хĕвел анăç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
запад, закат. В. Шемяк, ГТТ. Хĕвел анăçĕ çутă-ха. Вечерняя заря еще не догорела. ''N''. Хĕвел анăçĕнчи çутă та пĕтрĕ ĕнтĕ, лайăх тĕттĕмленчĕ. ''N''. Çуласенче хĕвел анăç çутти нихçан та пĕтсе лармас: вăл хĕвел анăçĕнчен мĕн хĕвел тухăçне çитичченех йĕркипе çутă пулса ирттерет. ''НИП''. Кĕçĕр хĕвел анĕç питĕ хĕрелчĕ. ''N''. Хĕвел анĕç хĕрли халĕ те çухалман-ха. ''N''. Хĕвел анăç хĕрелсе тăрать. ''N''. Хĕвел анăç хĕрелсен пĕлĕте лармасан, уяр пулать (çил пулать). ''Юрк''. Хĕвел анăç енче пулакан хĕрлĕ чисти пĕтмерĕ.