Шырав: кинемей

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кинемей

1.
тетя (жена старшего брата отца или матери)
(сан) кинемӳ — твоя тетя
(ун) кинемĕшĕ — его тетя

кинемей

2.
бабушкапочтительное обращение к старой женщине

кинеми

то же, что кинемей

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

кĕлемей

то же, что кинемей. Ала 5. Иван кĕчĕ, тет те, каларĕ тет: ман килес, кĕлемей! (вот и я пришел бабушка!) тесе.

кĕнемей

кĕнеми (к'э̆н'ӓми), то же, что кинемей. Пшкрт. Сан кĕнямуна.

палка

бить. Хĕн-хур. Пӳртĕн аялти хучĕйĕн пур чӳречисенчен те вут çулăмĕ палкаса тухнă. Хурамал. Çăлтан шыв палкаса тухать (вĕресе тухать, сикет). Цив. Çĕртен шыв палкаса тухнă. Сред. Юм. Шыв куçĕ палкаса тôхать. Ib. Вăйлă çăл çĕр айĕнчен палкаса тохать (показывает на выбивающееся большое количество воды). Ib. Сиввĕре пӳрт шăтăкĕнчен ăшă палкать анчах (показывает, как валится тепло). Ib. Шыв çĕр айĕнчен тохнă чохне палкать, теççĕ. Ib. Тĕтĕм палкаса тохать. Дым выходит клубами. СПВВ. ИФ. Çăл тавраш çĕртен пит вăйлă тухсан: палкат кăна саççим, теççĕ. СТИК. Кĕленчери шыва тăкнă чухне вăл палкаса тухат (бульканье бутылки). || Болтать. Монаст. Ан палка çаплах. Шел. 95. Ан палкаса тăр. Кушакпа автан. 7. Ну, кирлĕ мара ан палка (калаç). Икково. Эс паян палкаса ăвăнмарăн-и-хе кинемей? Неужели ты, тетка, не устала ругаться? N. Вăл тек палкаса ларать.

пысăк килемей

жена самого старшего брата отца, если старших братьев два или несколько. КАЯ. Пысăк килемей килет-и (придет)? См. кинемей.

асанне

(азан’н’э, h. е. аслă анне), avia mea (patris mei mater), моя бабушка (мать отца). В прочих лицах изменяется так: (Череп.) (сан) асаннӳ (азан’н’ӳ), (унăн) асламăшĕ (асламы̆жэ̆) или асламăш (асламы̆ш), (пирĕн) асанне или асаннемĕр (азан’н’эмэ̆р), (сирĕн) асаннĕр (азан’н’э̆р), (вĕсен) асламăшĕ или асламăш. В Тюрл. вм. асаннӳ употр. асламу. V. мамак. || Appellatio anuum honorifica. Также употребляется в обращении к посторонним женщанам (старухам), в том же см., как и рус. бабушка, баушка. V. кинемей. Ст. Чек. Асанне, Прăмçинана çул кăтартса яр-ха. Бабушка! укажи-ка мне дорогу в Промзино.

канĕ

покой, успокоение. Курм. † Ай ати, ай ати! ора канни кӳретпĕр; ору айне покан пос, чавсу айне çытар ил. Ib. † Спасибо, кинемей! Ора канни кӳтĕмĕр, алă канни кӳтĕмĕр; пире тата мĕн кирлĕ? ЧС. † Тухах, тухах, кинеми симĕс те кайăк кӳтĕмĕр; ним парса та ним çимес, тулă пĕрчи анчах çиет; ним парса та тыттармас, пĕремĕк парса тытрăмăр. Алă кани кӳтĕмĕр, ура кани кӳтĕмĕр. (Свад, песня). Хурамал. Каç выртсан канне пар, ир тăрсан, çăмăллăхне пар. (Моленье). ТХКА. 87. † Атăр туй, ачасем, ура канне кӳрĕпĕр, алă канне кӳрĕпĕр.

килемей

(-л’эмэj), жена «муччей» Н. Карм. N. Килемей = кинемей (мучин ăрăмĕ). Торх. Килемей — жена «мучи». КАХ. Килемей, вăл камччĕ, палларăн-и?

кинемей

(-эj), жена старшего брата моего отца. Старак. Ирĕксĕр контан кинемей. «На безрыбьи и рак рыба» (Послов,). Вомбу-к. Кинемей, кинеми (вăталаххин ачисем мучин арăмне калаççĕ). Ст. Чек. Кинемей, 1) мăн асятте арăмĕ (жена деда отца), 2) асаттепе пĕр тăванин арăмĕ (жена брата «асатте»). Шорк. Кинемей — женщина, которая вышла замуж в данную деревню из чужой, но не землячка матери. Карсун. Кинемей — жена пысăк тете (пысăк тете (муччей). СПВВ. КМ. Кинемей = ват инке. || Почтительное обращение к старой женщине. СТИК . Кинемей, старая старуха, бедная. Ib. Эй, кинемей-карчăк = неряха. || N. «Кинемей (аскăн çын?)».

кинеми

то же, что кинемей. Альмен. † Пирн кинемин чол нӳхреп. В. Олг. Кинеми = кинемей.

юптар

(jуптар), отводить в сторону. Çиç. çиçрĕ, кĕм. 29. Çакăнтан аякка Ульки кинемей хăй пуçĕнче, çавра çил пек, пăтранса çаврăнакан шухăшсене юптараймасть те. || Говорить намеками; морочить. . Чăн сăмаха суяна юптараççĕ. Серьезное обращают в шутку. Хурамал. Юптарас — пĕр япала урах тĕрлĕ калас. Ар-çури. Йоптар, морочить. Трхбл. Юмах ятăм, юптартăм, Ентипене чĕкĕртрĕм. (Çатма çине икерчĕ сарни). Сёт-к. Йомах ярăп, йоптарăп, олшу çолпа чоптарăп, йомăç котне чĕçкĕртĕп. N. Ку темĕскерле çын капла, пăрмаях (всё) юптарса калаçать. Ку, путех (вероятно), ырă çын мар пулĕ. N. Юптарса каланă юмахсем, загадки. Шурăм-п. № 23. Юптарса калани. Загадки и пословицы. Сказки и пред. чув. 113. Юмах ярать, юптарать. Ст. Чек. Сăмаха вĕçертсе (çук япалана пур туса, преувеличивая) калаçат, е тăрăхласа, мăшкăлласа калаçат, çавă ĕнтĕ юптарса калаçни пулат. Чебокс. Юптарса = иносказательно. Т. VII. Кăна (эту басню) юлхав çынсем çинчен юптарса каланă. Псалт. 77,2. Юптарса калаçма çăварăма уçăп. || Обманывать. Шибач. Йоптарса (чăсса) ятăм — обманул. СПВВ. Юптарать, обманывает. Синерь. Мĕнле капла пĕр кайăксăр киле таврăнăп-ши? тесе, калать, тет каям та, персе илем; унашкал юптарса яракан кайăк нумай пулĕ, тесе калать, тет.

йĕрĕх

(jэ̆рэ̆х’), первоначально — посвящение (предмет, посвященный духу), потом — название духа, впоследствии — злого. Среди предметов, находящихся в Русском Государственном Музее, имеется несколько йĕрĕх’ов, „покровителей рода“, напр., женское изображение — кукла, сделанная из тряпок, с красной головой, в чувашском костюме («кинемей», № 1416—1); кукла «мăнакка», № 146—8); лубяной короб («ват акай йĕрĕх(ĕ)»; это название дано йĕрĕх’у потому, что он «первоначально произошел от старой девы», № 1239—180); мужское изображение — кукла из тряпочек, с длинными седыми волосами на голове и подбородке («ĕмпичче», № 1416—3); подобная ей («ĕмпичче»), № 1416—10; два грубых изображения ребенка, в виде тряпочки, свернутой в трубку и перевязанной — в одном случае синей ниткой, в- другом — ниткой и тесемкой (№ 1416—5,6), несколько безграмотно описанных йĕрĕх’ов («идолов»), под № 967 — 1, 2, 3, 4, 5. Там же есть чувашское женское поясное украшение — енчĕк (№ 968—24), род кошелька, в котором «женщины носят жертвенные деньги, когда идут на поклонение йĕрĕх’у». Искаженные чуваш. названия я исправил. Начерт. 211. Йĕрĕх — литой идол, домашний бог. Магн. М. 75, 76, 78, 80, 81, 247 и др. Т. VI. Ильух(х)а йĕрĕхĕ, Малакай йĕрĕхĕ, Ятмăрса йĕрĕх, Силевер йĕрĕхĕ, Силевер тӳрри, Кукша йĕрĕхĕ, Кукша тӳрри, Çтаппан (scr. Стапан) йĕрĕхĕ, Уçка Терентей йĕрĕхĕ! Сире юсманпала, хурпала, ăшă xĕлхепеле асăнатпăр-витĕнетпĕр; айван-ашана каçар пире. Охотн. Начнем с „ириха“. Он невидим; местопребывание имеет в лукошке, сделанном из вязовой коры и помещающемся в клети, где-нибудь в углу, на дверью, как у нас (это было) в клети. Лукошко это, впрочем, может висеть и на другом месте, напр., на стене амбара, конюшни и другого какого-нибудь строения снаружи. Ирих посылает чувашам, относящимся к нему без достаточного уважния, как я сказал, наружные болезни. Если у чувашина начинают болеть глаза или на его теле появляются нарывы, сыпь, то он — или ио своему сознанию, или по совету „юмзи“ — варит из пшеничной муки кушанье, в роде киселя, так навываемое „мимĕр“. Затем, расплавив одну свинцовую ружейную дробинку, отливает маленькую блестящую монетку. Сделав в ней маленькое отверстие, продевает через него нитку, концы которой завязываются вместе в один узел. „Мимĕр“ и монетку он несет в тот дом, где находится наказывающий его „ирих“. Кто-нибудь из семейства этого дома, по просьбе принесшего „мимĕр“ и монетку, отправляется в клеть к „ириху“, захватив с собою и „мимĕр“ и монетку. „Ириху“ он молится, чтобы тот снял болезнь с принесшего „мимĕр“. Потом делает несколько земных поклонов, часть „мимира“, со столовую ложку, кладет он в лукошко, а свивцовую монетку вешает на гвоздь, на котором висит лукошко. Остальной «мимĕр» приносится в избу и съедается членами семейства этого дома. После такого моленья чувашин в полном убеждении, что болезнь его снимается «ирихом». Все семейные в той комнате, где ирих, имели серьёзный вид и гояворили только о деле и о вещах, не касающихся нравственности и религии (siс!). Хурамал. Йĕрĕхе, çăнăхпа чуста сарса, пĕчĕк-кăна чашăк тăваççĕ, унтан кĕрпепелен пăтă тăваççĕ; ăна пĕçереççĕ вара. Унтан вара хĕрлĕ çиппеле тăхлан шăратса çакаççĕ. Унтан вара ăна кайса çакаççĕ йĕрĕх çта пур, çта асăнсан: йывăçра пулсан, йывăç турачĕ çине кайса çакаççĕ; çуртра пулсан, çурт патне кайса пăрахаççĕ, хуçисене пĕлтерсе тиекенĕ кĕлетнех кĕрсе çакат. Шаймурз. Пирĕн кивĕ кĕлетре, алăк хыçĕнче, пĕр ленкес çакăнса тăрат. Çав ленкесре йĕрĕх пур, теççĕ. Çав йĕрĕх нумаййĕшне кĕсен-çăпан кăларат, суккăр, тăват, шыçă парат, теççĕ. Çавăнпа вара ăна çулă мимĕрпе пырса чуклеççĕ е тăхлан, пырса, шаратаççĕ. Çапла тусан вара, ыратни чарăнат, теççĕ. Тата çĕнĕ кĕрӳсем, пырса, салам параççĕ. Тата салам панă чух кулсан, килĕшмест, теççĕ. Çĕнĕ кĕрӳсем салам памасан, вăсене йĕрĕх тытат, теççĕ. Тата çав ленкесе пырса тĕртĕнсен те, хĕн-хупăр парат, теççĕ. (Тут же сказано, что от йĕрĕх’а происходят и глазные болезни при чем приведены случаи заболевания). N. Якор арĕм (= арăмĕ) варĕ йĕрĕхне ак çапла çырлахтараççĕ. Онта ĕлĕк Якор арĕм вилнĕ. Çавăн вырăнче халĕ йĕрĕх пор. Вăл, онта лаша ярсан, лашана ниста та ямаç, лашана çав коккăра илсе кĕрсе вĕлерет. Ст. Чек. Йĕрĕх кĕсен-çăпан ярат. Ib. Йĕрĕхе хушпу пек тунă, нухратпа (кузов); нухрат пăрахаççĕ. В. Олг. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Она параччĕ такасам; ялти çын шăпах килет те, парат. Первей çăнăх хорат, икĕ пус окçа хорат, кĕрпе хорат, асăнса она: мана отнаккă ту, тесе, хаман ту; эп сана така паратăп, тет; халчах парăп, тет. Пасара каят, илет така, пĕр полтинник парса илет. Каран пусаччĕ, пасартан кисен. Пуссан, йĕрĕхе поççанчĕ: çăпан ан кăлар мана, суат (= сыват) çăпантан, тет. Поççапат та, ашне çиет пӳрт-ăш халăхпа; шăннине çонтарат. Вара çырлахрĕ, çăпан тохмарĕ. Лаçра хиç-кил полнă, хиç-киле тăрăхла пĕрне çакнă; пусса çисессĕн, аш татăкки яраччĕ. — Йĕрĕхе çĕмĕртĕм, пĕрĕшне туеккине исе тохрăм, виç хут çавăрса çапрăм та, икĕ пуслăх окçасам тохса карĕç, çĕр полĕ; мана ним те полмарĕ, йĕрĕх ним те туимерĕ. Ч. С. Минчет тутарса килекенсем итем-карти патне çарăнаççĕ те, пĕри ху? вун-виçĕ пус, хуть вунă пус (унта тиркев çук) укçа илет те, упăшкипе матки йĕри-тавра çав укçана çавăрса, аяккалла ывăтса ярат. Ăна вăл: пур маткипе упăшкине çакланнă тăшмансем, матки килĕн-и йĕрĕхсем, упăшки килĕн-и йĕрĕхсем çав укçапа килĕшĕр (пусть умиротворятся), тесе, пăрахат. Собр. Йĕрĕхе чӳклес пулсан, тута хĕрне кĕсен тухать, теççĕ. Чертаг. Йĕрĕх йоманĕ; унта кăр-кунне саксам туса, вот хораччĕç ташлчĕç, ĕçсе çиса. Орбаш. Икĕрчĕк, кокăрчăк ехветер вати (чит. ватти) кокăрчăк. (Йĕрĕх). N. Е тата эсĕ — çавăнта çырмара çавă йăвăç кутĕнçе йĕрĕх пур, эсĕ, çавăнта ларса, шăнă та, çавăнти йĕрĕх тытнă сана, тет. Ст. Чек. Кутна йĕрĕх тыттăр! (Брань. Еi dicitur convicii loco, qui coram aliis pedere consueverit). СТИК. Мĕн пулнă кăна, тек йĕрет? — Тем йĕрĕх тытнă-ха ăна, ан тив! (Говорят об упрямом капризнике). Eлаур. Пирĕя ялта (Йалавăрта) чӳк тунă вырăнсем икĕ тĕлте: пĕри ту çинче, тепри ял варринче. Малтанхине киремет теççĕ. Çав вырăнсенче хурамасем лараççĕ. Вăл хурамасене никам та касмаççĕ; вĕсене кассан, çын вилет, теççĕ, йĕрĕх пусат, теççĕ. СПВВ. X. Ырутаман — название (местное? — в Тетюш. у.) одного на йăрăх (йĕрĕх). Жертва. Убеи (б. Буин. у.). Хĕрт-сурта йĕрĕх патăмăр. Макка 234°. Унтан тата, çак эпĕ çырнисене пурне те туса пĕтерсессĕн, тата йĕрĕх тăваççĕ. Ăна ак мĕншĕн тăваççĕ: е куç пăсăлнăшăн, е çăпан-кĕсен тухнăран, е тата юхана ерсессĕн,тăваççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: пĕçереççĕ икерчĕ пăр(т)а(к)кă тăхлан шăратаççĕ те, вăсене çав йĕрĕх вырăнне кайса тăкаççĕ; ăна вара: икерчĕ лартрăмăр, теççĕ. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Ib. 222°. Йĕрĕх çукки кĕрсен, ăна пĕрпысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. (Вирĕм). Хурамал. Йĕрĕх лартни. || Болезнь. Яргуньк. Авалхи çынсен йĕрĕх ятлă чир пулнă. Вăл чире ак епле чире каланă (siс!): е çăпан, е кĕç(= кĕçĕ), е шăтан-юхан ерсен: йĕрĕх тытрĕ, тесе, йĕрĕхе, чӳкленĕ, тенĕ. См. Рекеев. II, 3, III, 6; Золотн. 150; Мильк. 22, Мészáros 24—27, 113, 118, 149.

ура канни

(к̚ан'н'и), покой для ног. Ядр. † Ай, кинемей, кннемей! ура канни кӳтĕмĕр; уру айне пукан пус, чавсу айне çитар хур. Сĕт-к. А-ай апай, ай апай! ора канни кӳтĕмĕр; ору айне покан пос, чавсу айне çитар хор, аллуна çиреп туя тыт. (Çĕн-çынпа килсен юрлаççĕ).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бабушка

сущ.жен. (ант. внук, внучка)
1. асанне (атте амăшĕ); кукамай (анне амăше)
2. кинемей (ватă хĕрарăмсене хисеплесе чĕнни) ♦ бабушка надвое сказала мĕн пуласси паллă мар-ха

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

старуха

, старушка карчӑк, кинемей.

бабушка

асанне (мать отца); кукамай (мать матери); асанне, кинемей (почтительное обращение к старухам).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бабка

ж. 1. спорт. разг. (бабушка по линии отца) асанне; (бабушка по линии матери) кукамай; 2. прост. (старуха) карчăк, кинемей; повивальная бабка эпи (е апăç) карчăк, мăчавăр.

бабушка

ж. 1. (по линии отца) асанне; (по линии матери) кукамай; 2. разг. (старуха) кинемей; бабушка надвое сказала те пулать, те пулмасть, ĕç мĕнле пуласси паллă мар-ха.

тётка

ж. 1. (старшая сестра отца или матери) мăнакка, аслă аппа; (младшая сестра отца или матери) кĕçĕн аппа, аппа; (жена старшего брата отца) кинемей; (жена младшего брата отца) инке; 2. прост. (обращение к женщине, старшей по возрасту) инке.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

кинемей

әби

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Кăмăла хăвар

Кăмăла хăвар причинять / причинить обиду, неприятность кому, какую, чем, обижать / овидеть кого-что.
Ирина вăл кăштах суйнине сиссе илчĕ. Анчах унăн аппăшĕн кăмăлне хăварас килмерĕ. А. Алка. — Кинемей, çак хĕрачан кăмăлне хăварса ĕмĕр ӳкĕнсе пурăнас тетĕн-и? Е. Лисина.

Çавăн пекех пăхăр:

кинематографи кинематографист кинематография кинеме « кинемей » кинеми кинен кинентер Кинер уй кинескоп

кинемей
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
7 саспалли
 
Семçе сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150