ĕнентерӳ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Чăнлăха ĕнентерекен, çирĕплетекен факт. Ку санăн сисĕм, интуици кăна мар-и. Анчах туйăма çеç папкăна çĕлесе хураймăн, ĕнентерӳсем кирлĕ. Г. Ангер, 1988, 32 с. Енчен те... айăпа кăтартса паракан ĕнентерӳсем пур-тăк, вĕсене суда кайса парăр. ÇХ, 1999, 3 /, 8 с.