, 1955, 59 с. Ытлашши ĕмĕтсĕр ан пул, ĕмĕтсĕрленмен-тĕк — шутласа илнĕ пулăттăн. Юхма М. //К-н, 1961, 17 /, 6 с. «Çук, каллех ĕмĕтсĕрленмелле», — ятлаçса илчĕ Çумкка, те шурă путекшĕн çеç каларĕ çак сăмахсене... Ю.Силэм, 1989, 48 с. Çинĕ чухне ан васкăр, апата лайăх чăмласа вĕтетĕр, ан ĕмĕтсĕрленĕр. ХС, 1999, 24 /, 4 с.