Шырав: таках

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

таках

1.
то же, что так I. 1.

таках

2.
неоправданно, необоснованно, беспричинно, зря, напрасно
понапрасну
разг.
таках айăпла — обвинять кого-л. необоснованно
таках ан вăрç çынна — не ругай человека понапрасну

таках

3.
бесплатно, безвозмездно, даром
так
разг.
таках пар — отдать безвозмездно

таккулăх

то же, что таках 2.
таккулăх айăпла — обвинить ни с того ни с сего
ан калаç таккулăх! — не трать слов понапрасну!

таках

4. диал.
беспрерывно, постоянно, все время

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çăварлан

разговаривать, сболтнуть. Завражн. Таках çăварлантăм. Напрасно я сунулся с разговором (сказал вредное для себя, на свою голову)

так

(так), так, этак. Ала 99. Так çапла макăрса хорланса вилсе карĕ (с громкими слезами). ТММ. Так-çăмарти кăвак. || Так, без пользы, даром, зря, попусту. Абаш. Йĕрки-йĕрки копăста, шăварни те так полчĕ (поливанье оказалось бесполезным). Тим. † Тапрăм, тапрăм, так пулчĕ, туя кайни так пулчĕ: хирĕç тухса илмерĕç, ăсатса та ямĕç-ха. Мижули. Пăртак так тăрсан, эпир лашасене йорттипе чоптарса çол çинчен шапăлтаттарса килелле карăмăр. Микушк. † Ан кайсам, тăванăм, çĕр выртса кай: эсĕ выртсан та вырăн çитмелле. Эсĕ кайсан, вырăн так юлать. N. Ĕçленисĕм (работа) так пĕтмĕç. Якейк. † Суя аки кам илтет? Кам так (даром, так) парать, çав илтет; суя аки Натьок пор, нимрен суя илтимер, олахра çăвăрни хопларĕ. Чуратч. Ц. Çак çын пуçĕ урайĕнче сиксе анчах çӳрет, тет. Так килтĕм, так килтĕм, тесе сиксе çӳрет, тет. N. Ăвăнса çӳрени таках полать. || Вообще, одним словом. Могонин. Пĕр çын ăшсăр пулнă, çиясси килмен, ĕçесси килмен, так таса мар пурăннă. Яжутк. Эсĕ мана валли ыран ирччен апат пĕçер, тесе каларĕ, тет (он): ни нумай, ни сахал, так чух, вăхăтлă пĕçер, тесе каларĕ, тет. Чхейп. Усăлă çын сахал пулнă, так хăйсен шухăшне мĕн аса килнĕ, çавна анчах туса пурăннă. || До такой степепи. Алик. Çав ачасам пĕр кушака тытнă та, так ватнă (сильно били). || Ходар. Çапла вара килтен киле хăйсем çӳремелли таран так кĕрсе çӳреççĕ. || Как только. КАЯ. Так вăл кайçанах, акка пирĕн пата карта çине тарса хупарч. N. Так хулана çитсенех, çамрăк шулĕк ваттине алă (у др. аллă) тенкĕ укçа пачĕ. Сюгал-Яуши. Так çывăрса кайсан, лашасем патне кашкăр пынă та, пĕр ăйăра туртса антарнă.

таках

(так+ах), напрасно, без причины. Копăрля. † Таках илтĕм коркана (купила ковш). N. Таках васкарăн яшкуна антарма! || Всё, всё время. Ст. Шумаш. Çул çинче таках кулса килетчĕç те, пăрахса хăвартăм (купленные дожки все смеялись, поэтому я их выбросил; говорит дурак). Панклеи. Пăх-ха, вар хошшинче пĕр молкачă таках сиккелесе çӳрет. Чăнах тем, тет старик.

тепĕр вăхăтчен

до следующего раза. Изванк. Çав мур пит усал, теççĕ, пĕрре яла пырса кĕрсен, тепĕр вăхăтчен каймаçт, таках выльăхсене хирсе пурнат, теççĕ.

хир

(хир), приподнимать рычагом, гнуть, разгибать, выдергивать с корнем. См. хаяр. КС. Тункатана рычакпа хирсе кăларчĕç. Капк. Качака сиксе тухрĕ те, рычак йăтнă хăй, хирет кăна, пичкесене ураран рычакпа яра пуçларĕ. Ала 55. Кĕлетĕн пĕр кĕтессине хирсе йăтрĕç çын кĕмелĕх. Кан. Тимĕр лумпа хирсе 250 хăма кăларчĕç (изо льда). Ib. Эпĕр сан çекрет арчуна шĕшлĕпе хирсе уçрăмăр. Çĕнтерчĕ 35. Малтан хăрах хăлхине эмеле ярĕклĕн яртараççĕ, кайран, ыраттарма пуçласан, çыхса пăрахмасăр, çăварне шĕшлĕпе хирмесĕр ĕç те тухмасть. || Срубать или срывать. Альш. Миккул шĕшкĕ каснă чухне шĕшке хирет кăна. Ib. Ачасем вĕт шĕшкĕсене алăпалан хирчĕç кăна (ломали). Сред. Юм. Такам пахчинчен хирсе тохнă ĕнтĕ кô олмана ăсĕм, хăйсĕн пахча çôк ĕнтĕ кăсĕн. КС. Паян вăрманта пушăта хирнĕ вăсам (много нарубили, без счета). Шинер-п. Пӳртӳм хăмисене пуртăсемпе хирсе тăкрăç. Хурамал. Йывăçа нумай кассассăн, хирсе тăкнă, теççĕ. || Натягивать Изамб. Т. Вĕрен лăнчă пулсан, ăна хиреççĕ (натягивают). Ст. Чек. Хивсене пăрт-йывăççипе хиреççĕ (пăраççĕ). || Вертеть. N. Ан хир. Не верти. || В. Олг. Патакпа хирсе кăлар (выгнать побоями). || Бить, разбиваться. Кама 21. Эсĕ çапла вĕт. Санран сиен тумасăр пулать-и. Сан аллусем çын аллисем пек мар вĕт. Хиретĕн вара чашăк-çăпалана. || Истреблять. Изванк. Таках выльăхсене хирсе пурăнать (мур). Ст. Яха-к. Маçилке каларĕ (погадав): вăт ĕнтĕ вăл чӳк сиксе тухрĕ, анчах сирĕн куçăра те курнат, темĕн, вăл епле сире хăвăра выльăх-чĕрлĕхĕрĕ мĕнпех хирсе тăрат (губит). (Туй тавраш тасаттарни). Ib. Эсĕ выльăх-чĕрлĕхе те хирсе ан тăк, çултан çула хутшăнтарса пыр. Не истребляй скота, но приумножай его с года на год. (Из моленья). Истор. Азияра çавăн чух пĕр Тамерлан ятлă хан пур халăхсене хирсе тухнă. КС. Кăçал мур лашасене хирсе карĕ (истребил). Баран. 110. Е вĕсене чир килсе хирсе тухать, е тата усал çанталăкпа пĕтеççĕ (погибают). N. Мур хирĕшшĕ! || Разрушать. Сĕт-к. Хватлă çомăр çуса Мочкаш çинчи, Выл çинчи армансене йăлт хирсе кайнă (армансем татса кайнă). || Пробирать, бранить. N. Хăшĕ-пĕрисем халĕ те ачисене тертлентерсе пĕтереççĕ, ĕçсе килсен хиреççĕ анчах. N. Сăмсуна тасатаймастăн, тесе хирет хайхи ачана. N. Тапратрĕ вăл ачасене хирмешкĕн. || Усиленно работать. || Сред. Юм. Эс туса хирен пôль ĕнтĕ тăта, эп тăваймарăм ĕнтĕ... (с иронией. Смысл: где тебе сделать). Ib. Хирет ĕнтĕ ô. Ну уж он сделает! (Говорят иронически о человеке, не могущем сделать). Ib. Эпир пĕрре иксĕмĕр калемпĕре кайрăмăр та ôнпа, хирет вит ôхмах калĕмпĕре, эп ик çых татнă çĕре виçшер, тватшар çых татать. N. Вăкăр пек (вăпăр пек, вупăр пек) хирет. Усиленно работает. Якейк. Вăсам тырра хиреççĕ анчах. Альш. Темĕн чухлĕ хир хирсе пăрахнă (большое количество поля сжали). Ир. сывл. 34. Килех, илех çавуна, хирсе тăках çаранна.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

даром

нареч. 1. (бесплатно) тӳлевсĕр, укçасăр, ахаль, таках, тарам; 2. разг. (дёшево) йӳнĕ хакпах, йӳнĕпе, ахаль тенĕ пекех; я это купил совершенно даром эпĕ ăна йӳнĕ хакпах илтĕм; 3. (бесполезно, напрасно) харам, уссăр, ахалех; весь день прошёл даром яра кун уссăр иртрĕ; ◇ даром не пройдёт что, кому ахаль иртмест; даром что... прост. пулсан та, пулин те, куть.

напрасно

нареч. 1. (зря, без надобности) кăлăх(ах), таках, сăлтавсăр, тивĕçсĕр; его напрасно обвинили ăна тивĕçсĕр айăпларĕç; 2. в знач. сказ. (тщетно, бесполезно) усăсăр, харам.

Çавăн пекех пăхăр:

таканччи такар такарччи такатмăр « таках » такелаж также Таки Таккăл Таккăм

таках
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150