кĕлленчĕк
то же, что кĕллĕ
кĕллĕ
содержащий золу, подзолистый
кĕллĕ тăпра — подзолистая почва, подзол
тăпра
земляной, почвенный, грунтовой
йӳçек тăпра — кислая почва
йӳçĕ тăпра — кислая почва
кăпăшка тăпра — рыхлая почва, мягкий грунт
кĕллĕ тăпра, кĕл тăпри — подзол
кĕлленчĕк тăпрасем — подзолистые почвы
нӳрлĕ тăпра — влажная почва
пулăхлă тăпра — плодородная почва
çĕрĕк тăпри — перегной, гумус
тăмлă тăпра — глинистая почва, суглинок
хăйăрлă тăпра — песчаная почва, супесь
хура тăпра — чернозем
тăпра айĕнчи си — подпочвенный слой, подпочва
тăпра картти — с.-х. почвенная карта
тăпра тытăмĕ — структура почвы
тăпрари нӳрĕке тытса хăвар — задержать почвенную влагу
Типĕ тăпра урана çыпăçмасть. — посл. Сухая земля к ногам не пристает (т. е. к честному человеку клевета не пристанет).
Хуньăшĕпе кĕрӳшĕ— пĕр тăпра. — погов. Тесть с зятем заодно (букв. тесть и зять — одна почва).
Хут арчара хура тăпра. (Чей). — загадка В бумажном сундучке хранится чернозем. (Чай).
çип
(с’ип), нитка. Шорк. Çип, нитка (род. п. çипĕн — с’ибэ̆н’, дат. — вин çипе — с’ибэ). Альш. Ăна (т. е. маратана) та йывăç хулăсенчен тăваççĕ, мунчаларан, çипрен мар. N. Пĕр ӳкемре тăватшар çипĕн икĕ вунна. Пĕтĕмпе пĕр ӳкемре сакăр вуннă (80 ниток). Сред. Юм. Çип, çиппĕн (çипĕн), çиппе (çипе). Ib. Эп паян ик йĕке çип арларăм; ко эрнере пôрĕ вонпилĕк йĕке арларăм. Ib. Çип кăçтан çинçе, çавăнтан таллат (= татăлать): мĕн порĕ те (всего на все) пĕр ача çиçчĕ, ô та пôлса вилсе выртрĕ (и тот помер). Ib. Çиппе (пряжу) кăмакана хăвсан, саралнă пулсан: пиçнĕ, теççĕ, саралман пулсан: пиçмен, теççĕ. ЧП. Шурă мамăк çиппи. Пус. Инки! инки! шур çип кĕпи тĕртсе пар. СТИК. Кăçал сӳс ăнмарĕ: пĕрте çипе пымаст (авăрланă чух кĕскен-кĕскен туртăнат). К.-Кушки. Çип туртса тухнă, сметано (сшито) на живую нитку (на живушку). Ib. Пиншака çип туртса тухни-ха эс? Сметал ли ты пиджак? N. Çип татма та вăй юлмас; До того обессилеешь, что не можешь перервать нитку. N. Урлă çип (при тканье — нить утока). Бгтр. Çип хывнă (сначало было написано „хунă“) чух сарă çын пырсан, çип лайăх пиçет, теççĕ; хура çын пырсассăн, лайăх пиçмеçт, теççĕ. Ягутли. Хĕрарăмсем кăнчала арлама пăрахса çип çума тытăнаççĕ. Якейк. Çип çăмхаласа пĕтертĕмĕр те-хе, комман-ха. Ib. Çип çăмхалама пуçларăмăр (кăшкар çине). Кăшкар çине çамхалаççĕ, комаççĕ, колчалаççĕ, кĕр виттĕр илеççĕ, хĕç виттĕр илеççĕ, куç хăваççĕ, тĕртеççĕ. Кищаки. Çип сарри кăларни. (Малтан çип çине вĕри шыв яраççĕ, унтан кайса кивеççĕ. Это же в Яншихове назыв. çип сурчăкĕ кăларни). Ib. Çип пĕçерни' или 'Çип хывни. Малтан кĕллĕ шывпа йĕпетеççĕ те унтан кăмакана улăм сарса, кăмакана пăрахаççĕ е чӳлмекпе лартаççĕ; сахал хутăр чухне хуранпа та пĕçереççĕ, пĕçернĕ çиппе кайран çăваççĕ. АПП. † Хамăра курайман тăшмансен, çип пек çинçе çĕртен татăлтăр. || Шнур. Альш. Çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ лартса кайнă вăл хурăнсене (березы посажены совершенно прямыми рядами). || Отвес. Мыслец. N. Çип — тӳрĕ йĕр ӳкерекен хатĕр.
кĕлле
золить (пряжу). Якейк. Эп çип паян тин кĕллесе кăмакая хурăм-ха (= хыврăм-ха). Ib. Влашкашне кĕл яраççĕ, кĕл çине шу яраççĕ, хоттăра çанта чиксе пăтратаççĕ те: çип кĕллерĕмĕр, теççĕ. Чертаг. Çип кĕллерĕн-и? («кĕлпе лапăртас, кĕллĕ шыв çине чиксе лапăртаççĕ»). Ib. Малтан çипе йĕпетсе килеççĕ, карян, кĕллесе, кăмакая хăваççĕ. (Так и в Якейк.).
кĕллĕ
имеющий пятку. Собр. Тӳрри çăпатапа, куккăрри (чалăш кĕллĕ) атăпа. (Послов.).
золистый
прил. кĕллĕ.
подзолистый
прил. с.-х. кĕл ⸗ĕ [⸗и]; кĕлленчĕк, кĕллĕ; подзолистая почва кĕлленчĕк тăпра.
Çавăн пекех пăхăр:
кĕлккĕ кĕлккĕ пул кĕлккĕ ту кĕлккĕлле « кĕллĕ » кĕллĕм кĕллĕн кĕллĕн-кĕллĕн кĕллĕн-келлĕн кĕллĕн-мĕнĕн