ĕсĕклӳ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Йĕрӳ-макăру, йĕрлешӳ, макă-рашу, ӳлешӳ, хӳхлев. Эс ик куçна шăлаттăн, шăп-шăпăрт сывлăшра чĕтретчĕ ĕсĕклев. П.Хусанкай, 1962 (Лирика), 190 с. «Таврăнтăрччĕ кăна...» — ĕсĕклевне чараймарĕ Раис. Д.Гордеев, 1985, 21 с. Хӳшĕ ăшĕнче ĕсĕклев, йынăшу. В.Эктел, 1996, 45 с. Танл., А ман ĕсĕклӳ — хамăр çинчен. Х.Агивер, 1984 (Икĕ аркăллă кĕпе), 98 с. Сан кĕввӳнте ман ĕсĕклӳ те пур. Н.Петровский, 1995, 109 с. — сассен ĕсĕклевĕ (Н.Теветкел, 1966, 74 с.); чĕчĕ ачисен ĕсĕклевĕ (П.Афанасьев,1985, 148 с.); çамрăк хĕрарăм ĕсĕклевĕ (Я-в, 1991, 7 /, 20 с.); макăру-ĕсĕклев (Ар, 2002, 20 /, 3 с.).