трахома - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Ретроспективный толковый словарь — проект, направленный на описание лексической семантики чувашского языка рубежа XIX–XX вв. В словаре собраны реальные дефиниции, органично существовавшие в текстах того времени.
Электронная версия предоставлена авторами.
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
суккăрлатакан куç чирĕ. Сайра килте трахома тиекен куç чирĕ çук: пур те пекех çав ерекен чирпе аптраççĕ [Комиссаров 1918:8]; Мĕнрен суккăр пулни çинчен тата та нумай калама пулать те, анчах çынсем пуринчен ытла пĕр йышши куç чирĕпе суккăрланаççĕ, вăл чире докторсем трахома (шатра) теççĕ [Сборник 1903:32].