хĕвел тухăç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
восток, восход соднца. Хурамал. Ирхине хĕвел тухăç хĕрелсессĕн, йĕпе пулать, теççĕ; каç хĕвел анăç хĕрелсен, уяр пулать, теççĕ. ''Альш''. Пуснă выльăх шăмми-шаккине хĕвел тухăç енне таса çерем айне алтса пытарнă, тет. ''N''. Шывсене тăкнă чухне пус кутĕнче хĕвел тухăçнелле таялнă. ''Ст. Шаймурз''. Хĕвел тухăç тухать, ай, хĕрелсе. улма йывăç тавра çаврăнса. ''Чув. пр. о пог''. 162. Хĕвел тухăçĕ, анĕçĕ çăлтăр, звезда восхода и заката. ''N''. Хĕвел тухăçĕ енче. ''С. Тим''. Хĕвел тухăç тухать хĕрелсе, хĕрлĕ чатăр карса чарас çук. ''Регули'' 1106 Хĕвел тохăçнелле пăхать.