пĕрчĕн
1.
зернышками
по зернышку
Чăхă пĕрчĕн сăхсах тăранать. — посл. Курица по зернышку клюет и сыта бывает.
пĕрчĕн-пĕрчĕн суйла — выбирать по зернышку
пĕрчĕн
2.
отдельными частицами
çипе пĕрчĕн-пĕрчĕн уйăр — разбирать нитки, отделять нитки одну от другой
пĕрчĕшерĕн
то же, что пĕрчĕн
сăх
III. глаг.
1.
клевать
ăсансем пилеш сăхаççĕ — тетерева клюют рябину
Чăхă пĕрчĕн сăхсах тутă пулать. — посл. Курица по зернышку клюет и сыта бывает.
тутă
сыто, в сытости
тутă выльăх — сытый скот
тутă хырăмпа — на сытый желудок
май таран тутă — сыт по горло
Ир тăракан çерçи тутă пулнă. — погов. Ранняя птаха сыта бывает.
Турă çăкăрĕпе тутă пулаймăн. — погов. Божьей пищей (букв. хлебом) сыт не будешь.
Чăх пĕрчĕн сăхсах тутă пулать. — погов. Курочка по зернышку клюет и сыта бывает.
чăхă
куриный
калах чăххи — наседка, клуша
çăвăр чăхă — молодка
çăмарта тăвакан чăхă — несушка
чăхă вити — курятник
чăхă çăмарти — куриное яйцо
чăхă чĕппи — цыпленок
чăхă яшки — куриный бульон
чăхă йышшисем — зоол. куриные
Чăхă пĕрчĕн-пĕрчĕн сăхсах тутă пулать. — посл. Курочка помаленьку клюет, и то сыта бывает).
Выçă чăхă тĕлĕкре те тулă курнă, тет. — посл. Голодная курица и во сне видит пшеницу. (соотв. Голодной курице просо снится).
сайралан
делаться редким. О сохр. здор. Çапла тăхăнса пынă çемĕн çăм сайраланса юлать. N. Мĕн пурăннăçем пирĕн çарансене усал курăк пусать, аван курăк сайраланса юлать, тет Якур. Утăм. Сарă çивтӳ те пĕрчĕн-пĕрчĕнех тен сайраланнă мăшрун аллипех.
çит-туни
коса. БАБ. Хуçа хĕрĕ сăра ĕçтерсе çӳренĕ чухне, хайхисем ăна юратса чуп-тăван пекки туса, систермесĕр унăн çит-тунинчен пĕрер пĕрчĕн (çуçе) туртса кăларчĕç те, тула тухса, пахчана кайрĕç. || Лента или шерстяная нить, вплетаемая в косу (на конце ее ярапа из шарçа). Ст. Чек. Çит-туни, шерстяная лента длл заплета ния волос. Икково. Çит-тони — 1) çивĕт, 2) çивĕт кантри. Шибач. Çит-тонн, завязка у косы. || Шнурок с кистями, вплетаемый в косу. С. Тим. † Шурăм-карăм пахчана, çит-тунилĕ (с косой) хĕр куртăм. Çивти туни çитмĕл пус, алли туни çитмĕл пус, алли-ури аллă пус, хĕр кĕлетки хĕрĕх пус.
çухăм
описка вм. çурăм? Юрк. Кантăр çинчи пусине пĕрчĕн-пĕрчĕн татрамăр, хитре çухăм (?) тăвас тесе.
çăл
(с’ы̆л, с’ŏл), дергать, теребить. Альш. Улăм çăлнă чуне пĕчĕкĕ ача сасси илтнĕ, тет. N. Унтан вара пĕр урапа (телега) çиие курăк çăлса хучĕç те, çумккана йăтса вырттарчĕçĕ. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ пĕр кĕлте те пулсан çăлса тавăрăнат. Альш. Упи вăрман çăлат (дергает), тет, N. † Анкарти хыçне йĕтĕн акрăм, кам пырĕ-ши ăна çăлмашкăн. Календ. 1904. Çăра шăтсан, шитрен пĕрре анчах хăварас пулать, ыттисене çăла-çăла пăрахмалла. ЧС. Мана атте çӳçрен çăлса илчĕ. || Щипать. НТЧ. Çапла, пурне те чипер силлентерсе пĕтерсессĕн, хурĕ-кăвакалĕ(сене) тĕкĕсене хĕрарăмĕсем çăлаççĕ. || Подоть. || Захватывать. Пазух. Кантăр çинчи пусана та пĕрчĕн-пĕрчĕн татрăмăр; çакă ялăн хĕрсене те çăла-çăла илтĕмĕр. Б. Олг. Сăкмана çăлса тӳмелесе çӳрет. КС. Çуçĕнчен çăлса тытрăм. || Бить, дуть. Нюш-к. Пĕрре çăлмалла-ха ăна.
хутăр йывăççи
хутăр йăвăççи, хутăр йăвăçĕ, мотовило, снаряд для наметки пряжи с веретена. СПВВ. МА. Хутăр йывăççи çине хутăр хутраççĕ. Н. Седяк. Хутăр йăвăçĕ, авăрланă çипе хутăраканни. N. Хутăр йăвăççи, чĕр çип çăмхалакан хатĕр. Тăрăшшĕ унăн пĕр хур та 2 ал тытăмĕ пулса. Çип хутăрнă чухне хутăр йăвăççи çинче 4 уйрăм хутлам пулса выртат. Çак 5 аршăнлине 4-шар пĕрчĕн шутласан 1 сум пулать. Çавна 30 сум илсен, пĕр ӳкем пулать. Кашни хутăрта 5-рен пуçласа 8—9 ӳкеме çитиччен пулать. Çинçе çиппе нумайтарах ӳкемлĕ, тачка çип пулсан, сахалтарах ӳкемлĕ тăваççĕ. Хутăр Йăвăççи вăрăмрах пулсан ӳкемре 20—25 сум анчах тăваççĕ. М. Николаева. Чтобы приготовить нитки для холста, их наматывают в мотки. Для ваматывавия употребляется особое приспособление, которое в нашей местности, т. е. в дер. Передние Яндоуши (Малти Антавăш), носит названне хутьăр йывăççи. Хутăр йывăççи — круглая палка, сантиметров 5 диаметром и аршина 2 длиною. На обоих концах этой палочки, на расстоянии приблизительно 1/2, вершка от конпа, вставлены поперечные палочки длиною в 1/2 аршина. Эти палочки вставляются перпендикулярно друг к другу и основной палке. На один конец одной из этих палочек перпендикулярно к этой палочке и основной палке вставляется другая маленькая палочка вершка 2—21/2. Когда наматывают нитки, этот конец держат вверх. При наматывании основную палочку держат левой рукой за середину, а правой руке, в которой находится нитка, подставляют то один, то другой конец хутăр йывăççн. Наматывают следующим образом: в левую руку берут конец нитки и прижимают к основной палке (или стержню). Правой рукой направляют нитку вверх к тому концу поперечной палки, в который вставлена маленькая палочка. Здесь кладут палку таким образом, чтобы она легла на поперечную палку и прошла между основным стержнем и самой маленькой палочкой „шалтан“ и спустилась „тултан“, т. е. так, чтобы я маленькая палочка оставалась на той же стороне от нитки, что и основной стержень. Дальше нитка направляется к другому концу хутăр йывăççи, кладется на конец поперечной палочки, потом опять отправляется к первому концу, задевается за второй конец поперечной палочки, направляется ко второму нижнему концу, задевается за 2-ой конец поперечной палочки и направляется к исходному пункту. Совершившая такое путешествие нитка назыв. пĕрчĕ. 4 пĕрчĕ образуют сăвăм; 25 или 30 сăвăм образуют вун. Количество ниток считается на том месте, где находится начало нитки или первый конец нитки, к которой специально для отделения одного вун от другой привязывается толстая, скрученная вдвое, нитка называемая „вунни“. Здесь же нужно сказать и относительно второй нитки. Вторая нитка совершает, конечно тот же путь, что и первая, но только там, где она проходит, около самой маленькой поперечной палочки кладется поперек первой нитки. С обоих сторон от первой нитки ее отделяет маленькая палочка. З-ья нитка в этом месте кладется, как и первая, 4-ая как 2-ая и т. д. В одной и той же местности длина хутăр йывăççи бывает приблизительно одинаковая, но в различных местах разная. Если у какой либо хозяйки хутăр йывăççи окажется меньше общепринятой, то она прибавляет количество сăвăм в вун. В таких случаях она доводит их до 30. Таким образом в вун бывает 25 или З0 сăвăм. Другого числа я не встречала. Количество вун в мотке зависит от толщины ниток. Чем тоньше нитка, тем больше количество вун в мотке. Иногда это количество доходит до 10—11 вун. Рассчитывают приблизительно таким образом, чтобы один моток (хутăр) ниток хватило на сӳрекке, т. е. на холст длиной приблизительно в 4 хур (8 локтей). Несколько по другому ведется счет ниток, когда снуют основу для холста. Там сăвăм составляют З нитки и 10 сăвăм составляют вун.
кăтралат
накудрить, раскудрить. КС. N. † Машшинара мамăк тапаççĕ, пĕрчĕн-пĕрчĕн суйлаççĕ, кăтралатса яраççĕ.
тĕшĕкле
грызть (семечки). СТИК. Хĕвелçамăш тĕшĕклерĕмĕр (ели подсолнечник). Ib. Кантăр вăрри тĕшĕклесе çӳрет (= кантăр вăррине пĕрер пĕрчĕн тĕшне кăларса çисе çӳрет).
парка
(парга), ядреный, полный, здоровый. КС. Кăçал хăярсам пит парка шăтаççĕ. Шурăм-п. Кăçал ăвăс кăчки парка. В. Ив. Вăрлăхра çимĕç мĕн чухлĕ нумайрах, тырă çавăн чухлĕ паркарах ӳсет. Чув. пр. о пог. 61. Çĕнĕ уйăх парка пулсан, уйăхĕпех çăмăр пулать (хĕлле ăшă юр пулать). Если молодой месяц полный, весь месяц будет дождь (зимой будет снег). IЬ. 443. Хăмла çырли малтанхи парка пулсан, малтан акнă ыраш лайăх пулать. Если раньше поспевшая малина крупна, то раньше посеянная рожь будет хороша. ЧП. Хура-ах вăрман хуххине суйласа татрăмăр паркине (= шултăрине. КС.) Альш. † Хура вăрман хуххине суйларăмăр паркине. N. Урасем пит парка = урасем пит хулăн. Сред. Юм. Ôн ачи пит парка ӳсет-ха (растет плечистым, здоровым). КС. Уммасем кăçал парка ӳсеççĕ. Хурамал. Пирĕн тырă пит парка шăтнă (тĕм-тĕм шăтна, ушкăн-ушкăн шăтнă, лайăх пулнă). Ст. Чек. Парка ӳсет (уçăм), растет тучно, отлично. СПВВ. ИФ. Ку кĕпçе пит парка, теççĕ, Календ. 1904. Шултра пĕрчĕн тымарĕ парка, йышлă пулат, нӳр те нумай туртать, шăтасса, ӳсессе те парка шăтать, парка ӳсет. СПВВ. ФВ. Мăн, хулăм кĕпçене парка теççĕ. Изамб. Т. Кăçал тырă парка шăтăрĕ (= шăтрĕ, взошел роскошно). IЬ. Унăн ачи парка ӳсет. СПВВ. ЕХ. Парка = хулăн. Кудемер. Парка лаша, здоровая лошадь. Шибач. Парка çитĕнет сĕлĕ (крупный). IЬ. Çӳлти парка полчĕ, аялти каюллă полчĕ. || Выносливый (о лошади)? Хорачка. Парка ут (пĕтсе кайса, хоппи анчах йолса, хытă чопать).
пĕрчĕ
(пэ̆рζ'э̆, пӧ̌рџ̌ӧ̌), зерно. Юрк. Акрăм тулă, пулчĕ ĕнтĕ пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ. N. Мана пĕр тырă пĕрчипе те тытма пултараççĕ. N. Пĕрчи выçă. || Капля. N. Йывăç çулçи çине сывлăм шывĕ ĕнчĕ пĕрчи пек пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăна-пуçтарăна ларнă. На листьях дерева лежали жемчужные (?) капли росы. Туперккульос 21. Пĕрĕхтерсе янă сурчăк пĕрчисем... ЧП. Шăпăр та шăпăр çăмăр çăвать, пĕр пĕрчисем пăр пак туйăнать. Альш. Кассан пĕр пĕрчĕ юн тухас çук. (Гов. о малокровном человеке). || В перен. см. БАБ. Пĕр пĕрчĕ те хăрамаççĕ. Вовсе не боятся. N. Пĕрчĕ те = пĕртте. N. Пурти çав хатĕр мăка пулнă (был очень тупой), пĕрчĕ те касман. || Ягодка. N. † Тĕл пултăм хурлăхан йăвăççи, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине. N. Иçĕм-çырли пĕрчи. Емельк. Пĕрчĕ-пĕрчĕ пĕрлĕхен сайра кăлкан витĕр курăнать. || Крошка, крупинка. Толст. Тĕрмере ăна икĕ кунччен пĕр пĕрчĕ çиме памасăр усрарĕç. ТММ. Чăхă пĕр пĕрчĕн сăхсах пурăнать. (Поговорка). Альш. Татах вăл навус çине пĕрчĕрен кĕмĕл шырат, анчах пĕре те тупаймас. БАБ. Ман йăвăрăш çăнăхăн пĕрчине шуйттан хăçан суса кăларĕ, ман чĕлхене (заклинание) те шуйттан çĕнтерĕ. Рак. Пĕр шкапра çĕр пĕрчĕ. (Çăкăр тĕпренчĕкĕ). Баран. 42. Уйăх çутипе юр пĕрчисем (снежинки) йăлтăртатаççĕ. || Волокно. N. Çӳç пĕрчи, волос. О сохр. здор. Çăм пĕрчисем те çĕр (хир)-мамăк (вата) пĕрчисем пекех. || С. Айб. Пĕр пĕрчĕ тĕкне (перышко) патша хĕрне кастарса илчĕ, тет, ăна шур тутăрпа чĕркеттерчĕ, тет. БАБ. Виçĕ пĕрчĕ утă, утă пĕрчи. || Отдельная нитка (при тканье или при наматывании). Яргуньк. СТИК. «Сум» подразделяется на «пĕрчĕ». «Пĕрчĕ» — одна ниточка. То же знач. в Сред. Юм. Утăм. Ку умри юпана лайăхрах тишкертсе тăрать. Кун çĕлĕкĕ ăшĕнчен пĕр вăрăм çип пĕрчи куçĕ умĕнче тăсăлса тăра парать. См. хутăр-йывăççи. || Небольшая часть. N. Пĕрчĕ-пĕрчĕ тӳлесси нимĕн те мар.
пĕрчĕн
зернышками, частицами, волокнами. Юрк. Машшинара мамăк тапаççĕ, мамăкне пĕрчĕн суйласа кăтралатса яраççĕ.
пĕрчĕшерĕн
(-ж-), то же, что сл. пĕрчĕн. Ыраш 12. Пĕрмаях кукăрăлса пĕрчĕшерĕн каснă пек касса выр.
пĕрччĕн
зернышками. См. пĕрчĕн. N. Лаша умне хурсассăн, пĕрччĕн-пĕрччĕн вăл çиет.
кантăр
(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.
мамăк
(мамы̆к), пух. Шибач. Хор мамăк (-к’). Пшкрт. Хор мамăк (-к), Шарбаш. Мамăк: 1) пух; 2) вата; 3) частицы, отстающие от пряжи во время тканья и падающие на пол. О сохр. здор. Тĕк-мамăк та çĕр мамăкпа тир тумтир майлах. Якейк. Мамăк пак çĕре ятăр? (Гов. об умершем). ЧП. Мамăк минтер. Ib. Мамăк тат. Кĕвĕсем. Тăваткăл та минтер, хăмаç пит, ялан шурă хурăн (гуся) мамăкĕ. С. Айб. † Мамăк калпак, ука ярапа, асăнать-ши туя каясшăн? Пазух. Хура сăрлă арча сакă çинче, мамăк калпакĕсем те, ай, тĕпĕнче. Н. Лебеж. † Чупа-чупа çырла пухрăм шур мамăк калпаксене туличчен. ЧП. Шур качака мамăксем. Ст. Шаймурз. † Тăваткăл та кĕççе, шурă кĕççе, пурте шурă качака мамăкĕ. АПП. † Машшинара мамăк тапаççĕ, пĕрчĕн-пĕрчĕн суйлаççĕ. N. Мамăкне çĕленĕ. Простегано. Кĕвĕсем. Шурă мамăк çиппи шур перчетке ялан сирĕн аллăрта куратăп. ЧП. Мамăк тӳшек, пуховая перина. || Деньги. СПВВ. МС. Мамăк — хур мамĕк = укçа; кун мамăкĕ пур-ши? теççĕ. || Кропило (церковное). Яргуньк. Мамăк шывĕ, „Святая вода“. || Вата. N. Мамăк хурса çĕленĕ (о стеганом одеяле). N. Мамăкне çĕленĕ (простегано), КС. Çĕр мамăк (–г’э̆, -к’), вата. Шибач. Çĕр мамăкĕ (-к’), вата. Череп. 'Чăн мамăк, вата. V. S. Çĕр мамăкĕ пирри, „бязь“. N. Хир мамăкĕ, чăн мамăк — вата. Туй. Эпир ларнă вырăна чăн мамăк шăтса тухтăр. (Мăн-кĕрӳ сăмахĕ, ăна вăл тухса кайнă чухне калат). Макка 19. † Сирĕн пӳртĕр пит шурă иккен, ăна чăн мамăкпа мăкланă. Н. Лебеж. Хир мамăкĕ', вата. Ib. † Çеçен хирĕнче хир мамăкĕ; пуçтарса илĕр, хĕрсем, мамăкне, авăрлаттарăр майорăн майрине, çыхтарăр Куртейĕн майрине.
имшеркке
слабый. Календ. 04 г. Альш. Арăмĕ имшеркке япала, йăнăшса-кăна тăрать (сухая, хрупкая, хлипкая; говорит — словно ноет. Начар пĕрчĕн тымарĕ имшеркке пулать, тарăн каяймасть, шăтасса эп вĕçĕ пек анчах шăтать; кăшт сивĕ, уяр пулсанах пĕтет. Çул-пуçĕ, 136. Кĕрнекле ватă юманĕ... имшеркке çăкана хупăрласа ларать.
волокнистый
сӳсле, сийлĕ, сăйлă, сӳс пек пĕрчĕн-пĕрчĕн сĕвĕнсе тăракан чĕлкĕмлĕ (япала).
Çавăн пекех пăхăр:
пĕрчĕлĕ пĕрчĕлен пĕрчĕлет пĕрчĕллĕ « пĕрчĕн » пĕрчĕш пĕрчĕшерĕн пĕрчешет ту пĕрччĕн пĕршĕн