апрель - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Ретроспективный толковый словарь — проект, направленный на описание лексической семантики чувашского языка рубежа XIX–XX вв. В словаре собраны реальные дефиниции, органично существовавшие в текстах того времени.
Электронная версия предоставлена авторами.
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
ака уйăхĕ. Христос тĕнне тытакан халăх XVI ĕмĕрте Стефана святой çынсен хисепне кӳртнĕ. Ăна асăнса вăл чăн тĕн çинчен тăрăшса вĕрентсе пурăннине мухтаса вăл вилнĕ куна ака уйăхин (апрелĕн) 26 кунĕнче тăваççĕ [Святой 1896:37]; Тепĕр кун пулсассăн 1873 çулта ака (апрель) уйăхĕнче пире веччен туса веччен хыçĕнчен чăвашла авалхи йăлапа туй турĕç [Чунтеров 1988:36].