лайăх
хорошо, славно
лайăх лаша — добрый конь
лайăх çанталăк — хорошая погода
лайăх вĕрен — хорошо учиться
ĕçе лайăх ту — выполнить работу хорошо
лайăх кантăмăр — мы славно отдохнули
ним лайăххи те çук — нет ничего хорошего
лайăхран та лайăх — 1) лучший из лучших, превосходный 2) превосходно, замечательно
Çула кайма тухсан, юлташу хăвăнтан лайăх(рах) пултăр. — погов. Пусть попадет тебе в спутники человек лучше тебя самого.
Хитре — виçĕ кунлăх, лайăх — ĕмĕрлĕх. — посл. Красивое — на три дня, хорошее — навеки.
Иккĕн икерчĕ çиме лайăх, тет, вуниккĕн авăн çапма лайăх, тет. — погов. Вдвоем хорошо блины есть, а молотить (зерно) хорошо артелью в двенадцать человек.
сăпрам
3.
непропеченный, сырой (о хлебе)
Сăпрам çăкăр виç кунлăх, усал арăм ĕмĕрлĕх — погов. Сырой хлеб всего на три дня, неладная жена — на век.
ссылка
ссыльный
ĕмĕрлĕх ссылка — пожизненная ссылка
ссылка пурнăçĕ — ссыльная жизнь
ссылкăри çын — ссыльный
ссылкăна яр — ссылать
хитре
красиво, прекрасно
хитре вырăн — красивое место
хитре хĕр — красивая девушка
кунта питĕ хитре — здесь очень красиво
Хитре виçĕ кунлăх, лайăх ĕмĕрлĕх. — посл. Красота на три дня, доброта — навеки.
Хитрене сĕтел çине хумаççĕ. — погов. Красоту на стол не положишь (соотв. С лица не воду пить).
ĕмĕрлĕх
навек, навеки, на всю жизнь, навсегда
ĕмĕрлĕх туссем — друзья на всю жизнь
ĕмĕрлĕх япала — вещь, которой хватит на целый век
ĕмĕрлĕх сывпуллаш — прощаться навсегда
ĕмĕрлĕхе
то же, что ĕмĕрлĕх
ĕмĕрлĕхе астуса юл — запомнить навеки
сăпрам
(сы̆пром), сырой (о погоде). В. Олг. Йĕпе йор çуат, çанталăк сăпрам. || Мелкий дождь. N. Сăпрам = тĕтре пек (дождь). Б. Олг. Сăпрам çомăр çуат. Идет мелкий дождичек, моросит. || Сырой, влажный (о снеге). Питушк. Сăпрам йор çонана çыпçăнать тăман вăхăтра. Сăпрам çол. Зап. ВНО. Сăпрам юр, липкий, мокрый снег. || Сыроватый, непропеченный (о хлебе). Хурамал. Çăккăра пĕçерсе кăларсан, çăккăр пиçсе çитеймесен: çăккăр сăпрам пиçнĕ, теççĕ. Урмай. Çăккăр сăпрамрах пулнă (тачках мар, кăш анчах пиçсе çитеймен, несколько сыроват). Шарбат. Сăпрам çăккăр, хлеб, который получается обычно из сырой муки. Зап. ВНО. Сăпрам çăкăр виç кунлăх, усал арăм ĕмĕрлĕх. (Старая поговорка). См. сăпран.
тачăка
тачка, сырой, недовареный. СПВВ. ИФ. Тачăка — лайăх пĕçермен çимĕç, чуста пекех пулат. || С закалом (о печеном хлебе). Изамб. Т. Тачăка (çăкăр). Ст. Чек. Тачăка çăккăр (сырой хлеб). Собр. Тачка çăккăр виç кунлăх, усал арăм ĕмĕрлĕх, теççĕ. || О полной луне. N. Çĕнĕ ойăх тачка полсан (жирна, с венцом), йĕпе полать. || В перен. см. N. Санăн чĕлхе тачкарах? || Без костей (мясо). Ст. Чек. Тачăка аш. КС. Хăй тачкине илчĕ те, мана шăннине анчах парать. Себе одно мясо взял, а мне кости дает. N. Ун тачăка ашлă пайĕсем пĕр чĕтĕренмесĕр хытă çыпăçса тăраççĕ. Мясистые части его тела сплочены между собою твердо, не дрогнут. Шибач. Тачка аш = шăмăсăр. М. Тачăка пĕç витĕр пульă тухса карĕ. || Сырой (о земле), Ст. Чек. Тачăка çĕр. КС. Тачка çĕр, слишком сырая земля, неудобная для пахания (весною). Ib. Унта çĕр ытла тачка, тырă час-часах шыва каять (заливает водою). Сред. Юм. Соха тачка, земля, которую пашут, очень сырая, так что пристает к сошникам. || Толстый, жирный (о человеке). Хорачка. Тачка çын. || Плотный. Начерт. 163.
тыт
(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.
хуйхă
хойхă (хуjhы̆, хоjhы̆), горе, печаль. ГФФ. † Эпĕр ĕлĕк сарăччĕ, вăрăмччĕ, кăçалхи (1891 ç.) йăвăр хойхăпа посăнтăмăр. В молодости мы были высокими и красивыми, но тяжелое горе этого года (1891 г.) принизило нас. Изванк. † Хула хушшинче хуйхă çӳрет, эпир хуйхăрас хуйхă мар-ши. (Солд. пес.). Ск. и пред. чув. 33. Виле çинчи хуйхă. Нюш-к. Пиçмен çăкăрăн хуйхи виç кунлăх, тырпул хуйхи çулталăк, ача-пăча хуйхи ĕмĕрлĕх. КВИ. Шăнтать ĕнтĕ кунсерен, çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне. Вĕçен кайăк сассинчен хуйхă кĕрет чĕрене. Тогач. Старик, çавна илтсен, хуйха ерсе кайрĕ, тет. Арçури. Йыт урипе çӳриччен лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхă та курмасăр. Ерех 23. Хуйхăпа пĕрре ĕçем-ха. N. Вара ытарайми ывăлĕ Константин вилнĕ хуйхăпа Иван ĕçнине асăрхаман та. N. Чир вырăнне вăй кĕрет, хуйхă вырăнне вăй кĕмест. (Поговорка). Е. Орлова. Хуйха ӳкрĕ. Расстроился. Сет-к. Вăл хуйха тӳннĕ. Он впал в горе. || Бедствие, несчастье. Пшкрт. N. Мана кăçал хуйхă та хуйхă пулчĕ. || Тоска. Ст. Шаймурз. Унăн чĕринче хĕр хуйхи (тоска по девушке). || Забота, беспокойство, хлопоты. Ала 24°. Халĕ ĕнтĕ хуйхă пĕтрĕ, текех хăвалас-тăвас хуйхи çук тенĕ, тет. Ib. 69°. Юрламасăр ĕçин и мĕн усă, çак тăвансем килнĕ — çав хуйхă. Собр. Çынна ĕç типĕтмест. хуйхă типĕтет. Не работа сушит человека, а забота. (Послов.). С. Тим. Çӳлĕ тусем çинче çуртăм пур, вуник вĕлле хуртăм пур, çăвăр яманран хуйхăм пур. ЧП. Вуникĕ кушак пур çинче хуран çăвас хуйхи çук. N. Унтан арамĕ: сан хуйхă, ман ĕç, тесе калат, тет.
пуç
, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). IЬ. Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.
курмасса
дат. и вин. пп. отрип. прош-буд. вр. Калашн. Ĕнтĕ ырă шаллăм, тăвансем, пĕрле чуп-тăвăпăр та, ыталашăпăр, ĕмĕрлĕх курмасса (чтобы не увидаться) уйрăлса кайма.
ĕмĕрлĕх
(ӧ̌мӧ̌рл'ӧ̌х, э̆мэ̆рл'э̆х), достаточный на веки вечные, до конца жизни, до гроба. Сред. Юм. Олмăççи пахчи ĕмĕрлĕх япала (на веки хватает). Н. Карм. † Улт уралă капан айĕнчен ĕмĕрлĕх пĕр çĕрĕ эп тупрăм. Ĕмĕрлĕх çĕрĕ, пĕр ĕнчĕ куç, пур пӳрнесене те юрин-ччĕ! Под копной, стоящей на шести подставках, нашел я одно вечное колечко. Вечное колечко с жемчужным глазком, — ах, если бы оно хорошо приходилось на все пальцы! Икково. Пиçмен çăккăр виç конлăх, осал арăм ĕмĕрлĕх. (Послов.) Е. Турă тĕнчене çав тĕрлĕ юратрĕ, вăл хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне ĕненекенсем пĕри те ан пĕччĕр, ĕмĕрлĕх пурăнăçа курмалла пулччăр, тесе, ăна вилĕме пачĕ. Чăв. й. пур. Унта çур витре эрехлĕх мар, теминçе çын ĕмĕрĕлĕх мул пур, тенĕ. Там хватит богатства не только на полведра водки, но и на несколько веков. || Вечность. Сунч. † Уйăрăлмăпăр, тăван, сивĕнмĕпĕр, ĕмĕрлĕхе пĕрле пурнăпăр. Сборн. мол. Ĕнтĕ ĕмĕрлĕхе вĕлерсе ан пăрах пире. Ст. Айб. Эсĕ ĕмĕрлĕхе çывăрнă-ччĕ те, эпир сана чĕртсе тăратрăмăр. Ты заснул было на веки (умер), но мы решили тебя воскресить. Ч.П. Ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнашшăн. Чтобы век прожить вместе. Псалт. 148,6. Вĕсене вăл ĕмĕрлĕхе, ĕмĕртен ĕмĕрлĕхе туса хунă. IЬ. 118,142. Санăн тĕрĕслĕхӳ ĕмĕрлĕхшĕн тĕрĕслĕх. Сир. 33. Этем ĕмĕрне ĕмĕрлĕхпе танлаштарсассăн, тинĕсре пĕр тумлам шыв пек.
юлташлăх
товарищество. N. Тупăк ман ĕмĕрлĕх, хуртсем ман юлташлăх. Сир. 1. 239. Юлташлăха шанăçлă çын, надежный товарищ.
урта
повид., то же, что урçа (вероятно, описка). ЙФН. Урта укçи пăтаккапа, пăтаккипа та виç çуллăх: учча укçи уçăпа (горстыо), уçăпа та ĕмĕрлĕх.
учча
холостой. Орау. Çук, урçана кайман, уччанах кайнă. Халиччен авланман çын. ЙОН. Учча укçи уçăпа, уçăпа та ĕмĕрлĕх. (Свад. песня). См. урта. СПВВ. Т. Учча пĕртте авланман çынна калаççĕ. IЬ. Учча — хальччен авланман ар-ывăл. Хурамал. Урçа мар, учча (холостой). Якейк. Уччая каяс тесе, аланман ачая кайнине калаççĕ.
огонь
сущ.муж., множ. огни
1. (син. пламя) çулăм, вут, вут-çулăм, вут-хĕм; огонь костра кăвайт çулăмĕ; огонь сильно разгорелся вут-çулăм вăйланчĕ
2. (син. свет) çутă; вдали видны огни города инçетре хула çутисем курăнаççĕ
3. (син. стрельба) перӳ; пени (пăшал-тупăран); вести огонь из пулемётов пулемётсенчен пер ♦ вечный огонь ĕмĕрлĕх вут-çулăм (вăрçă паттăрĕсене чысласа вĕсен вил тăпри çинче çутни); игра с огнём вутпа выляни (теветкеллĕ хăтланăш çинчен); днём с огнём не сыщешь шырасан та тупма çук
вечность
ĕмĕрлĕх; отойти в вечность вилме, пĕтме.
бессмертие
с. 1. вилĕмсĕрлĕх, сӳнми (е ĕмĕрлĕх) чап; стяжать себе бессмертие ĕмĕрлĕхе чапа тух; 2. рел. вилĕмсĕрлĕх (çын чунĕ вилмест тесе ĕненни).
вечность
ж. ĕмĕрлĕх, яланлăх; целая вечность кĕтсе илмелле мар вăрăммăн туйăнни; кануть в вечность манăçа юл.
долговечный
прил. 1. (многолетний) вăрăм ĕмĕрлĕ, вăрăма пыракан, ĕмĕрлĕх; 2. (прочный) час пĕтмен, çирĕп, вăрăма пыракан; долговечное сооружение çирĕп çурт.
навек
нареч. ĕмĕрлĕх, ĕмĕрлĕхе, ĕмере, ĕмĕр тăршшĕпех.
навеки
нареч. ĕмĕрлĕх, ĕмĕрлĕхе, ĕмере, ĕмĕр тăршшĕпех.
навечно
нареч. ĕмĕрлĕх, ĕмĕрлĕхе, яланлăх, яланлăха.
навсегда
нареч. яланлăх, яланлăха, ĕмĕрлĕх, ĕмĕрлĕхе.
недолговечность
ж. кĕске ĕмĕрлĕх, кĕске ĕмĕрлĕ пулни, нумая пыманни.
нетленный
прил. (вечный) нихçан та пĕтми, ĕмĕре пыракан, ĕмĕрлĕх; нетленная слава ĕмĕрлĕх чап.
перпетуум-мобиле
с. нескл. перпетуум-мобиле (ĕмĕрлĕх двигатель).
пожизненный
прил. ĕмĕрлĕх(е), виличчен; пожизненная пенсия емĕрлĕх пеней.
полувековой
прил. çур ĕмĕр(хи), çур ĕмĕрлĕх, çур ĕмĕре пыракан (е пынă).
долгожительство
вăрăм ĕмĕрлĕх, ĕмĕр вăрăмми
ссылка
ссылка (айăпшăн инçетри вырăна пурăнма яни); пожизненная ссылка ĕмĕрлĕх ссылка
Вăй пар
Вăй [вăй-хал, хал] пар придавать / придать силу кому-чему.
Çтаппан татса хуравлани Макçăма та вăй пачĕ. Н. Мранькка. Ем-ешĕл чăрăшсем, хырсем, çап-çутă Атăл хумĕсем чун-чĕрене вăй-хал параççĕ. В. Алентей. Халăх чунне туйса тăма пире Çак çĕр, çак шыв ĕмĕрлĕх хал панă. Ю. Семенов.
Ĕмĕрлĕх куçа хуп
Ĕмĕрлĕх (ĕмĕрлĕхе) куçа хуп уснуть навеки, уснуть вечным [последним] сном; син.: ĕмĕрлĕх ыйха пут.
Ĕмĕрлĕх куçне хупас чухне, Пурнăçне суран сӳнтернĕ чух, Ыталанă каччă çĕр питне — Тăшмана нихçан та парас çук. А. Афанасьев. Сана, аннем, акмалăх çĕр паман. Ӳссессĕн халăха ху тăрантарнă. Вара, ĕмĕрлĕхе куçа хупсан, Каланă: пĕтрĕ ĕçпелех мăнтарăн! А. Алка.
Куçа хуп
Куçа (куçсане) хуп закрыть глаза (умереть).
Ĕмĕрлĕх куçне хупас чухне, Пурнăçне суран сӳнтернĕ чух, Ыталанă каччă çĕр питне — Тăшмана нихçан та парас çук. А. Афанасьев.
Тĕп ту
Тĕп ту 1. разорять / разорить кого-что- 2. уничтожать / уничтожить кого-что; 3. мучить / замучить кого.
1. Пĕтĕм яла тĕп турĕç-çке, пурте кĕлмĕçе тухрăмăр капла. К. Турхан. Михха тĕп туман пулсан, кăçал шурă пӳрт лартатчĕ вĕт. Н. Мранькка. [Платник:] Сад пахчине тĕп тăваççĕ, Вавил ывăлăм. Н. Терентьев. Кăвар мулла хирне вырса тĕп турĕ. Я. Ухсай. 2. Çак улпутсем шут тăваç Пролетарие пĕтерме, чухăнсене тĕп тума. И. Тăхти. Самурайсене тĕп турĕ Пирĕн вăйлă Хĕрлĕ Çар. К. Кольцов. Çав çулпа эпир пырса Коммунизм тăвăпăр, Мĕнпур хурлăх-нушана Ĕмĕрлĕх тĕп тăвăпăр. И. Тукташ. 3. Укçашăн тĕп тăвать.
астăвăм
е АС ТĂВĂМ, ç.с. Асăм (туп.), асăмлăх, асăну. Аппан тĕрмери кун-çулĕ çинчен пĕлес килет... «Астăвăм» об-щество пулăшасса шанатăп. КЯ, 20.09.1989, 3 с. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне... «Астăвăм» кĕнекен пĕрремĕш томĕ кун çути курмалла. Ç-т, 1995, 4-5 /, 31 с. Çак çын ас тăвăма тивĕçлĕ мар-и вара. ÇХ, 1999, 3 /, 8 с. Чăваш еншĕн аграри секторĕ — ...кăмăл-сипетпе ас тăвăмăн шалти вăйĕсене упраса хăвармалли пысăк шанчăк. ХС, 1999, 19 /, 1 с.
— мифологилле астăвăм (ТА, 1990, 9 /, 67 с.); халăх астăвăмĕ (Ю.Артемьев, 1991, 48 с.); истори астăвăмĕ (Х-р, 6.06.1997, 1 с.); ĕмĕрлĕх астăвăм (Х-р, 6.05.2000, 1 с.); чĕрĕ астăвăм (Я-в, 2000, 5 /, 9 с.);
— астăвăм саманчĕ (Я-в, 1995, 9 /, 89 с.); астăвăм шăплăхĕ, астăвăм тĕнчи (Н.Петровский, 1995, 84 с., 114 с.); астăвăм масарĕ, астăвăм хăми (Х-р, 17.01.1996, 2 с.); астăвăм сентри (Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с.); астăвăм каçĕ (Т-ш, 2000, 5 /, 2 с.);
— танл., астăву (П.Хусанкай, 1962, 50 с.).
ылханлă
пархатарсăр. Унтан сулахай енчисене калĕ: эй ылханлисем (пархатарсăррисем), кайăр ман патăмран шуйттан валли, унăн ангелĕсем валли хатĕрлесе хунă ĕмĕрлĕх вута [Господа 1898:66].
Çавăн пекех пăхăр:
ĕмĕрĕмре те ĕмĕрĕнче те ĕмĕрĕрте те ĕмĕрлĕ « ĕмĕрлĕх » ĕмĕрлĕхе ĕмĕрлĕхлĕ ĕмĕрле ĕмĕрне ĕмĕрне те