кукка
мой (наш) дядя (со стороны матери)
кукка
дядин
(сан) кукку — твой дядя
(ун) куккăшĕ — его (ее) дядя
пысăк кукка — старший дядя
кукка çурчĕ — дядин дом
ун куккăшĕ бригадирта ĕçлет — его дядя работает бригадиром
пĕчĕк
4.
чаще в названиях родства
младший, молодой
пĕчĕк инке — младшая сноха (жена младшего из старших братьев)
пĕчĕк кукка — младший брат матери, дядя
пĕчĕк ывăл — младший брат мужа, младший деверь
Пысăк тиек салатĕ, пĕчĕк тиек пуçтарĕ. (Хачăпа йĕп). — загадка Старший дьяк раскидает, младший — соберет. (Ножницы и иголка).
кукки
диал.
то же, что кукка
сăл
прием, ловкость, сноровка, увертливость. Ст. Чек. Кукка пуçтарса илчĕ те, ывçă тупанĕ çине хурса, сăлпа çĕрелле пăрахрĕ. Трхбл. Вăл сăлпа кĕрешет. Он борется, применяя приемы, употребительные вообще при борьбе. Ib. Вăл кĕрешнĕ чухне сăл пĕлет. Ib. Сăлсăр кĕрешнĕ чухне çĕнме пулмас. Ib. Вăл сăлне пĕлсе çитнĕ. (Скажут и в других случаях). См. мел.
çавă-ха
то-то и есть что... (в том то, видишь, и дело-то, что...). Н. Шинкусы. Кукка вара ăна хирĕç каларĕ (на вопрос о здоровье): çавă-ха, пит çӳресех пĕтереймеççĕ, темĕскер çемьесен хушшинче те, выльăх-чĕрĕлĕхсен хушшинче те пĕртте ырри çук!...
тарăх
(тары̆х), досадовать, сердиться, возмущаться. N. Темĕн пек (весьма): вĕреннĕ çак усала, тесе тарăхать, анчах туртма (табак) пăрахаймасть. Çĕнтерчĕ 48. Хăш чух эпĕ: мĕншĕн эпир пуян пулнă-ши? тесе, темĕн чул та тарăхатăп. || Чăв. й. пур. 28. Якку вара кайран пит тарăхса йĕнĕ. Яккăва çапла тарăхтараççĕ. Çылăха та, намăса та пĕлмеççĕ. Ib. Ашшĕ вара нимĕн тума та аптранă. Вара пит тарăха-тарăха йĕретчĕ. || О надоедливом человеке. Изамб. Т. Эпĕ кинтен тарăхап. Мне сноха надоедает. || Сердиться, возмущаться. СЧЧ. Пичче (брат) кулнипе Лукка пичче (дядя Лука) пĕтĕмпе тарăхса çитрĕ (осерчал), тет. N. Темшĕн ямаççĕ (письма), питĕ тарăхатăп. N. Хресченсем тавар илеймесĕр шалт тарăхса пĕтеççĕ. Орау. Ах, тархас килет-çке ман (сержусь, меня зло берет). || С послелогом „çи“: сердиться на кого. Панклеи. Йăван патша хĕрĕ çине тарăххĕр (разсердился). Ст. Чек. † Уччаскана кайса, эп çул турăм, аслă çулсем çине, ай, тарăхса; ял-ял урлă кайса, эп тус турăм, ялти хĕрсем çине, ай, тарăхса. || Жаловаться, негодовать, N. Хĕрсем çинчен тарăхса çыру янă (написали, жалуясь). || С тв. пад. БАБ. Тытăнат вара (тут) ачисемпе тарăхма (жаловаться, негодовать). || Выходить из себя. В. Олг. † Перĕн кинеми сак шăлат. Чонтан посса шăлсассăн, сак хăми те авăнат. Чон тарăхса çитсессĕн, сана та (новобрачную) полин ави-ха (поколотит тебя). || Терпеть горести. N. Тепĕри хăй ĕмĕрĕнче пĕр ырă курмасăр тарăхса вилет. N. Мана аттепе анне тарăхма анчах çуратса янă. || Раскаиваться. Орау. Ӳлĕмрен нумай тарăхăн та-ха, халĕ тулĕк ман сăмаха итлеместĕн. || Мучиться. Чăв. й. пур. 15. Леш çынсем каланă: калăпăр, калăпăр; эпир унпа тарăхнă ĕнтĕ, тенĕ. N. Тĕлĕкпе тарăхан. ЧС. Çавăнтан (от того, что умирают лошади) тарăхса ĕнтĕ пĕр лашана пĕлекен çынтан (у знакомогр человека), куккасенченех, илчĕç. Орау. Паян лашана Салапайра (местность) тарăхса шыраса çӳретĕп, а вăл килсе выртнă та, выртать. Ib. Паян ку суха-пуçпе пĕтĕмпе тарăхса пĕтрĕм (замучился), пĕртте путлĕ пымаçть, урăх ларттарас пулĕ, тем, кумпа ака пĕтереймăп. N. Пирĕн ял, çăва тухсан, çавăн пирки (из-за опойцы) çумăрсăр тарăхат. („Питĕркке шăтăкĕ“). N. Чирпе тарăхса порнаççĕ. Ст. Чек. Тарăхаттăм-çке унпа пурăннă чухне! „Живя с ним, я не видала светлого дня“. N. Вăл ыттисем пек вырăн тупаймасăр тарăхса çӳремест. ЧС. Вăл хĕр тарăхнипе тарасана сикмен-ши? Хурамал. Вара кушакки выçă тарăхнă та, хăй хӳринчен пĕр алтăр çакнă та, пĕр çулпа тухса кайнă. || С исх. пад. Истор. Вырăссем тутарсенчен пит тарăхса пурăннă. || Испытывать крайнюю нужду. Ст. Чек. Çукран тарăхап. Испытываю крайнюю нужду во всем. || Заботиться. N. Тимĕрĕç те çавăн пек сунтал кутĕнче тимĕртен пĕр-пĕр япала тăвасси çинче тарăхса ларать. N. Паразитла пурăнакан чунлă япаласем тарăхса ĕçлесе пурăнмаççĕ. || Усердствовать, стараться изо всех сил. N. Аптăранăран, тарăхса (= тăрăшса), сана парне паратпăр (аптăранăран сана парне паратпăр). Орау. Лаши тарăхса туртать, çапах та вырăнтан та тапратимаçть, аллă пăт пулĕ унта, таçта кайма тиянă. Ухмах, вăрманта пĕр йăвăç та хăварасшăн мар курăнать, вăрманти йăвăçа пĕтереймăн унта. Чăв. й. пур. 31. Акă! кам-шăн тарăхса ĕçленĕ ĕнтĕ вăл? Вăл мула, хăй чунне хĕрхенмесĕр, камшăн пухнă ĕнтĕ вăл? Ib. 17. Вăл вара татах юлташĕсене шырама тухса кайнă, татах темĕн пек тарăхса шыраса çӳресе те тупайман. || Всячески добиваться, биться, стараться, лезть из кожи. Орау. Тем тăвать ку унта, тарăхса калаçса ларать (принимая близко к сердцу, желая добиться, выходя из себя). Альш. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче-тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет (отчитывала от „ие“). Конст. чăв. Эпĕ ку таранччен тарăха-тарăха шыраман та пулăттăм та, манăн кунта тăван кукка пурăнать. Орау. Тарăхса çын хутне кĕрсе калаçса тăрать ку Кĕркури; тем кирлĕ, хăй хутне такăш кĕрес (а кто за него самого вступится)? || Выходить из себя, уверяя... Чăв. й. пур. 27. Вăл: ĕçместĕп (водки), тесе, пит тарăхнă, çапах хăратса: ĕçмесен, пăрахмастпăр (не отстанем), тесе, ирĕксĕрех ĕçтернĕ. Ib. 6. Вăсем малтан Ваçка сăмахĕпе тунма (отпереться, negare) хăтланнă, тырра илекен вара пит тарăхса каланă: вăсем те пурччĕ, тесе. Унтан вара вăсене хĕсе пуçланă. Хĕсе-хĕсе вара вăсем те каланă (признались): пурччĕ çав (мы были там), тенĕ. Ib. Пăртак йĕркене пĕлекен çын темĕн пек тарăхса каласан та, ăна пĕртте ĕненмеççĕ.
тыт
(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.
туй
одно из положений козна. См. пĕк, елччĕ. Ст. Чек. Кукка та çавăн майлах ячĕ те, унăн елччĕпе туй пулчĕ. Ib. Туй, елччĕ, чĕк, пĕк (различные стороны ашăк). СТИК. Пĕкле аяккипе выртсан, пĕр яка аякки çӳлелле пулсан, туй теççĕ.
кăмăл хуç
подействовать на душевное настроение, растрогать. Конст. чăв. Эпĕ юриех ку Никанорăн чĕрине тивертсе, кăмăлне хуçса пулми-ха, тесе, калаçнă чухне ялан, май килнĕ вăхăтра, «кукка» çине «кукка» хуратăп (все называю дядей да дядей) || Расстраиваться. Альш. † Мĕшĕн эсĕ, тăванăм, йĕретĕн, çамрăках та кăмăлна хуçатăн? (расстраиваешься). Ib. Пĕтĕм кăмăла хуçать (пение в школе). || Обижать, огорчать. Изамб. Т. Эпĕ сăра ĕçме кайсассăн, сĕтел хушшине ларнăччĕ. Пĕр ват çын пычĕ те: эс çамрăк-ха, унта(н) тух, тесе, манăн кăмăла çынсен умĕнче хуçрĕ (обидел, осрамил). || Склонить (кого к чему). Йерк. 153. Ашш(ĕ)-амăшĕ хашкаса кĕрсе тăчĕç ун умне (перед нею), ӳкĕтлесе, ятласа хуçаймарĕç кăмăлне.
кĕпе
(к'э̆бэ, кэ̆бэ, кэ̆βэ,) рубаха; женская рубаха. КС. Кĕпене ухаççĕ, кивеççĕ, чӳхеççĕ, тукмакпа (или: валекпе) çапаççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ шыва кĕпе хывса кĕтĕм те, ман пусма (снасть) пĕр мăн туратран çакланса ларнă (зацепилась). Сĕт-к. † Осал та полин, хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. Альш. † Хăрансуски кĕпе, ука çуха, килĕшет-çке пирĕн йысна çийĕнче. Ib. Эпир виçĕм çул çунса кайрăмăр (погорели), çири кĕпепе кăна тухрăмăр. N. † Кĕпесе (=кĕпесене) те кĕлермелле, мунчана та хутмалла; эй тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Сред. Юм. Кĕпен çĕвви кайнă. Рубашка распоролась по шву. Ib. Кĕпене пăрсан (если выжать), шыв тохать поль! (Говорят, если человек очень вспотел). О сохр. здор. Пĕр кĕпе вĕççĕнех. В одной рубашке (без другого одеяния). Зап. ВНО. Ӳчĕ тулта, кĕпи шалта (свеча). ТММ. Алăсăр-урасăр кĕпе тăхăнать. (Тӳшек). Ib. Çĕнĕ кĕпе тăхăнтарнă чухне: кĕпе пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! теççĕ. Зверев. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр. (Ӳсес çын çĕнĕ кĕпе тăхăнсан, çапла калаççĕ). ГТТ. Эпĕ унăн кĕпине çухаран тытрăм та, шăна (муху) ятăм (за ворот). Ib. Эпĕ, унăн кĕпи çухине тытса, кĕпи ăшне шăна ятăм. Ст. Шаймурз. Пĕр кĕпене иккĕ тăвар, кукка патне каяр. Чăв. й. пур. 14. Пĕтĕмпе кĕпесем çуркаланса пĕтрĕç. К.-Кушки. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр! теççĕ Кушкăра, кам та пулин çĕнĕ тумтир тăхăнса тухсан. ăна тумтирĕнчен чĕпĕтсе (в данном случае — за рубашку). Эпир çур. çĕршыв 18. Хĕрсем те хăшĕ-хăшĕ Хусанта кĕпесем çунă çĕрте (в прачечных) ĕçлесе пурăнаççĕ. Алик. † Кĕпе вăрăм туртакан салтак арăм пулатĕ. Кĕпе кĕске туртакан юмăç карчăк пулатĕ. Обиково. Çырмара ик сар хĕр ташлĕ. (Кĕпе кивни). Чебокс. Анне вăл вăхăтра кĕлет умĕнче кĕпе çакса тăраччĕ (развешивала). Ст. Шаймурз. † Йĕтĕн кĕпи çил илет. N. Ачине тумасăр, кĕпине ан çĕле, теççĕ. (Послов.). || Белье. Ядр. Çавăн чухне ман пĕтĕм кĕпесем, сăхмансем çунса кайрĕç. || Сорочка. В. Олг. Тьыха кĕпи. ГТТ. Хăш-хăш ача кĕпипех çуралать, кĕпине вара пуçтарса хураççĕ (вешают в маленьком лукошке). Альш. † Эпĕ кĕпепе çуралман (не родился в сорочке), эпĕ телейлĕ те мар. Орау. Ача кĕпипе çуралнă. || СТИК. Начартарах чĕпĕ çăмартаран хăй тухса ӳкеймест пулсан (не может вылупиться), ăна алăпа çĕмĕрсе кăлараççĕ те: чĕпĕ кĕпине та татайман, теççĕ. || Exuviae, линовище. Городище. Таракан кĕпине пăрахнă. Таракан сбросил старую шкурку. || Конверт. N. Çыру кĕпипе (конвертпа) ярас пулсан, 7 пуслăх марккă чиксе ярас пулать. || Губчатая мякоть в гнилом дубе. Якейк. Кĕпе — çĕрĕк йоман варĕнче çамçа кăмпа пак япала янкарта, янкар сарă япала. || Шарбаш. Кĕпешне (= кĕпе ăшне) шăнăçмаç. Выходит из себя. (Ку сăмаха хуйхă, çилĕ чухне калаççĕ).
тĕп
дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.
тĕшĕрĕл
лущиться. СПВВ. Х. || Свалиться. Сред. Юм. Пĕрех çапрăм та, тĕшĕрĕлчĕ анчĕ (свалился). Трхбл. Тĕшĕрĕлсе ан, свалиться. СТИК. Атă кунчи чис тĕшĕрĕлсе анчĕ. Голенища сапог спали книзу, не держатся от ветхости. Толст. Ак перетĕп, ак упа персе тĕшĕрĕлсе анчĕ (мечтаю) Конст. чăв. Манăн кукка çавăнта чуп тунă çĕртех ман çинелле тĕшĕрĕлсе анса ыталаса илсе питĕ нумайччен нимĕн чĕнеймесĕр макăрса тăчĕ. О сохр. здор. Çулла уярта ун пек шурăсем (болота) типеççĕ те, курăксем çемçескерсем тĕшĕрĕлсе анаççĕ. Шел. 107. Çавăнтах чĕре шарах! çурăлса, тĕшĕрĕлсе анса, çĕре кӳплетсе кайса ӳкрĕм. N. Пĕр пĕлми тĕшĕрĕлсе ӳкнĕ. Хурамал. Шеп курăк çине кĕрсе йăвалансассăн, курăк пурте тĕшĕрĕлсе ӳкет.
Шомила
имя мужч. В. Олг. || Фамилия (Шумилов). Коракыш. Г. А. Отрыв. Шумила темрен тухса кайнă. Лява кукка пĕлимасть.
пыскукка
то же, что пысăк кукка, старший брат матери, его жена — йинке. Изамб. Т.
пилле
благословлять. Сред. Юм. Альш. † Атте, анне, эсир пиллесен, эпир пин кунлăх, эсир пиллемесен, эпир çур кунлăх та çук. N. Тепĕр сукмакне пилленĕ хăпартусем чикет. Ст. Шаймурз. Анне пур таврари кӳршĕсене чĕнтерме хушрĕ. Вара эпĕ чĕнме кайрăм. Чĕнсе пухсан, анне пурне те пиллерĕ. Качал. Кĕçĕн ывăлĕ калат, тет: атте, мана пиллесе яр, эпĕ пичисене шырама каям, тесе. С.-Тим. Учитĕлĕн амăшĕ пĕр карчăка çуралнă ачана пиллеме хушрĕ (т. е. произнести ему разные добрые пожелания и наставления для будущего. Обряд ачана тирпейлени). Конст. чăв. Кукка: сана пиллесе калатăп, ачам, эсĕ Мухаммед тĕнне ан тух, терĕ. N. † Виллисем те пиллеччĕр, чĕррисем те савăнччăр. (Хĕр йĕри). ППТ. Пиллеччĕр или пиллеччĕр-çырлахчăр, — формула при поминании покойников и некоторых божеств (хĕрсут, кил-йышĕ, карта пуçĕ) в калăм кунĕ. Ib. Тавăрнас уммĕн пурте вут урлă: пиллеччĕр! çырлахччăр! тьфу, тьфу! чир-чăр вĕçтĕр! мана килес çула çак вăхăта çитмелле пултăр, пур хĕн-асапа çак вут çулăмĕ илсе кайтăр! тесе каласа каçаççĕ. (Çăпата çунтарни). Н. Седяк. Пиллес мар, çиленес Ир. Сывл. 14. Мана çамрăклах савса пиллерĕн. Урмай. Этеме савакан ыр турă! Акнă тырпул кăмăлне, çăмăрпала хĕвелне ху чысласа ху пилле Кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин, пар. (Моленье). || Завещать. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр пиллесе хăварат. ЧП. Ах аттеçĕм те аннеçĕм, çӳç пĕрчинчен пиллинччĕ (пусть наделят меня скотиною. КС.). N. Акă манăн пĕр кĕреçе пур, сана çавна пиллетĕп. N. Ах аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? — Кăкăру сĕтне пиллесем. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, мĕн пилетĕн, аттеçĕм? — Çăкăрна-тăварна пиллесем. (Хĕр йĕри). Т. VI. II. Вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ пилле, çавăр, тесе, чуп туса илет (салтак ăсатни). N. Çав çурă ят çĕре пиллени те çитет мана.
аху
(аhу), interiectio abnuentis aut aliquid vehementius dissuadentis, междометие, выражающее решительный отказ или живое предостережение. Альш. Аху! каймастăп. О, нет, я не пойду! То же СПВВ., Череп. Конст. чăв. 2З. Кукка, инке, Усман пичче, мĕн канаш тăвăр эсир: чăнах Мухаммед тĕнне тухас-и манăн, çук-и? терĕм. Вĕсем пурте пĕрле: çук, çук, аху! ан та шухăшла, ан ухмахлан! терĕç. Я сказал: «Дядя, тетя и дядя Осман! как вы мне посоветуете: принять мне магометанство или нет?» Тогда все они разом сказали: «Нет, нет! Что ты говоришь?! И не думай, и не глупи!»
ашăкла выля
(выл’а), ossibus ludere, quae ашăк appellantur, играть в бабки или в альчики. СТИК. Ашăкла укçа ывăтса выляççĕ. Играют в орлянку, ставя на ставку вместо денег бабки. Ст. Чек. 'Эпĕ ашăкла (в альчики) выляма вĕренни'. Çимĕкре кукамайсем патне хăнана карăм. Пĕчĕк кукка, Мăтри (Мы̆три), эпĕ вĕсен пӳртĕ (= пӳрчĕ) умне тухрăмăр. Кукка тура-шăл кунтипе ашăк алсе тухрĕ. — Атьăр, атсем, ашăкла выляр, терĕ. — Эпĕ выляма пĕлместĕп, терĕм эп. — Вĕрентĕпĕр, терĕ Мăтри; эпĕ мункунта выляма вĕрентĕм, терĕ. Кукка пурсăмăра та çирĕмшер ашăк пачĕ. Тупрăмăр тикĕс вырăн, хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. Атьăр туйла выляр, терĕ Мăтри. Икшерпе выляр, терĕ пĕчек кукка. Пурсăмăр та икшер ашăк илтĕмĕр те, Мăтри, икĕ ашăка сылтăм аллин пуç пӳрнипе вăта пӳрни хушшинче хĕстерсе, шĕĕр пӳрни çине лартса, ячĕ нăчлаттарса çĕре. Унăн икĕ пĕк пулчĕ. Кукка та çавăн майлах ячĕ, унăн елччĕпе туй пулчĕ. Эпĕ те çавсен майлах ятăм та, манăн пĕри туй пулчĕ, тепĕри темĕскерле: ни елччĕ мар, ни туй мар, ни пĕк мар, ни чĕк мар: пĕр пуçĕпе (концом) тăрат. Мăтри кулса ячĕ те: Иванăн сысат, терĕ. Кукка та: чăнах иккен, терĕ. Яр çĕнĕрен, терĕ. Эпĕ илтĕм те, çĕнĕрен ятăм. Пĕр елччĕ, пĕр пĕк пулчĕ. Кукка пуçтарса илчĕ те (унăн пĕр туй, пĕр елччĕ), ывçă-тупанĕ çине хурса, сăлпа (сильно) çĕрелле пăрахрĕ. [Ун чухне камăн ашăкĕ пысăк ларни малтан парат. Куккан ĕр туй, пĕр елччĕ; ыттисен пирĕн пĕрин те ун пек çук, çавăнпа вăл малтан ямалла пулчĕ. Ашăк асли: елччĕ туй умĕнче, туй чĕк умĕнче, чĕк пĕк умĕнче. Пур ашăксем те танматан пулсан, анчах пĕрин пĕр ашăкĕ пĕк, тепĕрин чĕк пулсан, чĕкли малтан ярат. Вăйăра вĕсен икĕшин те пысăккисен пĕр пек выртсан, вĕсем икĕш те тепĕр хут яраççĕ (снова мечут)]. Тете (брат «пĕчĕк кукка»): мĕнле вылятпăхăр-ха? терĕ. Кукка часрах пуçтарса илчĕ те: туйла, терĕ. Ячĕ. Икĕ туй, ыттисем: пĕк, чĕк, елччĕ выртрĕç. Кукка икĕ туя пуçтарса илчĕ те, Мăтри пуçтарма та тытăнчĕ (чтобы метать). — Мăтри, эсĕ мар, Иван пуçтармалла, терĕ. Эпĕ хĕвеле май мар, вăйă хĕвеле май каят, терĕ (стоят на опред. местах). Эпĕ пуçтарса илтĕм те, кукка пекех ятăм (метнул). Пĕр туй выртрĕ. Эпĕ ăна илтĕм. Вара Мăтри пуçтарса илсе ячĕ. Пĕр туй илчĕ вăл. Кукка илчĕ те, юлашкисене ячĕ. Икĕшне те илчĕ. Эпĕ пĕр ашăк ятăм (проиграл). Кукка икĕ ашăк ăттăрĕ (выиграл). Халĕ эпĕр туйла вылярăмăр. Çавăн пекех: елччĕлле, чĕкле, пĕкле выляççĕ. Тата тĕкелле выляççĕ. Ун чухне икĕ ашăк пĕр пĕк, икĕ пĕк, икĕ туй, икĕ елччĕ, е икĕ чĕк пулсан, яраканĕ илет. Пĕр пек виççĕ, е пиллĕк, е çиччĕ пулсан, илеймест. Икĕ чĕк, икĕ пĕк — тăватăшне те илет. Ib. Ытăлла вылянă чухне, не берут четных, но берут все нечетные. (Об игре в ашы̆k у каз. тат. см. Полный толковый сл. Дж. Валиди, I, 81; такая же игра, и почти с теми же названиями сторон кости, существует и в Азербайджане).
пĕçкукка
(= пĕçĕк кукка), младший брат матери. Изамб. Т. См. пĕчĕк кукка.
пĕчĕк аппа
(пэ̆ζ’э̆ аппа) quid sit, tabula, quae hie inferius subiecta est, ostendet. Hoc vocabulo amitae tantum appellantur, materterae non item, quippe cum matris sorores simpliciter aппа appellari soleant addito nomine cuiusque proprio, sicut in пысăк аппа quoque usu venire diximus. О значении этого выражения см. таблицу. Сестер матери так не называют: их зовут просто аппа с прибавлением личн, имени. Изамб. Т.
Subiicitur cognatio Arsenii Petrov (e vico Исампаль praef., Tetiuschiensis) ab ipso summatim lineis descripta. Здесь я помещаю краткую родословную Арсения Петр. Петрова (Н. Изамб., Тет. у.).
Linea paterna. Линия отца.
[Ӳкерчĕк] таблица
1. Мăн асатте, proavus meus, мой прадед.
2. Пысăк аппа, soror avi mei aetate ilium praecurrens, сестра моего деда, старше его возрастом.
3. Асатте, avus meus, мой дед.
4. Пысăк аппа, soror patris aetate ilium praecurrens, сестра отца, старше его. Eandem, cum in vico Çĕн-Ахпӳрт in matrimonio collocata sit, Çĕн-Ахпӳртри пысăк аппа nomine appellamus.
5. Атте, pater meus, мой отец.
6. Пысăк аппа, soror patris post ilium nata, сестра отца, моложе его. Hanc, cum in vico Вăта-ел in matrimonio collocata sit, etiam Вăта-елĕнчи пысăк аппа nomine appellamus.
7. Пысăк тете, patruus meus, post patrem meum natus, мой дядя, моложе моего отца.
8. Пĕчĕк аппа, amita mea post patrem nata, сестра моего отца, моложе ето. [Omnes, quae post hanc natae essent, amitae аппа appellarentur addito cuiusque nomine. Дальнейшие сестры отца назывались бы аппа с прибавлением имени].
9. Аппа, soror mea patruelis, maior natu, старшая дочь моего дяди.
10. Анна аппа, soror mea patruelis minor natu, quam addito ipsius nomine appello, младшая дочь моего дяди, которую я называю с прибавлением ее имени (Анна).
11, 12, 13, 14. Sorores meae amitinae, aetate me praecur-rentes, quas omnes аппа appello, addito cuiusque nomine (Униççе аппа aliae), дочери моей тетки, которых я называю аппа с прибавлением личного имени (напр. Униççĕ аппа, сестра Анисья идр.).
Linea materna. Линия матери.
[Ӳкерчĕк] таблица.
15. Кукаçей, avus meus (pater matris meae), отец моей матери.
16. Анне, mater mea, моя мать.
17. Кулине аппа, Aquilina, soror matris meae minor natu, quam addito ipsius nomine appello, младшая сестра моей матери Акулина, которую я называю с прибавл. имени.
18. Кукка, avunculus meus post matrem meam natus, брат моей матери, моложе ее.
19. Мархва аппа, soror mea consobrina, Martha nomine, дочь тетки Акулины (17) Марөа.
20. Михалькка тете, frater meus conscrbrinus, Michael nomine, aetate me praecurrens, quern addito ipsius nomine appello, сын тетки Акулины (17) Михаил, старше меня.
21. Утти аппа, filia avunculi mei, yni nomine, quam addito iprius nomine appello, дочь брата моей матери, по имени Утти, которую я называю с прибавлением имени.
22. Маркка кукка, fiiius avunculi mei, Marcus nomine, quern addito ipsius nomine appello, сын брата моей матери Марк, которого я называю с прибавл. имени.
23. Сăпани аппа, filia avunculi mei, Stephanis nomine, quam addito ipsius nomine appello, дочь брата моей матери Стеф(п)анида, которую я называю с прибавл. личного имени.
Numeri Romani significant aetatis annos. Римские цифры обозначают возраст.
Кавал
яз. имя мужч. Рекеев. || Назв. селений, напр. д. Ковалей, б. Алькеевск. в. Тег. у. и др. N. Кавалăн йытти те мана кукка пулат. Все ковалинцы мне дядья по матери потому что моя мать из Ковалей). || Назв. сел. Ковалей, Урмар. р. (По преданию, так звали брата Тупах’а, основателя этого села). N. Кавалпа Тупах çинчен ваттисем ак мĕн калаççĕ: ĕлĕкех пирĕн ял панчи вăрманта пĕр çын пурăннă. Унăн Кавалпа Тупах ятлă ывăлĕ пулнă. Тата усрама илнĕ Вăрмар ятлă ача пулнă. Вăрмар ку çынна каткасем, пичĕкесем тусă пулăшса пурăннă. Ăва Кавалпа Тупах, кураймасăр, усал тунă. Ашшĕ ăна пĕлнĕ те, ывăлĕсене ылханнă, Вармара пиллесе хăварнă. Тупаха: эсĕ пĕртеле-пĕрех юлăн, санăн ăру ни ӳсмĕ, ни сахалланмĕ; Кавала: санăн ару Тупахăнвинчен йышлăрах та, чаплăрах та пулĕ, тенĕ. Вăрмарне: санăй ăру пит ... (конца нет). Изамб. Т. Кавал, Кавал каптăрми, тиркĕ-çăпали хуп татти. (Насмешка над ковалинцами).
кин
(кин’, к’ин’, кин), сноха, невестка; жена моего сына; жена моего брата, который моложе меня; вообще так называют жену родственника, который моложе говорящего. Н. Карм. Кин — жена «пултăр» (арăмăн шăллĕ). Ib. Ывăлсем — старший (надо: младший) брат мужа; жена его — кин. N. Кин — жена «пĕчĕк кукка». КС. Эп сирĕн кине куртăм. Сирĕн кин (или: кинĕр) килте-и? Якейк. † Пирн апийăн тăхăр шăл: олттăш çăккăр çималли, виççĕш кинне çималли. N. Тата йысна мана ятлать: эсĕ йĕкĕлтесе уйăрса ятăн ман кине, тит. || Обращение к младшей посторонней женщине. Сорм.-Вар. † Кинĕм, юрла, тесе, кинĕм, юрла, тесе, атте укçа парас çук, анне укçа парас çук.
кукка
(кукка), мой дядя по матери, брат моей матери. К.-Кушки. Ст. Чек. Сыновья «кукка» то же назыв. «кукка», если они старше меня. Изамб. Т. Человек называет сына брата матери, если тот (сын) старше этого человека, — кукка, а если моложе — по имени. Ib. Мой родственник из деревнн, откуда взята моя мать или «асанне», если он старше меня, будет мне «кукка». Ib. Кавалăн (назв. деревни, откуда взята моя мать) йытти те кукка пулать. Н. Карм. Кукка — аннен пиччĕшĕ, шăллĕ. Альш. Кукка; жена его — инке. ЧС. Кăçал куккасем патне: сăхман çук, тесе, ларма каймасăр пурăнтăм. Ib. Куртăн-а мĕн тăвать кукку! Видишь каков я! В разл. лл.: кукка, куккам, куккамăр, кукку, куккăр, куккăшĕ (куккăш). См. нинне. || Орау. Ачана куккăшне пайтах кăтарткаларĕç (показали кузькину мать, задали перцу).
кукки
кокки (кукки, кокки Курм.: коккы), брат моей матери. Торх. См. кукка. || Сред. Юм. Асанне пичĕшĕ те, шăлнĕ те, хăвăнтан аслă полсан — кокки, ăсĕн арăмĕсĕм — инке. || Бгтр. † Айванушки, чумушки, пирĕн кукки сак айĕнче! || В. Олг. Сын старшей сестры человека зовет его и его сыновей «кокки», а тот его — «шăллăм». || Сын моего дяди по матери, родившийся раньше меня. Моргуши. Эпĕ коккии хамран аслă ывăлĕсене Михали кокки, Митри кокки тетĕп. || Почтительное обращение к старшему?
купарча
копарча (кубарζ’а, кобарџ̌а,-џа), nates. Бугульм. Эпĕ çапла сиккелесе пынипе, лаша купарчи çине чут-чут çитсе ларман. Юрк. Купарча кĕçĕтсен, кукка килет. N. Эпĕ лараймастамччĕ: купарча çине çытар хурсан, лараттăмччĕ. N. Хăшĕн храх копарчи хыйпăнса тохса ӳкнĕ (в сражении). Синьял. † Йăнки-йăнки повоски; повоски те хамăнах, виç лаши те хамăнах; урапи çинче кĕлетки, ларчăкки çинче копарчи. (Туй юрри).
ăнкар
(ы̆ҥгар), смекать, понимать. А. Турх. Ăнкарас, смекнуть. Сир. 73. Паллă сăмахсенĕн тĕпне-йĕрне ăнкарасшăн шухăшлать вăл, юптару юмахăн тупсăмне тупма вĕренет. Конст. чăваш. Кукка чăвашла начар калаçать, инке аванах калаçать, инкен акăшĕ пĕртте калаçма пĕлмест, калаçнине анчах ăнкарать. Дядя плохо говорит по-чувашски; тетя совсем хорошо говорит; ст. сестра тети вовсе не умеет говорить, чуть только понимает. П.П.Т. Тата та нумай калать те, анчах пурне те ăнкармаллах мар. Хотя он и еще многое говорит, но всего нельзя понять. СПВВ. И.Ф. Ăнкар(м)ас — çын мĕн каланине уйăраймас. Вăл ăнкараймас халĕ, пăртак хуçкаланмалла, теççĕ. Ст. Чек. Ăнкарат = пĕрре каласассăн, ăнласа илет. Вăл ăнкарат = мĕн каланине пĕлет. Хăшĕ вăл каланине ăнласа пырат, ăна ăнкарат, теççĕ. Ăнкарса илет, юпласа хунине ăнласа илет, йывăр çавăрса каланине çавăрса илет. Череп. Ăнкар = тĕшмĕрт, понимать (не все). || Пшкрт. ы̆ҥгар — настроить?
ăт
(ы̆т), выигрывать, перенимать. Ст. Чек. Ăттăрĕ, выиграл. IЬ. Кукка икĕ ашăк ăттăрĕ. IЬ. Эп унтан пилĕк тенкĕ ăттрăм (выиграл). Ашшĕ йăлине ăтса юлнă (перенял).
ял
(jал), селение (деревня, село). Б. 13. Ялта çерçи вилмест, теççĕ. Говорят, что в деревне не умирает воробей (с голоду). Альш. Элшел пĕчĕкçех мар ял: çĕр çитмĕл киле яхăн пур-тăр ялта. Альшеево не маленькое селение: в нем, пожалуй, около 170 дворов будет. Янорс. Ку хăш ял? тесе ыйтрăм та аттерен, ку Шĕнер, терĕ. Какая это деревня? — спросил я у отца. — Шинерь, — ответил мне он. Вишн. 71. Ялтан анатарах çырмара кĕпе çума, лаша шыва кӳртме юрать, анчах çынсем ĕçме илекен вырăнтан аяларах каяс пулать. В реке ниже селения можно полоскать белье и купать лошадей, только нужно спускаться ниже того места, где люди берут воду для питья. IЬ. 70. Ял тулашĕнчи çăлсене тасарах туса... Колодцы, находящиеся вне деревни, сделав чище... Епир çур. çĕр-шыв. 16. Сирĕн ял мĕн ятлă? Ялĕнче миçе урам? Орл. II 350°. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Из большого селения в малое едет свадебный поезд. (Загребание жара). А. П. Прокоп. † Ай-ай, ялсем, хамăр ял! Мĕнле ытарса каяр-ши? Регули 741. Ял витрĕ (sic!) чопса кайре. Пробежал через деревню. IЬ. 632. Пĕр ача, пирĕн ялти, çак хота исе килчĕ. Юрк. Хăйсем ялĕ çыннисем, incolae vici eorum. IЬ. Карачăмне курсанах, хăйсем ялĕ çыннисем, пурте ун майлă пулса, ăна кала пуçлаççĕ... Ст. Айб. Ял йытти ял енеллех вĕрет, теççĕ. Деревенская собака лает в сторону той же деревни, откуда она. (Послов.). Сред. Юм. Ялти яшка яклашка, килти яшка тĕклешке, тесе, çын панче çинĕ апат тутлă пик туйăнать, килти тутлă мар пик туйăнать, тессине калаççĕ. Регули 1269. Ял сирен (чит. серен) воншар çын тăратрĕç. С каждой деревни представили по десяти человек. IЬ. 655. Порте кусам пирĕн ялтан. Все эти из нашей деревни. Ильм. Ют ялта. В чужой деревне. Ала 89. Как ашшĕ тухса каять ял çине çӳреме, килте унăн арĕмĕ ачисене хĕнеме тытăнать. Как только отец уйдет куда-нибудь («по деревне»), жена его начинает бить детей. Мусирма. † Ял-ял витĕр килтĕмер пуян çын ампар çуттипе. Альш. Ял хĕрĕсем касси-кассипе пĕр 14―19 хĕр пуçтарăнаççĕ те, канаш туса, сăра лартма тăваççĕ. Деревенские девушки, собираясь по 14—19 человек с каждой улицы, совещаются и решают варить пиво. IЬ. Ял сутне кĕмеççĕ. Не занимаются пересудами. Сред. Юм. Ял тăрăх, по деревне, по деревням. Кильд. Ашшĕ вăл вăхăтра ял çинче старостăра е правленинче сутиере çӳренĕ. Ее отец в то время был деревенским старостой или правленским судьей. IЬ. Çăтăк (тряпье) пуçтарма ял тăрăх кайрĕç. N. Мĕншĕн пĕр маях ял тăрăх чупатăн-ши? Конст. чăваш. Вăл кукка патне илсе каякан çын эпĕ пурăнакан Шмалак ялĕ кĕрӳшĕ пулать. Тот, который ведет нас к дяде, приходится зятем человеку из села Шемалакова, где я проживаю. || Общество. А. П. Прокоп. † Ятăм лайăх, тесе, ан мухтан, лайăх ятă тăре-юлĕ ял çине. Не хвались своим добрым именем, твое доброе имя останется в деревне. Ой-к. † Ялăм-йышăм ял пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кĕр пултăр. Сред. Юм. Ял çине ят кайтăр, кота йĕм йолтăр. (Так говорят, когда предпринимается что-нибудь важное). N. Яла ярса çĕнĕпе туса уйăр. Сдать (землю) в общество и разделить ее по-новому. N. Ытти ялсем, унтан уйăрăлса кайса, хăйсем ял пулнă. Другие селения, отделившись от того селения, образовали свои общества. || Происходящий из деревни. Эсĕ хăш ял? Ты из какой деревни? Ку та пирĕн ялах (или: ялсемех). Этот тоже из нашей деревни. Эп ку ял мар. Юрк. Çавсем ялех тепĕрне чиперех вĕрентрĕм. Из той же деревни, я обучил другого как следует. Чуратч. Ку арăм хăйсен ялех пулнă. Эта женщина оказалась из их же деревни.
йинке
то же, что инке. Альш. Йинке — тете арăмĕ, аттепе пĕр тăванăн арăмĕ, ытти пур хамăр ратнери манран аслисем; кукка арăмĕ. Аттепе пĕр тăванăн арăмне, асаттепе пĕр тăванăн арăмне, ассаннепе пĕр тăванăн арăмне, кукаçейпе е кукамайпа пĕр тăванăн арăмне те аслă йинке е пысăк йинке, теççĕ. IЬ. Йинке — пăяхам арăмĕ. Сред. Юм. Йинке — жена старшего брата мужа. Чăв. й. пур. 29. Çав Павăлăн хăнчен пĕр йинкĕш юлнă, вăл, тет, ăслă карчăк пулнă. К.-Кушки. Йинке тесе, упăшкинчен аслă, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ. (Жена брата мужа, который старше мужа). IЬ. Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн арăмне (куккăшин арăмне) калаççĕ, куккăш хăйĕнчен аслă пулсан. IЬ. Йинке тесе, кукашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по матери). IЬ. Йинке тесе, аслашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по отце). IЬ. Йинке тесе, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне, вăл (арăмĕ) хăйĕнчен кĕçĕн пулсан та, калаççĕ, анчах упăшки тăванĕ хăйĕнчен аслă пулмалла (жена брата мужа, если даже она и моложе говорящей, но если брат мужа старше мужа). Юрк. † Эпир туя каймасан, йинке илсе килмесен, курмассерен куçран сур, пĕр иккĕ-виççĕ кутран тап. К.-Кушки. Йинке тесе, хăйĕнчен аслă, хăйпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата, который старше говорящего). IЬ Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕн арăмне калаççĕ (жена старшего брата отца). IЬ. Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан калаççĕ (жена двоюродного брата по матери, который старше говорящего). IЬ. Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан, калаççĕ (жена двоюродного брата по отце, который старше говорящего). IЬ. Йинке тесе, кӳрши е хирĕççин арăмне калаççĕ, вăл хăйĕнчен аслăрах пулсан (жена соседа или живущего напротив по другому порядку той же улицы, если та старше говорящего) IЬ. Йинке тесе, ялти хĕр-арăма (кирек кама та) унпа калаçна чухне, ăна сума-суса калаççĕ (хĕр-арăмĕ аслăрах пулсан). Назв. всякой женщины в селе, из уважения, если она старше (обращающегося к ней). IЬ. Йинке, тесе кирек хăш хĕр-арăма та, кирек ăçта пулсан та, унтан мĕн-те-пулсан ытмалла пулсан, калаççĕ; вăл хĕр-арăм хăйĕнчен аслăрах пулсан (обращаются ко всякой женщине, где бы то ни было, если она кажется старше обращающегося). || Молодая женщина (как по-русски тетка, тетенька). Юрк. † Чипер йинкесем хыççăн çӳре-çӳре (ухаживая) пĕр кĕсье сарă ылттăна пĕтертĕм.
масар
(мазар), кладбище. СПВВ. ЛП. Масар, çăва, куринке, вилĕ карти. Альш. Масара, масар хĕресне алăпа тĕллесе кăтартма юрамас, теççĕ; тĕллесе кăтартсан, кача пурнене юн тухаччен çыртас пулать, тет, хăвăнне; ахаллĕн вилет, тет. Кан. Масар çине карта тытман. Кладбище не огорожено. ГТТ. Пăсташ тасатнă çĕрте: масар пуçĕ, масар пуçĕ арăмĕ, масар есрейли, масар вупкăнĕ, масар кăлависем, камансăрсем, теççĕ иккен; пĕр 21 чина яхăн хисеплеççĕ. Н. Седяк. Масар çинче вут курсан, шуйтанлă тукатмăш вилнĕ çын, теççĕ. П. Лебеж. Аслă ялта автан авăтать. (Масар, çăва). || В бранных и т. п. выражениях. СТИК. Масар турттăр. (Ылханнă чухне). Мыслец. Масар (так!) кайтăр! Провались он в преисподнюю! (народное: в трисподни; брань). Пшкрт. Эй масар аччи (чит. ачи), ста маккарта çӧретĕн! Хорачка. Эй масар! апла марччă (-чы̆), капла тумаллаччă (-чы̆). || Придает оттенок досады, недовольства. Орау. Укçи çук-им масар (чит. мазар, мазар’), пуян титчĕç-çке ăна? Разве у него нет денег, ведь его считали богатым? Ib. Таçта масарта çӳрет ĕнтĕ паян кунĕпе! Я. Турх. Каясси масарĕ, каймасан та пырĕ-ха! СТИК. Кашкăр-упа масар = такшин („неопределенно чей или незнай чей“). Рекеев. Пӳлĕх турăран та аслă-им масар? Пшкрт. Эх масар, манса карăм! Ib. Эх масар аччи-пăччисем! Тюрл. Сыс (т. е. брось, оставь), мĕн масар тăватăн омпалан! В. Олг. Еккей масар, лайăх полмарĕ ман! (нехорошо, плохо сделал). Орау. Ку кам масар (чит. мазар’) тата? Это что еще за субъект? Юрк. Майру масарĕ, çĕр кăна çаттăр ĕнтĕ! КС. Ывăль-и масар-и çавăн. Сын ли его, кто ли... Ib. Мĕн масар çанпа çыхланан? К чему (зачем) ты связываешься с ним? Н. Сунар. Манăн куç-пуç та витĕрех мар (плохое зрение), темĕн, эпĕ кашкăр масар курмарăм (я что то незаметил никаких волков). Уравйш. Упнер çинчи Хапăссем, Санар пуçĕ масарсем. Конст. чăв. Унтан эпĕ: ах кукка, сывă пул! Пĕртен-пĕр куккамăр пур, ăна та пулин таçта масарта, ют патшалăхра, Турăк çĕрĕнче çухатса пурăнатпăр!.. терĕм. СТИК. Такшин масар ачи пек хăтланан! Скверно себя ведешь! (Гов. детям). Юрк. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: ачу масарĕ, ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши (в какого это он чорта уродился)? тет. Орау. Тура шăхличи масарĕ, эп ун çине алă сулăттăм уччиттĕле лайăх çĕре кайсан! N. Атте: сĕвес мар (шкуру с палой лошади)! Стараста сӳнине пĕлсен, темĕн укçана çитерĕç хамăра, стараста пĕлсен, сăранă масарă, çĕр тĕпне кайтăр (провались к чертям и кожа)! тет. ЧС. Эй вутту масару! уншăн çуртăма çĕмĕрсе пĕтерчĕç; çунса кайнă пулсан, луччă çĕнĕ çурт лартăттăмăр; N. Эпĕ халĕ те надсмотрщик пулса пурăнатăп, тем масар контрольôра куçармаççĕ. Моркар. Ак масар! (выражение досады). Орау. Илес-им масар? Купить что-ли? Ib. Мĕн вăл? — Тем масар (чит. масӓр) Букв. 1886. Аттесем калаççĕ: ытла пĕртте чĕнмест; кăна мĕнскер, пĕр-пĕр япала пулнă-им масар? теççĕ. N. Тăрас им масар (мазар)? Встать что-ли? Орау. Сирĕн кунта чăваш нумай-им масар (чит. мазар)? Разве здесь у вас много чуваш?
елччĕ
(эл’ц’ц’э̆), одно пз положений козна. См. елчĕ. Ст. Чек. Кукка та çавăн майлах ячĕ те, унăн елччĕпе туй пулчĕ. IЬ. Елччĕлĕ туй, чĕклĕ пĕк. См. ашăк.
двоюродный
прил.
иккĕмĕш сыпăкри (тăван); двоюродный брат кукка (е мучи, пичче, аппа, инке) ывăлĕ; двоюродная сестра кукка (е мучи, пичче, аппа, инке) хĕрĕ
дядя
сущ.муж., множ. дяди
1. мучи, пичче, тете, кукка; он мой дядя по матери вал манăн кукка
2. мучи, пичче (аслăрах çынна хисеплесе чĕнни)
дядя
аттепе аннен пиччӗшӗсемпе шӑллӗсем; дядя по отцу аслӑ пичче, ӗмпичче; дядя по матери кукка.
доводиться
несов. 1. см. довестись; 2. кому (быть в родстве) тив, лек, пул, кил; юн мне доводится дядей вăл манăн кукка пулать.
дядя
м. 1. (старший брат отца) мучи, тете; (младший брат отца) пичче, тете; (брат матери) кукка; 2. разг. (обращение к мужчине старше отца) мучи, тете; (младше отца) пичче, тете.
кукка
«дядя», «брат матери»; кукка < кăк + ага: кăк «род»пӓяхам < бей + ага + м «старший брат мужа», «дядя мужа»); следовательно, кукка — «родовой дядя», «дядя нашего (материнского) рода» (пережитки матриархата). Поскольку удовлетворительно можно раскрыть этимологию чув. слов кукка, кукамай, кукаçи на основе данных родного языка, то совершенно нет необходимости предполагать возможность заимствования чувашами для первого компонента указанных слов мар. слова кугу «большой», «старший»; см. кăк, __кукамай__, __кукаçи__.
кукка
п.п., куçăм. Ĕç вырăнĕпе (должноçпа) усă курса пĕлĕш-тăванне пулăшу кӳрекен çын; хунтă. Вĕсем виççĕмĕш класлă водительсенчен чип-чиперех «пĕрремĕш класлисем» пулса тăнă, ... ырă куккасем пулăшнипе. К-н, 1987, 8 /, 3 с. «Кукка» пулмасан ан та сĕкĕн [Пуçелĕк]. ÇХ, 1996, 2 /, 2 с. Анчах таса карьера пултăр... Хыçран пĕр-пĕр «кукка» тĕртсе пырать-тĕк — пачах урăх калаçу. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. Пĕр-пĕр «пуян кукка» пулăшăвĕ кирлĕ-мĕн кунта. ТА, 2003, 2 /, 72 с.
— палланă «кукка» (ÇХ, 1996, 2 /, 2 с.); хулăн кĕсьеллĕ куккасем (ÇХ, 2001, 14 /, 3 с.); пысăк вырăнта ларакан «кукка» (Ар, 2001, 21 /, 2 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
куккăр-маккăр куккăрç-мăкрăç куккăрлă-каккăрлă куккăрт « кукка » Кукка ялĕ куккаçă Куккавски кукки кукку