Шырав: аптăрат

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

аптăрат

(аптрат)

аптăрат

1.
приводить в замешательство, в растерянность
лишать соображения

аптăратса пăрах — привести в полное замешательство

аптăрат

2.
мучить, приносить страдания
кăçал сивĕ хытă аптăратрĕ — в атом году морозы замучили

аптăрат

3.
мучить (о недуге, болезни)
причинять боль
ăна пуç ыратни аптăратать — его мучит головная боль

аптăрат

4.
надоедать
ыйту парса аптăрат — надоесть вопросами
аптăратса çитер — 1) измучить (о недуге, болезни) 2) сильно надоесть, вывести из терпения

аптрат

см. аптăрат

сĕтĕр

2. перен.
тащить , тянуть
эсĕ мана ăçта сĕтĕретĕн? — куда ты меня тащишь?
судсем тăрăх сĕтĕрсе аптăрат — затаскать по судам
çӳçрен сĕтĕр — таскать за волосы

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тытанамак

эпилепсия. Сред. Юм. Моркар. Тытанамак, падучая болезнь. Мĕнле те пулин усал сывлăш тытса силленĕрен пулать, тенĕ чăвашсем, çавăнпа тытанамак тени — çынна тытса пăрахакан усал тени пулать. Альш. Çын, сиенташ пулсан, ăшпа аптăрат те, ăна тытанамак пек тытса пăрахать, теççĕ; е ăнсăр чĕлĕхсĕр тăват, теççĕ.

нимĕн

(н'имэ̆н'), ничто, ничего. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесĕр каллех Алекçейне хăй патне чĕнсе илет. N. Вăл нимĕн те мар: хутаç хутаçах, сурпан сурпанах, тӳре мар [пишущий смешивает тӳрĕ (nom. dactonis), тӳре судья]. Юрк. Пӳрчĕ çуннине курсан, хăраса, ни сӳнтере, ни кăшкăра, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Ib. Ку çапла ӳсĕрĕпе килте çук япалана, сутăн илменнине ыйта пуçласан, нимĕн калама та аптăрат. Баран. 87. Нимĕн тăвайман енне, ямшăк лаша таврашне тӳрлетсе çӳрет. N. Нимĕн мар айăпшăнах сана военный сута пама пултараççĕ. N. Халĕ вĕсем пĕри те нимĕн тума пĕлмеççĕ. Сборн. по мед. Вăл тĕле йĕппе чиксе пăхсан, нимĕн чухлĕ те ыратмасть. Альш. Тата çавăнтах, юнашарах, çиччĕ-саккăр тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук. Ib. Пĕри кĕрет, тепĕри тĕртет. Нименне пĕлмес, курма пынă (ребята). Букв. 1904. Ăна пытарнине эпĕ нимĕн те астумастăп. N. Ку вăрмана ĕнтĕ нимĕн пулсан та (ни в коем случае) касмăпăр, тесе тупа турĕç. N. Ун пек чух упи парăм илме пынă çын пек нимĕн час каймасăр, тек каллĕ-маллĕ пăхкаласа, çиме кăлăрса парасса кĕтсе тăнă. Синерь. Мăнаçи тирки ман тиркĕ, нимĕн туса та упĕнтереймĕн. (Йитем). N. Тарçи, нимĕне пĕлмесĕр, çав çырăва княç ашшĕ патне илсе çитерсе панă. КС. Нурса кайса выльăх лекĕрине илсе килтĕм, вăл та нимĕн пулнине те пĕлмерĕ (не мог определить болезни). Ст. Сережк. Алăсем-урасем шăнса кайса нимĕн туйми пулатчĕç. ТММ. Нимĕн çукран нимĕр. БАБ. Нимĕн тума та çук. Ничего нельзя поделать. N. Вĕсем ĕненменни туррăн тĕрĕслĕхне çухатать-и мĕн вăл? Нимĕн чухлĕ те (нисколько). О сохр. здор. Вара пилĕк тĕслĕ япаласем (вещества) пурте çителĕклĕ пулаççĕ, нимĕнĕ те сая каймасть. N. Нимĕнрен малтан чун çĕрне хушасшăн тăрăшас пулать. N. Çавна илсе кĕрсе пăрах та, вăл нимĕн те мар вилĕ. Изамб. Т. Укçа пур та мĕн, нимĕн те мар. ГТТ. Çын вĕлерни вĕсемшĕн нимĕн те мар. Ала. 11. Нимĕн туса та паман. || Никакой. Ст. Чек. Нимĕн тутарĕ те çук унта (вместо: пĕр тутар та çук унта; ниепле тутар та çук унта). N. Çапла вара пĕвесенче нимĕн шывĕ те юлмарĕ. N. Эпĕ мĕнлетлĕ шанса, ĕмĕтленсе тăнă çĕртен, нимĕн ĕçре те намăса юлман (не плошал).

аптăрат

(апты̆рат, brevissima ы̆ littera, с весьма коротким ы̆), facere, ut a mente deseratur alqs etc. (v. praec. v.), привести в замешательство, в полное недоумение, в критическое или затруднительное положение; беспокоить, мучить, одолевать, надоедать и т. п. Якей. Йăван мана: „утна сот“, тесе аптратсах çитерч, эп ним тума аптранипе сотрăм вара. Иван все приставал ко мне (с просьбою) продать лошадь, и я был вынужден ее продать („не зная, что делать, продал“). Орау. Анне, сурăхсам вилсен: Эй сурăхăмсам! халиччен çăмран аптратмарăр; кĕркунне пулсан ачамсене алшишшем, чăлха-пуççĕм çыхса параттăм; халь шăнса вилес пулать ĕнтĕ!“, тесе макăратьчĕ. Когда овцы околели, моя мать плакала и причитала: „Ах вы, мои овечки! До сих пор вы никогда не оставляли меня без шерсти („не ставили в затруднительное положение относительно шерсти“); осенью я вязала детям варежки и носки, а теперь придется мерзнуть („умирать от стужи“)! Ĕлĕк ху кайма аптăрататтăн, халĕ мĕшĕн каймастăн тата? Прежде ты надоедал просьбою итти, почему же теперь не идешь? Айдар. Чеб. Апат çиме ларсан пупăн ачисем тула тухас тесе аптратаççĕ, тет. Когда сели обедать, дети священника запросились (стали усиленно проситься) надвор (как говорят: до ветру). Орау. Килне каяшшăн аптратрĕ те: „Кай“, терĕм. Он надоедал мне просьбами отпустить его („итти“) домой, и я сказал ему: „Иди“. Ib. Кальлях укçашăн аптратма (или: йăштарма) килет. Опять идет за долгом („надоедать, томить просьбою отдать долг“).

картлантар

понуд. ф. от картлан. Утар. Картлантар = аптăрат, асаплантар. Орау. Пурнăç ăнмасан, картлантарать вăл лайăх! (= асаплантарат, дает себя знать). Ib. Ну, картлантарчĕç ăна (или: мана). Показали ему (мне) Кузькину мать! || Морщить. Капк. Çамки тирне картлантарчĕ.

вĕче

(вэ̆ζ, вэ̆џ̌э), область между ребрами и os ilium; бедро. КС. Вĕче ― бедро. Якейк. Вĕче тесе, çынне пĕçĕ тăррипе айăкшăнни хошшине калаççĕ. Ст. Чек. Унăн вĕчи çук (болит), лараймас. Ib. Ку ватă çын вĕчесĕр аптăрат (у него болит ниже ребер). Ib. Вĕче ― подвздошная кость. Толст. Кусене пĕр ватă йытă тĕл пулчĕ, тет; вăл вĕчине аран-аран сĕтĕрсе пырать, тет. Сред. Юм. Аякран, пôшă çĕртен, çапсан: вĕче çинчен çапрĕ, теççĕ. И. С. Степ. Вĕче, чресла. ‖ Орау. Пилĕкпе хӳре ђикки хушшинчи вырăна вĕче тиççĕ (у лошади). ‖ К.-Кушки. Малти вĕчи çӳлĕ лаша вăйлă пулат.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

домогаться

несов. кого-чего хăпма пĕлмесĕр аптăрат, сĕмсĕрленсе илме тăрăш; домогаться власти влаçа сĕмсĕрленсе ярса илме тăрăш.

копошиться

несов. 1. (шевелиться) йăшăлтат, кĕшĕлтет; муравьи копошились возле муравейника тĕмĕ тавра кăткă кĕшĕлтетнĕ; 2. разг. (возиться) тăрмаш, чакалан, аппалан; 3. перен. (беспокоитьо мыслях, чувствах) канлĕх ан пар, аптăрат, хумхантар (шухăш).

морить

несов. 1. кого пĕтер, вĕлерсе пĕтер, тĕп ту; морить клопов хăнкăла пĕтер; 2. кого-что, перен. разг. хăшкăлтар, аптăрат, асаплантар, халтан яр, тинкене кăлар; морить голодом выçăпа асаплантар; 3. что, спец. хут, пиçĕхтер, шывра тыт; морить дуб юмана шывра пиçĕхтер; 4. что (окрашивать) морилкăпа пĕвет; морить фанеру фанерăна морилкăпа пĕвет.

мучить

несов. кого-что асаплантар, тертлентер, хĕн кăтарт; аптăрат, хăшкăлтар.

обескуражить

сов. кого шанчăксăрлат, сатурлăхне пĕтер, аптăрат, иккĕлентерсе яр.

овладеть

сов. 1. кем-чем (захватить) туртса ил, тытса ил, çĕнсе ил; овладеть крепостью крепосе туртса ил; 2. кем-чем, перен. (подчинить) пăхăнтар; 3. кем (охватить) пусса ил, çавăрса ил, аптăрат; им овладело раздумье ăна шухăш пусса илнĕ; 4. чем (усвоить) алла ил, пĕлсе çит; овладеть знаниями пĕлӳсене алла ил; ◇ овладеть собой хăвна алла ил.

одолеть

сов. 1. кого-что (осилить) çĕн, çĕнтер, ая ту; 2. кого, разг. (замучить) аптăрат, тинкене кăлар, тинкелентер, пус, хупла; кашель одолел ӳслĕк аптăратрĕ; сон одолел ыйхă пусрĕ; 3. что, разг. (усвоить) вĕрен, алла ил; одолеть иностранный язык ют чĕлхене вĕренсе çит.

озадачить

сов. кого-что шухăша яр, аптăрат.

ошарашить

сов. кого, разг. 1. (ударить) янклаттар, янклаттарса яр; 2. (удивить) тĕлĕнтерсе яр (е пăрах), ăнран яр, аптăрат.

травить

несов. 1. кого-что (истреблять) наркăмăшла, вĕлер, эмелпе пĕтер, сиенле, сиен ту; травить тараканов таракансене эмелпе пĕтер; 2. что (чистить, очищать) тасат, якат, çитерсе кăлар (хими меслечĕпе); ӳкерчĕксем ту; травить пятна пăнчăсене тасат; травить цинк цинка çитерсе кăлар; 3. что (топтать, мять) таптат, ват, тĕшĕр; травить посевы калчана таптат; 4. кого, охот. вĕслет, вĕслеттер, ĕскĕрт, йытăсемпе хăвала; травить зайца мулкача вĕслет; 5. кого-что, перен. (изводить нападками) асаплантар, хĕсĕрле, хĕн кăтарт, тертлентер, элеклесе аптăрат.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

аптăрат

понуд. ф. от предыд. глагола аптăра «надоедать», «докучать», «назойливо приставать», «поставить в затруднительное, безвыходиое положение», «сбить с толку»; башк., тат. алтырат, казах. апдыраж в том же значении.

Çавăн пекех пăхăр:

аптăр аптăра аптăрав аптăравлă « аптăрат » аптăратмăш аптăрашки аптăрашкилле аптăри Аптăруш

аптăрат
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150