философия - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Ретроспективный толковый словарь — проект, направленный на описание лексической семантики чувашского языка рубежа XIX–XX вв. В словаре собраны реальные дефиниции, органично существовавшие в текстах того времени.
Электронная версия предоставлена авторами.
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
(хальхилле философи) ăсласа шухăшмлама пĕлӳ. Эй тăвансем, астăвăр, сире кам та пулин философияпа (ăсласа шухăшлама пĕлӳпе), çук япалапа илĕртсе этемрен этем вĕреннĕ ĕçпе, ку тĕнче вăй-хăвачĕсемпе, Христосран маррисемпе улталаса хăй енне ан çавăртăр <…> [Послания 1903:166]; <…> Константинопольре çав вăхăтра ăста калаçма вĕрентекенсемпе ăслăлăха юратма (философияна) вĕрентекен чи чаплă çынсем пурăннă <…> [Избранные (январь) 1904:4].