бактерия - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Ретроспективный толковый словарь — проект, направленный на описание лексической семантики чувашского языка рубежа XIX–XX вв. В словаре собраны реальные дефиниции, органично существовавшие в текстах того времени.
Электронная версия предоставлена авторами.
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
(хальхилле бактери) куçа курăнман пĕчĕкçеççĕ кăмпа. Пăрçа тымарĕсем çинче бактериясем* муклашка пек пухăнса сывлăшри азота çăтаççĕ, çав азот вара килес çулсенче анана çĕнетет, тырра аван ӳстерет* Бактерия тесе пĕчĕкçеççĕ куçа курăнми кăмпасене калаççĕ [Çулталăк 1910:10].