Шырав: суй

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

сăпса

осиный
сăпса йăви — осиное гнездо
Сăпса йăвине аллуна ан чик. — погов. Не суй руку в осиное гнездо.

суеçтер

то же, что суй

суй

лгать, обманывать
врать
разг.
куç кĕрет суй — лгать в глаза
пĕр суймасăр калатăп — говорю без всякого вранья
суйса кăтарт — наговорить, налгать на кого-л.
суйса тултар — налгать, наплести

тăнăçсăррăн

2.
бессовестно, бесстыдно
тăнăçсăррăн пăх — нагло смотреть
тăнăçсăррăн суй — бессовестно врать

чик

5.
совать, засовывать, всовывать
алла кĕсьене чик — засунуть руку в карман
Алăк хушшине аллуна ан чик. — погов. Не суй руку меж дверей.

сăмса


ама туна сăмсибот. рыльце пестика
сăмсана каçăрт — задирать нос, важничать
сăмса айĕнчех — под самым носом
Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман урли курăнать.
погов. Что под носом — не видно, а что за лесом — видно.
сăмсана чик — совать нос, соваться куда-л.
юраман çĕре сăмсуна ан чик! — не суй своего носа куда не следует!
сăмсана пăр — нос воротить
сăмсу çине карт — заруби себе на носу

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

суй

лгать
суйса кала

суйа

I.
ложь, вранье
тщета

суйа мухтав — тщеславие
суйаран — на ложных основаниях
суйа суй — лгать
суйа хыпар — ложный слух

суй

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

суй

сой, лгать. Шибач. Вара сут турĕç: икĕ кĕрӳшне касрĕç те пăрахрĕç çол тваткалне сойнăшăн. Ст. Чек. Суяс, обманывать. Тип-Сирма. Çапла вырăс майрине (жену) пĕр пасартан суйса хăварнă.

туй-суй

свадьба, свадебный церемониал. СПВВ. Туй-суй таврашĕ туман. Менча Ч. Туй-суй тавраш тăвас пулсан, хĕрпе кĕрĕве пăсасран хăраса ăна (тухатмăша) ниепле туйран та хăвармаçтчĕç, тет.

туй-çуй

свадебный церемониал. См. туй-суй. СТИК. Ача-пăчасем алхасса иртĕнсе, çуйăхса кайсан: туй-çуй тăваççĕ, теççĕ. Икково. Той-çой, свадебная суматоха. Завражн. Той-çой таврашĕнче.

тĕкей

знач. не выяснено Изамб. Т. Пĕр тĕкей пĕр хăма суй.

чик

совать, всовывать, сунуть; втыкать, вонзать всаживать. N. Хутаççа чик. N. Виç çĕр тенкĕ укçа чиксе кайрĕ. Салагаево. Пашалу çине тăвар, кăмрăк чикĕççĕ. N. Çынни пилĕк çĕр тенкĕ укçана илсе чикрĕ, тет те, юлташĕ патнелле уттара пачĕ, тет. Орау. Кĕпине чĕркуççи айне хĕстерет, çĕввине кĕпи çумне чиксе хурать те, унтан çĕлет. N. Ак эп сана тытса пуçна юр çине чикем. Орау. Кашни аллисене хурана чикеççĕ. Каждый сует в котел руки. N. Турчăка пур çинче алла вута чикмеççĕ. Коли есть кочерга, в огонь руки не сунешь. N. Алăк хушшине ална ан чик, теççĕ. Не суй руки между дверью и косяком. Пазух. 21. † Шур çăмартан çĕвви çук, йĕп чикме те вырăн çук. ТХКА 126. Сарă мăйăр, хĕвелçавнăш кĕсе кĕсе туллиех хĕрсемпеле каччăсем чике-чике тултарнă. Ядр. † Пирĕн ялăн хĕрĕ тесен пар лашуна кӳлсех тух, икçĕр тенкĕ чикех тух, ху тиек пек пулса тух. Çутт. 20. Тĕм кутне пуçа чиксе выртрăм. Кан. Е шетникрен тӳрех аллипе чиксе куçне çăваççĕ. N. Тата эпĕ кунта картăчкă ӳкернĕччĕ те, чиксе çуресе варланса пĕтрĕ. || Вложить. N. Пиçмо янă чух пиçмо çине пĕр кăранташ чиксе яр. || Укунуть. Истор. Вилнĕ çынсенĕн чĕрисене кăларса илсе шыв çине чикнĕ. || Уткнуть. ФН. Пуçне (лицо) çытар çине чикрĕ (уткнул). )| Подоткнуть. Орау. Утиал хĕрне ман аялла чик-ха (подоткии под меня одеяло). || Изамб. Т. Ăна аялти (кто внизу) улăм чиксе парат. ТХКА З6. Çăмахне шăрпăкпа чике чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ. || Сплести пальцы. N. Аллисене пурнисене хире хирĕç чикнĕ те пырать. || Кодоть. N. Йĕплĕ хулă чикет. Шиповник колется. N. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. Работа жестка, но все-таки не колется. Ск. и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть. Хоть иголкой (глаз) выколи — ничего не видно. Ал. цв. 6. Унăн тавра куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть. Тогаево. Çĕрле полсан шуйтан çурисем темиçен анчĕç, тет те, çак каскана Иван тесе атă пăрисемпе чикме пуçларĕç, тет, чиксен чиксен вара охса карĕç, тет. (Из сказки). Букв. 1908. Чĕрĕпĕн йĕпписем чикнĕ (кололи). Якейк. Çак аякра тем чике-чике каять (что-то колет). N. Пире пĕр эрне хушшинче каçантан икĕ рас чиксе эмел ячĕç. || Приколывать. Кан. Вилнĕ Уçтини кăкăрĕ çумне пулавккăпа икĕ паккет чиксе лартнă. || Зарезать. БАБ. Пĕрне пĕри çĕçĕпе чикес пек тăраççĕ. || Закопать. || Хоронить. Чăвашсем 30. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă. Шурăм-п. Пĕлтĕр унăн матки вилчĕ те, чирĕк картине чикрĕç. Чăв. й. пур. 26°. Якку каланă: кунта мана пĕтеретрем, чикетрем, тенĕ. || Наклонять, опускать (голову, глаза). А.-п. й. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. N. Пуçне чиксе ларакан пиçнĕ çырла мар-ши çав. ЧС. Пиччесем, инкесем аран пуçĕсене чиксе иртеççĕ. N. Хăлхана ман енелле чиксе, манăн юлашкинчен йăлăннине илтсем. N. Хăраса пĕр сăмах чĕнмесĕр пуçне çĕрелле чиксе тăнă. N. Çынтан ыйтсан, е вăл туса парсан (çырса парсан), вара санăн унта нумайччен чăтса пуçна чиксе пурăнас пулать. Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. Образцы 2. † Çук çын хĕрĕ тиейсе пуçра чиксе ан тăрăр. Калашн. 7. Тĕксĕм куçĕсене çĕре чикнĕ вăл. Опустил он в землю очи темные. || N. Анчах çав япаласем çинчен пурне те тĕрĕс, нимĕн хушмасăр, нимĕн чикмесĕр çырас пулать. || Приобретать, наживать. N. Манăн пурăнмалăх пур-ха, укçалла выляса чикрĕм. || Присваивать. Кан. Хăй копператтив пуçлăхĕ пулсан та, укçасем чиксе улталама пăрахмасть. || Повредить кому, поставив его в невыгодное положение. N. Вĕсем пирĕн çынсен айван ăсне-йăвашлăхне курса май килнĕ чух чикме те ӳркенмеççĕ. И Прогулять. N. Тумтирсене сутрăмăр ытлашкине, укçине майрасем патне чикрĕмĕр. || Взять во что. ЧС. Шывĕ çăвара чикме çук, тăварлă. || Девать, прятать, спрятать, упрятать. N. Ăçта чикрĕн эсĕ ăна? N. Чухăн çын хăвăртрах тупăк хуппине витет те, пăтапах çапса лартать, унтан масар çине йăтса кайса, çĕрех алтса чикет. Дик. леб 44. Вăл хăйĕн аллисене чĕрçитти айне чикнĕ. Руки свои Элиза спрятала под передник. N. Алă хуçăлсан алсашне чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Будет сломлена рука в варежку спрячь, будет раскроена голова в шапку спрячь. N. Унăн ниçта пуçне чикме те вырăн пулман. || Положить. А.-п. й. 76. Нушана пăлтăралла сĕтĕрсе тухрĕç те, пысăк арчана тĕркелесе чикрĕç, унтан пысăк çăрапа питĕрсе илчĕç. Вытащили нужду в севи, положили в сундук, закрыли и заперли. Ск. и пред. чув. 112. Хĕвне çăкăр чикрĕ те... || Удержать в памяти. КС. Ăша чик. || Вкладывать (в голову), принимать к сведению, постигать. N. Кил хуçийĕн халапне пуçа чиксех (очень внимательно) итлеççĕ.

суй пике

неизв. сл., м. б. то же, что теперешнее суйланчăк? Хурамал. Суйлакана суй пике лекнĕ (малтан лайăх хĕр суйласа çӳрет те, кайран усал хĕрех илсе хурать). Срв. Трхбл. Суйлакана суйланчăк лекет. См. суя ака, суя пичче.

юмăç

юмăçă, у И. Н. Юркина всегда юмăçĕ, знахарь, ворожея. М. П. Петр. Чăваш. й. пур. 36°. Вăл юмăç ялан укçа çинче пăхнă иккен. N. Христос турра мухтас вырăнне, çавă шуйттан тарçине, юмăçа, мухтаса тăраççĕ, акă мĕн калаç: эсĕ пушали кĕнеке вула, а пиршĕн пулсан, юмăç турăпа пĕрех, юмăç вăл çурă турăпа пĕрех, теççĕ. Бюртли-Шигали. Манăн атте хамăн юмăç-чĕ. Чăваш çемйинче кăшĕ-те-пулсан чирлет те, каять вара юмăçа. Макка 207. Юмăç, пĕр каласан, нимĕн те тăва пĕлмест. Вăл çынсене çапла улталат: йĕп çине çăкăр тирет те, суллантарма тытăнат; суллантарат вăл икĕ çăкăр татăкĕ хушшинче, или просто укçа çине пăхат. Хальхи юмăçсем аплах хăтланмаççĕ, ĕлĕк миçе пус панă, çавăн чухлĕ сăмах анчах каланă. Сюгал-Яуш. Юмăçĕ вăл киреметĕнчен пăртак лайăхрах пĕлет пулмала. Вăл киреметĕн шăльнĕ пулнă, тет. Вăл ăстан суйине тупса çитерет-ши? Нумайăшне киреметсенчен ытларах юмăçи улталать, курнать. Ну хутте хай юмăçи те çынсене улталанă, тет. Ну çынсем те хăйне нумай улталаççĕ, курнать. Виçĕ пус парса та улталаççĕ, курнать, пилĕк пуспа та; вунă пусне парсан, тата пушчех суйма тапратать, курнать. Вара кайран тата килме каласа ярать, тет. Халь ывăнса çитрĕм, тет. Тепĕр виççĕ (sic!) кунтан пурне те каласа ярăп, тет; суй (sic!) суйса ярать, тет. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? Ун патне ырă шутлă çынах ан кайтăр, тесе, калать, тет, пĕр çын. N. Ху юмăçна ху палăртатăн. Сам показываешь, что ты гадатель. Ст. Чек. Укçине чĕрки çине (хурса?), çăккăр татăкне йĕппе чикеççĕ. Йĕппин куçне çиппе витĕреççĕ, вара сулланасса кĕтеççĕ. Çак япаларан мар-и ку чир? тет. Суллансан: çак япаларан; ав уçăлса каят, тет; сулланмасан: ак çак (урăх япала калаççĕ) япаларан мар-и? тет. СЧЧ. Çавăн чухне хамăр ялта пĕр суккăр хĕр юмăç пур-ччĕ. Ун патне (к ней) юмăçа (для ворожбы) çĕршер çухрăмран пар лашасемпе пыраççĕ. Б. 13. Вăтанман юмăç пулнă, тет, ӳркенмен ăста пулнă, тет. НТЧ. Çав ялта, укçа çĕне (= çине) пăхса, мĕн пулнине, малалла мĕн пулассине пурне те тĕрĕс каласа кăтартакан арçын юмăç пур, теççĕ. Чуратч. Кил-ăш-чиккинче кирек кам сымар пулсан, час-часах юмăç патне чупса каяççĕ. Юмăç патне пырсан: ман килте çапла ача çывмар пулчĕ-ĕçке, тесе, каласа кăтартаççĕ. Вара юмăç, пĕр çип вĕçне çăккăр хытти çыхса, суллантарма тытăнать. Суллантарсан-суллантарсан, калать: сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. Альш. Юмăçă; один из приемов: алă тымăрне пăхать, кăвапине пускалать. Ч. С. Чӳк пуçлас, тесе, юмăç карчĕкне чĕнсе килчĕçĕ. Ib. Атте вара пиччене юмăçа чӳклеме кайса илтерчĕ. Могонин. Юмăç тесе, ăста пĕлекен çынна калаççĕ. || Знахарство, гаданье. Альш. Юмăçă укçипе (деньгами, полученными за гаданье) пуяймăн. БАБ. Вăл кун (?) çĕнчен мана пĕр пирĕн кӳршĕри юмăçа пăрахнă (бросившая ворожбу) карчăк каласа кăтартрĕ. Болезни. Паян ĕç тытас çук-ха; çав ача кĕнеке тăрăх юмăç пăхма пĕлет, тĕт-ха, кайса пăхтарас. БАБ. Эпĕ ĕлĕк, хĕр чухне, пĕр юмăçран юмăçа вĕренни çинчен (об учении колдовству) илтнĕ-ччĕ. Ст. Яха-к. Епле (какой) чӳк тумаллине эпĕ ăна халех юмăç çинче пăхса пĕлĕп (узнаю из гадания), терĕ, || Кан. 1927. № 237. Матка йăпăр-япăр Шĕнере, юмăçа тухса чупрĕ. Якейк. Опăшкине йомăçа янă. || Сред. Юм. Солланкаласа тăракан çынна, выльăха та: йȏмăç пăхать, теççĕ (говорят о сонном, пьяном человеке или о плохой скотине). || Йомăç, прибор для гадания. || Йомăç, отвес (у плотников). Шарбаш.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

врать

глаг. несов.
суй, суеçтер, тыттар; он любит врать вăл суйма юратать ♦ часы врут сехет тĕрĕс çӳремест

обмануть

глаг. сов.
ултала, суй, ларт; обманувшему однажды нет веры пĕрре улталанă çынна шанчăк çук

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

выдумать

сов., выдумывать несов. 1. ăсла, ăсласа кăлар, шухăшласа кăлар, щухӑшласа туп; 2. суй, туртса кăлар.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

безбожно

нареч. разг. намăса пĕлмесĕр, чăтма çук, майсăр; безбожно врать намăса пĕлмесĕр суй.

беззастенчиво

нареч. сĕмсĕррĕн, намăса пĕлмесĕр, вăтанса тăмасăр; беззастенчиво лгать намăса пĕлмесĕр суй.

вилять

несов. 1. чем вылят, пăтрат (хӳрепе); 2. (поворачивать) авкалан; тропинка кружит и виляет между кустами сукмак тĕмсем хушшипе авкаланса пырать; 3. перен. разг. (лукавить) суй, пăтрат, ултала.

врать

несов. разг. 1. (лгать) суй, суеçтер, тыттар; безбожно врать намăса пĕлмесĕр суй; 2. (неверно показывать) ултала, суй, тĕрĕс мар кăтарт; часы врут сехет тĕрĕс мар кăтартать; 3. (ошибаться) йăнăш.

выдать

сов. 1. что пар; выдать деньги укçа пар; 2. что (сделать известным) пĕлтер, систер, палăрт; выдать тайну вăрттăнлăха пĕлтер; выдать своё волнение ху хумханнине палăрт; 3. кого-что (предать) тыттар, сут; выдать товарищей юлташсене сут; 4. за кого-что (представить не тем, что есть) (кам е мĕн те пулин вырăнне) тесе пĕлтер (е ултала, суй); выдать себя за ревизора хăвна ревизор тесе ултала; 5. что (добыть) туп, кăлар, пар; выдать нефть сверх плана планран ирттерсе нефть кăлар; выдать замуж качча пар; выдать себя палăрт; выдать себя с головой см. href='/s/голова'>голова.

выдумать

сов. что 1. (придумать, догадаться) шухăшласа кăлар (е туп), ăсла, ăсласа кăлар; выдумать новую игру çĕнĕ вăйă шухăшласа кăлар; 2. (налгать) суй, туртса кăлар, шухăшласа кăлар; пороха не выдумает тавçăрса илес çук, ăса çитес çук (çын çинчен).

голова

1. ж. пуç; 2. ж. перен. (ум, рассудок) ăс, тăн, ăстăн, пуç; у него прекрасная голова вăл питĕ ăслă; голова не работает пуç ĕçлемест; 3. ж. (единица счёта скота) пуç; сто голов овец çĕр пуç сурăх; 4. м. и ж. перен. (начальник, руководитель) пуçлăх; голова колхоза колхоз пуçлахĕ; 5. ж. перен. (передняя часть) пуç; голова обоза обоз пуçĕ; 6. ж. (пищевой продукт в форме конуса, шара) пуç; голова сахара сахар пуçĕ; голова идёт кругом пуç арпашăнса кайрĕ; в головах пуç вĕçĕнче, пуç айĕнче; в первую голову чи малтан, пуринчен малтан; забрать себе в голову шутласа (е ĕненсе) ларт; из головы вон манса кай(нă); выкинуть из головы пуçран кăларса пăрах (е ывăт); не выходит из головы пуçран тухмасть, асран каймасть; на свежую голову пуç ĕшениччен (е ывăниччен); на свою голову хăв инкеке, хăвна валли инкек туп; как снег на голову кĕтмен çĕртен, сасартăк; на голову выше тем чул пысăкрах (е лайăхрах т. ыт. те); с головы до ног (или с ног до головы) пуç тӳпинчен ура тупанне çити; вооружённый с ног до головы вăйлă хĕçпăшалланнă; с больной головы на здоровую айăпсăртан айăпа кĕрт (хавăн çинчен айăпа сирес тесе); с ясной головой таса пуçпа; выдать себя с головой палăрт, кăлар, кăтарт (мĕн те пулин тунине); окунуться с головой во что-л. кӳлĕн (пĕр-пĕр ĕçе); вскружить голову кому-л. илĕрт; астар, ухмаха ерт; ломать голову над чем-л. пуçа çĕмĕр (пĕр-пĕр ĕçпе), шухăшла; не морочь мне голову ан ултала, ан суй, ман пуçа ан пăтрат; намылить голову кому-л. пăсăрлантар, ятла; повесить голову хуйха ӳк (е кай), пуçа ус; потерять голову пуçа çухат, ăсран кай; ручаюсь головой тупа тăватăп; очертя голову шутласа тăмасăр (е пăхмасăр); сломя голову пит хăвăрт, васкавлă, çĕмĕрттерсе.

грешить

несов. 1. çылăха кĕр, çылăх ту, çылăхлă пул; 2. против чего, чем (ошибаться) йăнăш, ултала, суй; грешить неточностью тĕрĕсех мар пул; грешить против истины тĕп-тĕрĕсех мар пул, тĕп-тĕрĕсех ан пул.

клеветать

несов. на кого-что элекле, элек пар, элек сар, чух, суя сăмах сар, суя суй (кам çинчен те пулин).

кривить

несов. что чалăштар, пăрнăçтар, кукăрт; ◇ кривить душой суй, ултала; кривить рот йĕрĕн.

лгать

несов. суй, ултала, суеçтер; лжёт и не краснеет пĕр вăтанмасăр суять.

лукавить

несов. чеен хăтлан, чеелен; суй, ултала.

наврать

сов. разг. что, чего и без доп. 1. (солгать) суй, суеçтер, тыттар, ултала; 2. на кого (наклеветать) элекле, суйса кала; 3. в чём (ошибиться) йăнăш туса хур, йăнăш.

переврать

сов. что, разг. пăсса (е тĕрĕс мар) кала, суй.

покривить

сов. что чалăштар, кукăрт; ◇ покривить душой суй.

прибавить

сов. 1. что, чего хуш, сĕте, тата(х) пар (е яр); прибавить корму лошадям лашасене апат хушса пар; прибавить сахару в чай чей çине сахар хуш; 2. что, чего (увеличить размер, рост, силу, скорость и т. п.) ⸗лат [⸗лет], ⸗лантар [⸗лентер], ⸗рах [⸗рех] ту (е пар), хуш, ӳстер, хăпарт; прибавить зарплату ĕç укçи ӳстер; прибавить молока (о корове) сĕт хуш; прибавить огня в лампе лампăна пысăклат; прибавить цену хак хуш; прибавить силы вăй хуш; прибавить груз йывăрлат; прибавить шаг(у) васкарах ут; 3. разг. (в весе) хушăн, хуш, ӳт хуш, йывăрлан; 4. что и без доп. (сказать, написать в дополнение) хуш, хушса кала (е çыр); прибавить к сказанному хушса кала; 5. что и без, доп., перен. разг. (приврать) хуш, суй, тыттар; 6. что, разг. (сложить) хуш; к трём прибавить два виççĕ çумне иккĕ хуш.

соврать

сов. разг. суй, суеçтер, тыттар, ултала.

солгать

сов. что кому и без доп. суй, тыттар.

сфальшивить

сов. 1. (поступить лицемерно) икĕпитлен, ултала, суй, тӳрĕ (е тĕрĕс) мар ĕçле; 2. муз. тĕрĕс мар юрла, пăсса юрла (е выля), пăс.

фальсифицировать

сов. и несов. что фальсификациле, ултала, суй.

фальшивить

несов. 1. (быть неискренним) ултала, суй, чеелен; 2. (в пении, игре) йăнăш (юрланă е роль вылянă чух).

юлить

несов. 1. разг. (вертеться, крутиться) пăркаланса лар (е тăр), явăнса (е явкаланса) çӳре, кускаласа çӳре; 2. (лебезить) йăпăлтат; 3. (ловчить, хитрить) пăркалан, ултала, суй.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

суй

ялганларга

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

суй

[suj]
tromi (trompu), mensogi (mensogu)
суйса кала — mensogi
ан суй! — ne mensogu!
суйкала — mensogeti
суйа (суя) — mensogo, trompo, falso

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

суеçĕ

, суеç «врун», «лжец»; казах. суайт «лгун», «врун»; алт. В саякчы «клеветник», «ябедник»; хак. чой «лжец», «лгун»; «ложь»; хак. чойлан «врать», «лгать», «обманывать». От глагола суй «врать», «лгать»; ср. алт. В, ойр. сай «вонзить», «пронзить», «прокалывать».

суя

«ложь», «неправда», «выдумка»; алт. сайак, сайгак «клевета», «ябеда»; хак. чой «ложь»; казах. суйат «лгун», «врун». Происходит от глагола суй «лгать», «врать»; ср. ойр. сай «вонзать», «пронзать», «прокалывать».

сӳ

, диал. сĕв «снимать», «сдирать (шкуру животных)»; «отдирать»; МК, Замахш., уйг., азерб., туркм., тур., тат., кирг., казах., к. калп., ног., алт. В, ойр., хак., тув. сой, тат. суй «резать (скот)», «снимать», «сдирать шкуру»; «обдирать».

Çавăн пекех пăхăр:

сужение суживать суживаться суицид « суй » суй пике суйăр суйăр чулĕ суйăх суйа

суй
Пуплев пайĕ
Еçхĕл, Еçхĕл
 
Фонетика
3 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150