Шырав: пусмăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

колонилле

колониальный
империализмăн колонилле системи — колониальная система империализма
колонилле вăрçăсем — колониальные войны
колонилле пусмăр — колониальный гнет
çурма колонилле çĕршывсем — полуколониальные страны

пусмăр

1.
гнет, угнетение, ярмо, иго
наци пусмăрĕ — национальный гнет
чуралăх пусмăрĕ — ярмо рабства
пусмăртан тух — освободиться от ига
капитал пусмăрĕнче пурăн — жить под гнетом капитала

пусмăр

2.
обида, оскорбление, унижение
пусмăр тӳс — 1) находиться под гнетом 2) терпеть обиды

пусмăрлăх

то же, что пусмăр 1.
наци пусмăрлăхĕ — национальный гнет
пусмăрлăх тĕнчи — мир угнетения

сĕм

5. перен.
тяжкий, тяжелый
мрачный

сĕм пусмăр — тяжкий гнет
сĕм хуйхă — тяжелое горе

тат

1.
рвать, разрывать
çип тат — разорвать нитку
шăлпа çыртса тат — перекусить (напр. нитку)
тӳмене тат — оторвать пуговицу
пусмăр сăнчăрне тат — перен. разорвать цепи рабства
Тимлĕ этем тимĕр татнă. — посл. Настойчивый человек и железо разорвет.

тискер

свирепо, жестоко, люто, зверски
тискер баидитсем — озверелые бандиты
тискер пусмăр — жестокий гнет
тискер тăшман — лютый враг
тискер террор — кровавый террор
тискер çын — жестокий человек

тӳс

II.

1.
терпеть, выносить, претерпевать
подвергаться
чему-л.
наткал тӳс — терпеть издевательства, насмешки
пусмăр тӳс — подвергаться угнетению, насилию
хурлăх тӳс — пережить несчастье
тӳсеймесĕр кĕт — ждать с нетерпением
тӳсме çук шăрăх — нестерпимо жарко
тӳсме çук сивĕ — невыносимо холодно
хурапа шурратӳссе ирттер — вынести невзгоды, многое повидать
ыратнине тӳссе ирттер — превозмочь боль

феодалла

как феодал
феодалла йăла юлашкием — феодальные пережитки
феодалла пусмăр — феодальный гнет

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пус

IIII.
ступать, давить, попирать, гнести
алă пус — руку приложить, подписаться
пичет пус — приложить печать
ура пусмалли, пускăч — стремя
кĕнеке пусакан вырăн — типография
кĕнеке пусакан, çаптаракан — типограф
хурах пус — грабить; разбойничать
хурах пусакан — разбойник, пускала – переминаться
пускаласа ан тăр — не переминайся
пусар, пусмăр — придавить чем-л; привалить что-л.
пустар — отдать материю в набойку
пусăн — смиряться, унижаться, прекращаться, подавить в себе гнев
вăл пусăнчĕ — он укротил свой гнев
çил пусăннă — ветер стих
çумăр пусăнать — дождь перестает
пуслăх — гнет
пусма — ступень, лестница
пусма картлашки — ступень

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çăварлă

со ртом. || Встреч. в сложении: пĕр çăварлă. Заодно, в сговоре. Етрух. Хăтипе пĕр çăварлă пуль ку, тесе, шухăшлатăп, тет. Ерк. 158. Йĕршшӳ тăрăх ларнă пĕчĕк ялсем варлă, пурăнма вĕрентнĕ вĕсен пуçне пусмăр. Кăçал вĕсем пушшă пулнă пĕр çăварлă, пĕчĕккĕнех иртрĕ урха панчи мухмăр.

хĕсмĕт

то же, что хĕсмет. N. Хĕсмĕт = тăвăрлăх, пусмăр хĕсни. Ир. сывл. 4. Тĕттĕм, хĕсмĕт ĕç чури, чĕмсĕрленнĕ мул кулли — сиктĕр-тăтăр ыйхăран. Ib. З9. Чĕрĕл ĕнтĕ, ĕмĕт, пĕт эс, хĕсмĕт.

пулин

(пул'ин'), пусть, ну так что же? См. Оп. иссл. чув. cинт. II, 165. Регули 439. Вăл сумар полчĕ; полин, мĕскер тăвас. СТИК. Кайнă пулин вара... мана мĕн ĕç! Мне какое дело, пусть ушли. || Несмотря на то... хотя. Регули 1516. Хăва хоçа полин те, çаплах ĕçлет. Ib. 1500. Вăл пурмис полин те, эп онтан хăрамастăп. Б.-Яуши. † Кăвакарчăн кăвак та, чĕппи нумай, чĕппи нумай пулин те, ай, сĕчĕ çук. N. Хам пĕчĕккĕ пулин те, чăрмавăм пысăк пулайчĕ. Актай. Аçуна вĕлерчĕ пулин те, кайнă чух улма пулса ларăпăр, вĕсем, ăна çисе пăхсан, вилĕç, тесе каларĕç, тет. Якейк. Йăван полин Йăван çынтан колат. || Даже и... Торп-к. Хум-пуç калать тет: эсĕр уна та пулин (даже о такой малости) калатăр; эпĕ кĕсре куртăм, утмассерен тиха тăвать те, уна та пулин (даже о такой удивительной вещи) каламастăп. || Хотя бы. N. Вăл та пулин ан пăрахтăр. Менча Ч. Камăн хăйĕн аш-пăш, сăра тума хăмла-салат çукки сутăн та пулин илсе хатĕрлет (хоть купит да приготовит, т. е. хотя бы даже пришлось купить, а все-таки купит). Янтик. Салам ярса салам çитмесен, хăвăр та пулин килсе курсамăр. Ачач 71. Апла пулин те. || Кабы, если бы. СТИК. Эсĕ мана ăна каланă пулин, атту каламан мĕн туман, ыйтатăн (кабы ты говорил мне, тогда другое дело, а то чего приставать). || Урмай. Кучĕ (хлеба) хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин пар. (Моленье). Т. VI, 25. Пĕсмĕлле, турăçăм-пӳлĕхçĕм, выльăх-чĕрлĕхшĕн те пулин çырлах; пĕр вĕçне картана, тепĕр вĕçне шыва пар. Кĕсре хыççăн тиха ертме пулин пар, сурăх хыççăн путек ертме пулин пар. || Иногда имеет то же значение, что пулсан. Альш. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр: пусмăр çине тухса тĕсетĕр. Ib. Тырри пулин тырри, чăххи пулин чăххи, темĕн те пуçтаратчĕç, тет. || Из-за, ради. Ерк. 54. Мула пулин уйрăлчĕ ула утран Патерек — виçĕ тăван савăнчĕ ку лашашăн темĕн пек. || Часто входит в состав неопределенных местоимений и наречий. О сохр. здор. 20. Çавăн пек чирлĕ çынсенчен чир кирек мĕнле япалана та пулин çыпăçса ерсе юлать юлатех. || Что касается до... Ст. Шаймурз. Ашшĕ пулин, улпут пулса пурăнат, тет, ывăлĕ халĕ те патша пулса пурăнат, тет. (Сказка). Альш. Çуркунне пулин пĕтĕмпе яла шыв кĕрет. Ib. Ача-пăча çула пулин пĕрер кăкшăм ăман чавса кăларат та навус айĕнчен, каят эрттилпе Этремен хĕррине вăлта хыптарма.

пусмăр

насилие, гнет (неол.).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

гнет

сущ.муж.
1. (син. тяжесть, груз) йывăрлăх, пуслăх (каткари çимĕçе пусармалли)
2. (син. угнетение) хĕн-хур, пусмăр, асап; гнёт рабства чуралăх асапĕ; жить под гнётом хĕн-хур тӳссе пурăн

тиски

сущ.множ.
1. хĕскĕч; зажать в тиски хĕскĕчпе хĕссе ларт
2. (син. гнёт) пусмăр, хĕсĕрлев; асап; биться в тисках безденежья укçа çуккипе асаплан

эксплуатация

сущ.жен.
1. пусмăр; пусмăрлани (урăх çынна хăйшĕн ĕçлеттерни); эксплуатация трудящихся ĕç çыннисене пусмăрлани
2. (син. использование) усă курни, ĕçлеттерни; правильная эксплуатация техники техникăна тĕрĕс ĕçлеттерни; эксплуатация нефтяного месторождения нефть тухакан çĕрсемпе усă курни

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

тело

1. япала; жидкое тело шĕвĕ япала; 2. ӳт, çан, çанçурăм; дрожит всём телом пĕтĕм çанçурăмĕпе чĕтрет; держать в чёрном теле пусмăр айĕнче тыт, хĕсĕрлесе усра; 3. (тупă е пулемёт) кĕпçи.

тиски

1. хĕскеч; зажать в тиски хĕскĕчпе хĕстер, хĕстерсе ларт; 2. перен. пусмăр, хĕсĕрлени; колониальные народы стонут в тиская империализма колонисенчи халăхсем империализм пусмăрĕ айĕнче асапланса пурăнаççĕ.

тягость

ж. 1. йывăрлăх, пусмăр, чăрмав, хĕнлĕх; 2. мн. нет ĕшенни, халран кайни, вăй-хал пĕтсе çитни.

цепь

ж. 1. сăнчăр; 2. пĕр вĕçрен пыракан пĕр пек япаласем (тусем); 3. перен. йывăрлăх, пусмăр, сăнчăр; цепи рабства чуралăх сăнчăрĕ (пусмăрĕ).

ярмо

1. вăкăрсене кӳлекен йывăç сӳсмен; 2. перен. пусмăр, пусмăр айĕнче пурăнни, чуралăх, пусахласа-ĕçлеттерекен йывăр ĕç; ярмо капитализма капитализм пусмăрĕ.

бремя

, -ени, ср. çăк, йывăрлăх, пусмăр; разрешиться от бремени çăмăллан, ача çурат.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

гнёт

м. 1. обл. пуслăх (для перевозки снопов, сена и т. п.), йывăрлăх, пусаркăç; 2. (то, что угнетает, тяготит) йывăр шухăш, асап; жить под гнётом горьких воспоминаний йывăр асаилӳсемпе асапланса пурăн; 3. (притеснение, угнетение) пусмăр; национальный гнёт наци пусмăрĕ.

гонение

с. хĕсĕрлени, хĕсни, ирĕксĕрлени, пусмăр.

деспот

м. деспот (1. ист. халăха пусмăр айĕнче тытса усракан правитель; 2, перен. пурне те хăратса хăйне пăхантарма тăрăшакан çын).

иго

с. пусмăр, йывăрлăх; быть (или находиться под чьим-л. игом пусмăрта пурăн.

из-под

предлог с род. п. (или из-подо) 1. (из какого-л. места, находящегося по) чем-л.) айĕнчен, айран, айĕн; из-под стола сĕтел айĕнчен; из-подо льда выступила вода тан тапнă; 2. разг. (возле какого-л. населённого пункта) çывăхĕнчен, патĕнчен, енчен, таврашёнчен; они родом из-под Чебоксар вĕсем Шупашкар енчисем; 3. (при определении вместилища) ⸗ĕ [⸗и], тытнă, пулнă; бочка из-под дёгтя тикĕт пички; бутылка из-под вина эрех кĕленчи; 4. (при определении бывшего в соединении вещества) ⸗ĕ [⸗и]; рассол из-под огурцов хăяр шӳрпи (е шывĕ); гуща из-под кваса кăвас тĕпĕ; 5. (освобождение откого-чего-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], ⸗чен; освободить из-под ареста арестран хăтар (е ирĕке кăлар); освобождаться из-под гнёта пусмăр айĕнчен тух; из-под палки ирĕксĕррĕн, кăмăл туртмасăр, хăраса (ту пĕр-пĕр ĕçе); из-под носа сăмса умĕнчен.

кабала

ж. 1. ист. (рабство) чуралăх; 2. (полная зависимость) пусмăр, чуралăх; попасть в кабалу пусмăра лек.

колониальной

прил. 1. колонири, колони ⸗ĕ [⸗и]; колонилле; колониальные народы колони халăхĕсем, колонисенчи халăхсем; колониальная политика колонилле политика, колони политики; колониальный гнёт колонилле пусмăр; кризис колониальной системы колонилле система кризисĕ; колониальные страны колонилле çĕршывсем; 2. (владеющий колониями) колониллĕ; колониальные державы колониллĕ патшалăхсем; ◇ колониальные войны колонилле вăрçăсем; колониальные товары колони таварĕсем.

насилие

с. 1. (применение физической силы) ал хуни, пусахлани; следы насилия на теле ӳт-пӳ çинчи пусахланă йĕрсем; 2. (притеснение) пусмăр, пусмăрлăх, пусмăрлани, хĕсĕрлени; 3. (принуждение) ирĕксĕрлени, пăхăнтарни.

олигархия

ж. олигархи (1. улпут-пуянсен пĕчĕк ушканĕ влаçа хăйсен аллинче пусмăр йĕркипе тытса тăни; 2. çавăн пек стройла патшалăх).

рабство

с. 1. чуралăх; античное рабство авалхи чуралăх; освободить от рабства чуралăхран хăтар; томиться в рабстве чуралăхра пурăн (е асаплан); 2. перен. пусмăр; быть в рабстве у кого-л. пусмăр тӳс; капиталистическое рабство капиталистсен пусмăрĕ.

сапоги

мн. (ед. сапог м.) атă; ◇ два сапога пара çӳпçипе хупăлчи; быть под сапогом пăхăнса тăр, пусмăр тӳссе пурăн.

тирания

ж. 1. ист. тирани (влаçа тиран тытса тăни); 2. пусмăр; царская тирания патша пусмăрĕ.

тиски

мн. 1. хĕскĕч; 2. перен. (гнёт) пусмăр, хĕсĕрлени, аптăратни; зажать в тиски 1) хĕскĕчпе хĕстер; 2) перен. пусмăрла, хĕсĕрле.

унижённый

прил. мĕскĕн, хăратса пĕтернĕ, пусмăр айĕнчи; унижённый человек хăратса пĕтернĕ çын.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

гнёт

пусмăр, хĕн-хур; колониальный гнёт колонилле пусмăр; национальный гнёт наци пусмăрĕ; жить под гнётом хĕн-хур тӳссе пурăн

деспотизм

деспотлăх, хаяр пусмăр

иго

пусмăр; находиться под игом пусмăрта пурăн; сбросить иго пусмăртан тух

крепостничество

крепостничество, крепостниклăх (крепостла пусмăр çинче тытăнса тăнă йĕрке; Раççейре ăна 1861 çулта пăрахăç тунă)

порабощение

пусмăр, чуралăх; колониальное порабощение колониллĕ чуралăх

угнетение

пусмăр, пусахлу; пусмăрлани, пусахлани

эксплуататорский

эксплуатаци -ĕ, пусмăр -ĕ; эксплуататорский строй пусмăр йĕрки

эксплуатация

1. эксплуатаци, пусмăр; эксплуатацилени, пусмăрлани; эксплуатация человека человеком çынна çын пусмăрлани 2. усă курни, ĕçлеттерни; эксплуатация природных богатств çут çанталăк пуянлăхĕсемпе усă курни

тирания

пусмăр йĕрки

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Despot

pusmăr, tespăt
пусмăр, деспот

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пусмăр

1. «гнёт», «насилие», притеснение»; 2. «обиды и оскорбления»; пусмйрла «угнетать», «притеснять». От пус «давить».

Çавăн пекех пăхăр:

пускил пускил-хурăнташ пуслăх пусла « пусмăр » пусмăрçă пусмăрлăх пусмăрла пусмăрлаттар пусма

пусмăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150