ăрăмçах
2.
то же, что ăрăмçă
ăрăмçă
уст.
1.
волшебник, чародей, кудесник
ăрăмçă
2.
знахарь, колдун
гадальщик, ворожея
ăрăмçă карчăк — ворожея
хăрăмçă
то же, что ăрăмçă, колдун. СПВВ.
рăмăç
то же, что ăрăмăç, ăрăмçă, тукатмăш. СПВВ.
ăрăмçă
(-з'ы̆), вещий, колдун. Тюрл. Ăрăмçă, волшебник. Макка 208. Ăрăмçă ăрăмлат. Ăрăмçăпа çапăçма хăрамалла, теççĕ чăвашсем. Çапăçса чарăнсан, ăрăмçă хăй çиленнĕ çыннине сăмах каласа чирлетет и даже вĕлерме те пултарат.
чародей
устар. тухатмăш, асамăç, ăрăмçă.
вещий
прил. уст. пĕлĕмçĕ, ăрăмçă.
кудесник
м. уст. поэт. асамăç, тухатмăш, ăрăмçă.
предсказатель
м. ăрăмçă, мĕн пулассине калакан (е пĕлекен).
чародей
м. 1. (волшебник, колдун) асамçă, ăрăмçă, тухатмăш; 2. перен. илĕртмĕш, кăмăла çавăракан.
ăрăмçă
уст. «волшебник», «ворожея», «заклинатель», «прорицатель», «знахарь»; тат. ырымчы «знахарь», «шептун»; узб. иримчи «верящий в приметы суеверный человек», ср. ромчи аёл «гадалка». Вероятно, происходит от орх.-енис ырк «гадание»; ср. МК ырка «гадание», «предсказание».
пĕлĕмçĕ
ч.с. Юмлама тата имлеме пĕлекен ăста; ăрăмçă (туп.). Çав суккăр хĕрарăма [Вангăна] ахальтен мар витĕркуран, пĕлĕмçĕ теççĕ. А.Дмитриев //Я-в, 1991, 8 /, 30 с. Чи аслă пĕлӳ вăл — юмăçсен пек, пĕлĕмçĕсен пек пĕлӳ. Ю.Яковлев //ÇХ, 1997, 47 /, 4 с.
ăрăмçă
ч.с. 1. Юмăçă, вĕрӳçĕ; халăх сиплевçи, экстра-сенс (туп.). Тĕрлĕрен ăрăмçăсем халĕ те пур иккен çĕр çинче. К-н, 1988, 17 /, 4 с. Асамçăпа ăрăмçă [Пуçелĕк]. Х-р, 25.12.1991, 2 с. Çĕршыври мĕн пур тухтăр, ăрăмçă Серапиона сыватма хăтланса пăхнă. ÇХ, 1997, 28 /, 4 с. Ăрăмçă е алă тăрăх юмăç пăхакан патне канаш ыйтма кайнă-и. Т-ш, 1999, 5 /, 12 с.
— чăваш ăрăмçи (ЧС, 1993, 10 кл., 41 с.); вуду халăхĕн ăрăмçи (Х-р, 12.07.2001, 3 с.).
2. Асамçă, пысăк ăстаçă. Чун-чĕререн тав вĕсене — журналăн ăрăмçисене! В.Давыдов-Анатри //К-н, 1985, 5 /, 5 с. Ăрăмçă вырăннех хураттăм хама хам. Я-в, 1991, 7 /, 18 с. Мăнаçлăскер, ĕнен мана, эп — ăрăмçă. Х-р, 22.02.2000, 4 с.
— сăмах ăрăмçи (ХЧЛ, 1990, 11 с.; А.Смолин, 1999, 82 с.);
— ăрăмçă куккук (В.Энтип //Я-в, 1991, 7 /, 12 с.); куккук-ăрăмçă (Х-р, 5.09.1996, 4 с.); ăрăмçă-гастролер (Хв.Уяр //Х-р, 30.09.1992, 2 с.); ăрăмçă-пике (В.Эктел, 1996, 51 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
ăрăлтат ăрăм ăрăм-сурăм ăрăмăç « ăрăмçă » ăрăмçăла ăрăмçах ăрăмлă ăрăмла ăрăмчăк