Шырав: пĕррехинче

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

пĕринче

то же, что пĕррехинче

пĕррехинче

однажды, один раз, как-то раз
пĕррехинче ачасем вăрмана кайнă — однажды дети пошли в лес
пĕррехинче курнăччĕ эпĕ ăна — как-то раз я встретил его

çапла

так, таким образом, этак
ак çапла — вот так
йăли çапла — таков обычай
çапла майпа — таким путем
çапла мар-и? — не так ли?
мĕнле лекнĕ çапла — как попало
çапли çапла та — так-то оно так
çапла та капла — так и этак
çапла-çапла — 1) такой-то и такой-то 2) так-то и так-то
пĕррехинче çапла — как-то однажды
пыратпăр çапла... — идем мы этак...
манăн шухăш çапла — таково мое мнение

пĕрреччен

то же, что пĕррехинче

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хăй

(хы̆j, хŏj), он сам, себя. N. Вăл хăй, он сам. Самар. Шăлĕ тăкăниччен ларсассăн, калютя, хăй те урçа валли вăл, калютя. Собр. Ухмахăн сучĕ хăйпе пĕрле, теççĕ. (Послов.). Ib. Хăй çулĕпе хăй çӳретĕр. N. Ывăлне хăй юратнă хĕре илсе панă. А.-п. й. 14. Ир пулать те, каç пулать, ула йытă хăйне юлташ тупнăшăн савăннипе вĕрсе кăна пурăнать. Ib. 6. Кушак тус лартнă! Хăй паян сунара карĕ. Ib. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăйне валли тус шырама шут тытнă. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Сред. Юм. Хăй çиç — иккĕн (говорят про беременную женщину). Ib. Эпир иксĕмĕр кôлса ларатпăр та, ô иртсе каять мĕн ôнта. Эсир манран кôлатăр, тесе иртсе кайрĕ. Эпир онтан та колман, ô ахалех хăй çине илчĕ. N. Хăйне ырă туннне манман çын, благодарный. Рак. † Пирĕн ял хĕрне çитесси тавра ялта хăй те çук. Альш. Хăйне ан кайшăн. Чтобы ему самому не итти. Якейк. Ялтан-йăшран уйăрласси икçĕр тенкĕ хăй тăрать. Чураль-к. † Вĕрене ӳсет, хăй ӳсет, тăррине татсан тата ӳсет, ан мухтанăр, маттур хĕрсем, сирĕнтен маттур тата пур. || Его, свой. N. Вăл хăй укçине çухатнă. N. Хăйĕнчен вĕренес тиекенсем (желающие учиться за свой счет) экзамен тăрăх илĕнеççĕ. А.-п. й. 8. Кушак çав пылпа сурăх тушкине хăй пӳртне илсе каять те, халь те пулин пурăнать, тет. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. N. Уна матку хăй ячĕпе янă. Сред. Юм. Хăй сăмахĕнчен тохмас, сдерживает свое слово. N. † Утрускана кайăк çурă тунă-çке, хăй çурисем хăйне пулас пек. Янтик. Хăй май çавăрасшăн тăрăшат вит-ха вăл! Ib. Хăй майĕн тăвасшăн у ăна (склонить на свою сторону). Ст. Чек. Хăй пуçĕнчен ирттĕр. Пусть терпит свою долю (жалея и опасаясь быть таким). Синерь. Тарья çав пурнене хăй хӳмне чикрĕ, тет. N. Хăй алли çине çитес пулать. Альш. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç: вăл пирĕн çавă пулать, ку пулать, лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет; пĕр хăй кассинелле килнĕ чух кĕрсе тухар, терĕм тет. || Иногда не переводится. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? Кĕпитун Иванĕнчен. Тепле пуçланнă, пĕлместĕп. Хăшĕ павартан (лаç) теççĕ хăй. N. Юратаççĕ пулĕ, выляççĕ хăй (о супругах). Ст. Чек. Темĕн тума именетĕп хăй. Не знаю, почему-то стесняюсь. (Почему-то стесняюсь = темĕскер эп именетĕп). Сред. Юм. Паçăр такам чанкатчĕ хăй çавăнта. Ib. Сан сас илтĕнетчĕ хăй çавăнта. Ib. Эсир иккĕн каяттăр хăй çавăнталла. Ib. Эсир иксĕр кайнă пик кôртăм хăй çавăнта. Ib. Çын иртсе кайнă пикех туйĕнчĕ хăй мана. Баран. 91. Тата çӳлерех кайсан, йываç тавраш нимĕн те çук, курăксем, чечексем те пит сахал, сивĕ йĕнчи çĕр хăех,— пĕр мăк анчах ӳсет. Ib. 90. Эсир улăхакан ту ăшă енче пулсан, аялта апельсин, лимон йывăçĕсем сарăлса лараççĕ. Кăшт çӳлерех кайсан, вăхăтлă сивĕ пулакан çĕрти хăех: тирексем, юмансем, çăкасем, вĕренесем, букпа каштан йывăççисем кĕрлесе ӳссе лараççĕ. О сохр. здор. 78. Ӳтрен хăпăнса тăракан кирĕк пирĕн ӳт çинче чи таса мар япала хăех ĕнтĕ.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

пĕррехинче

(-hин'џ̌э), однажды. N. Акă пĕррехинче карăм пухăва. N. Пĕррехинче упа тапăнса айри йĕнере çурса татса илчĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

как-то

нареч.
1. темĕнле, темле майпа; Он как-то открыл дверь без ключа Вăл темле майпа алăка çăраççисĕрех уçрĕ
2. пĕррехинче, пĕрре; как-то весной пĕрре çуркунне

однажды

нареч.
пĕррехинче, пĕрре; однажды весной пĕрре çуркунне; однажды мы с ним встретились пĕррехинче эпир унпа тĕл пултăмăр

случиться

глаг. сов.
1. (син. произойти) пул, пулса ирт; Что с ним случилось? Мĕн пулнă ăна?
2. безл., с неопр. ф. (син. прийтись) тӳр кил, тив, пулса тух; -малла (-мелле) пул; однажды нам случилось ночевать в лесу пĕррехинче пирĕн вăрманта çĕр каçмалла пулчĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

однажды

пĕрре, пĕррехинче, пĕр хут (чен), пĕрреччен, пĕрре ҫапла.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

единожды

нареч. уст. 1. (один раз) пĕр хут, пĕр тапхăр; 2. (однажды) пĕррехинче.

как-то

нареч. 1. (каким-то образом) темле, темле майпа, темшĕн, темĕскерле; он говорит как-то непонятно вăл темле ăнланмалла мар калаçать; 2. (однажды) пĕрре, пĕррехинче, тахçан; я как-то видел его эпĕ тахçан курнăччĕ ăна; 3. (неопределённость предположения об образе и способе действия) мĕнле, мĕнле-ши?; как-то они там поживают? мĕнле пурăнкалаççĕ-ши вĕсем унта?; 4. (а именно, например) калăпăр, сăмахран, çакăн йышши, ак çаксем.., пайăрласа каласан; мы купили различные ягоды, как-то: землянику, малину, смородину, крыжовник эпир тĕрлĕрен çырласем илтĕмĕр: çĕр çырли, хăмла çырли, хура çырла, йĕплĕ çырла.

однажды

нареч. 1. (как-то раз) пĕрре, пĕррехинче, пĕр вăхăтра; 2. (один раз) пĕр хут (е тапхăр), пĕрре; только однажды он слышал такой голос вăл кун пек сасса пĕрре кăна илтнĕ.

прекрасный

прил. 1. (очень красивый) илемлĕ, селĕм, чечен, хӳхĕм, хитре; 2. (очень хороший) питĕ(те) лайăх, аван, маттур; прекрасный человек питĕ лайăх çын; 3. в знач. сущ. прекрасное с. илем(лĕх); ◇ в один прекрасный день пĕррехинче; прекрасный пол хĕрупраç, хĕрарăмсем; ради прекрасных глаз (сделать что-либо) (эс, вăл) хитре тесе (туса пар).

раз

нареч. (однажды) пĕрре, пĕррехинче, тахçан; раз вечером пĕрре каçхине; как-то раз тахçан пĕрре.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

пĕрре

[per/re]
unu, unufoje; neniom, tute
пĕр сехет — unu horo
пĕр тенкĕ — unu rublo
пĕр хут — unu fojon
тепĕр — alia, ankoraŭ unu
çитнĕпе пĕрех — preskaŭ venis
пĕртен пĕр — unusola, unika
пĕр çын — certa persono, unu persono, iu homo
пĕр енчен... — de unu flanko
тем те пĕр — plej diversaj aĵoj, kio ajn
пĕр вăхăтрах — samtempe
пĕр кун — unu tagon
пĕр-пĕччен — tute sola
пĕрер — po unu, laŭvice
пĕрле — kune
пĕрлехи — kuna, komuna, kolektiva
пĕрлеш — unuiĝi, kuniĝi
пĕрлештер — unuigi, aligi, kunigi
пĕрлешӳ — unio, unuiĝo, unueco
ligo, komunumo
пĕрлĕх — unueco, ligo
пĕрмай — ĉiam
пĕр-пĕрне — unu la alian
пĕрре çитет — baldaŭ estas la unua horo
пĕррере тĕл пулатпăр — ni renkontuĝu je la unua horo
вăл пĕрре те ватăлман — li (ŝi) neniom maljuniĝis
пĕрре вуннăмĕш — unu dekono
çулталăкра пĕрре — unufoje en la jaro
пĕррехинче — unufoje, unu tagon
пĕрре çурă — unu kaj duono
пĕрремĕш — unua
пĕрремĕшĕнчен — unue
пĕртăван — frato aŭ fratino, parenco
пĕрче — ero (de io)
вăлча пĕрчи — kaviarero
мамăк пĕрчи — lanugero
ахах пĕрчи — perlo
улăм пĕрчи — pajlero
шăрçа пĕрчи — bido
юр пĕрчисем — neĝeroj

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

einst

pĕrre zapla, pĕrrenince, pĕrre
пĕрре çапла, пĕррехинче, пĕрре

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ăсран кай

Ăсран кай сходить / сойти с ума, помешаться в уме. Пĕррехинче, урăх нимле больницăна та лекейменнипе, ăсран кайнă çынсен çуртне те лексе пăхнă. В. Паймен.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

мăр-мăр

п.с. Кушак. Пĕррехинче çапла, кĕтĕм те сарайне, курах кайрăм, пирĕн мăр-мăр кашта çинче лара парать. К-н, 1978, 4 /, 9 с. Мĕскĕн чĕр чун, хăтăлтăм иккен тесе, тарма тăрать кăна«мăр-мăр» каллех ун çине сиксе ӳкет. ÇХ, 1999, 42 /, 4 с. Мăр-мăр сĕтел-пукана е обойсене ан чăрмалатăр... ЧХ, 2002, 51 /, 6 с. — Ашмарин, VIII, 316 с.

Çавăн пекех пăхăр:

пĕрремĕшĕнчен пĕрремĕшле пĕррерĕш пĕррех « пĕррехинче » пĕрреччен пĕрсĕр пĕрскер пĕрстрăккăн пĕрт

пĕррехинче
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150