Шырав: тапта

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

тапта

1.
топтать, растаптывать
ура кĕллисемпе тапта — топтать каблуками
сукмак таптаса такăрлат — протоптать, проторить тропинку
пирĕн çĕре тăшман таптаймĕ! — нашу землю врагу не топтать!

тапта

2.
утаптывать, утрамбовывать
юпа çумĕнчи тăпрана тапта — утоптать землю вокруг столба
юра таптаса хытар — утоптать снег

тапта

3.
наступать, становиться, вставать
çын урине тапта — наступить кому-л. на ногу
Куçу курсан, таптамăн. — погов. Коли видишь, не наступишь.

тапта

4.
наследить, натоптать
урайне хура урапа тапта — наследить на полу грязными ногами

тапта

5.
наезжать, совершать наезд
давить
разг.
ăна лаша таптанă — на него наехала лошадь
таптаса вĕлер — задавить насмерть
таптаса ӳкер — наехать на кого-л.  
машина çынна таптанă — машина задавила человека

тапта

6.
топтать, вытаптывать
травить
(напр. посевы)
гасон курăкне тапта — топтать траву на газонах

таптат

то же, что тапта 5, 6.

таптаттар

1.
понуд. от тапта
понуд. от таптат

тапта

7. перен.
осквернять, растаптывать
ĕмĕте тапта — разрушить мечту
этем чысне тапта — растоптать честь человека

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тапта

(тапта), топтать. С.-Устье. Упасем ампара(л)ла пĕр-пĕрин çине тапта-тапта кĕрсе пĕтрĕç, тет. Г. А. Отрыв. Мăн çул хĕрне кайса, пилĕк таран çĕре алтса кĕртсе, таптаса лартнă (зарыл „Чĕкеçук чĕлхеçе“). Чураль-к. Ут таптасан — хирĕç вăрăнни (во сне). С. Айб. † Çерем çинче чавкапуç, ăна эпир таптани; çав кас хĕрсен усаллăх, ĕсе (= вĕсене) эпир ятлани. Юрк. † Çав ялсенĕн хĕрĕсене тап! ӳкер те, тапта кай. Вишн. 73. Пусса (в колодец) выльăх тислĕкĕ ан кайтăр, тесе, ун йĕри-таврашне тăм сарса таптаса хытарас пулать. || Наступать ногами. Эльбарус. Ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. N. Лаши хыçран пĕртте юлмаçть, хыçран таптасах пырать (не отстает). Тимяши. Вăл анчах илсе каясшăн пулмарĕ: çынсем таптĕç, тесе. || Истоптать (хлеба в поле). || В перен. см. ЧП. Ыр çынсемпе ан çӳрĕр, начарсене таптаса. Собр. Çамрăк пуçăм çине тăшман таптать. || Sabire. Ст. Чек. Автан чăхха таптат.

таптат

понуд. ф. от гл. тапта; задавить. К.-Кушки. † Эпĕ пыраттăм урампа; хранцус явлăк таптатса (так что лошадь ступала по платкам их топтала). Чăв. й. пур. 21. Пĕр вăхăтра мункунта ултă лаша кӳлсе урам тăрăх çӳренĕ чух пĕр ачана таптатнă (задавил). N. Таптатсах пырат хыçран. Едет сзади так, что почти наступает на передних; может быть, и гонит лошадь.

таптаттар

вдвойне понуд. ф. от гл. тапта. Сред. Юм. Пирн анана кĕтӳçсĕм кĕтӳç таптаттарнă (пустили туда стадо, и оно вытоптало хлеб). N. Таптаттарсах пырать. Едет сзади очень близко, так что лошадь почти наступает на сани, едущие впереди. N. Эпĕ: вăл пире таптаттарса каять, тесе, питĕ хăраса ӳкрĕм.

хăвар

(хы̆вар), оставлять, оставить. А.-п. й. 4. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать. Ib. 112. Тирне хăвараççĕ те, улăм тултарса каллех кӳлсе тăратаççĕ. N. Ялта çĕнĕрен прикăвăр туса каллех ял çине хăварчĕç. А.-п. й. 105. Сутьесем чухăн каланине чăн тенĕ, ĕнене чухăна хăвармалла сут тунă. Судьи признали ответы бедняка правильными и за ним оставили корову. Ib. 91. Улпут хăйĕн тарçине лаши патне хăварчĕ. N. Атте-аннене йăвăра хăвартăм (оставил в тяжелом подожении). КВИ. Мĕн хăварнă вăл хăй килĕнче? Что кинул он в краю родном? Хора-к. Çӳçăма-пуçăма салатрĕ, çийĕма-пуçăма хăвармарĕ. Ала 86°. Пуçларĕç лешсем чупма, чана карчăка таçта çитиччен хăварчĕ (обогнала). N. Ваçак ним тума та аптăранă, кайман юмăç хăварман, пĕри те тĕлне тупса параканни пулман. БАБ. Çавăнпа ăна пирĕн ялсем пĕр чӳк таврашĕнчен те хăвармаççĕ (т. е. зовут всегда). N. Саранча шăрчăк хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. N. Арăслана ку малтан хăварса хăварсах пынă. Сред. Юм. Тыр тĕл-тĕл ешлĕ пôлсан, хăварса пырса выраççĕ. Изамб. Т. Пӳрт чуречисене хăвармарĕ (пăр). Альш. Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк çĕлетрĕм: унăнах та хăнтăрне шыра-шыра кĕмен аслă лавккана хăвармарăм. А.-п. й. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. N. Унăн пĕр сăмахне те итлемесĕр хăвармастăмăр. || Прекращать. Бес. чув. Салтакра пурăннă чух вăл вулассине пĕрте хăварман. || Бес. чув. Ун умĕнче унăн ытларах та хăйне хăй аяла хăварасси килмен. || N. Вĕрентес тĕлĕшрен хĕрачасене те арçынсенчен ан хăварăр. || Обойти. Изванк. Çăмăр урăх çĕре çуса пирĕн çие çумасăр ан хăвартăр. (Моленье). Капк. Икровсем шĕвĕртсе хăварма та пултарĕç. Пазух. 56 † Пĕр-ик çавра юрă ай юрласшăн хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. || Отложить. Бес. чув. 15. Аслă шăматкуна хăварчĕ. N. Вăл ĕçе вăрăма хăвармĕç. N. Тепĕр куна хăвармăп та-ха. || Освобождать. N. Шкула илсе каясран ачине е укçа парса, е пыл-мĕн, е тата урăх япала парса хăварнă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. 11. Ыран мана хăшăр та пулин вĕсем патне леçсе хăвараймăр-ши? тетĕп. „Не отведете ли завтра который-нибудь из вас меня к ним?“ — спрашиваю я. Ib. Тата мĕн те пулин ĕçлесе хăвармалли пур-и? Есть еще какая-нибудь работа, которую я могла бы сделать ао ухода? Ib. Авланса хăвар. Перед уходом женись. Ib. Ямшăк ачасене тӳрех пуштă хапхи патне антарса хăварчĕ. Ямщик ссадил детей у самых ворот почты. Ib. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пурт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - в том, что не выстроила летом дома из костей. А.-п. й. 113. Урапине çапах пăрахса хăвармасть. Ib. 35. Пăхăр-ха, тилĕ тăрнава вĕлерсе хăварнă,— тесе, тăрнана çавăра-çавăра пăхаççĕ. Ib. 77. Унтан арча çине тăприне тапта-тапта варса хучĕ те, паллă ан пултăр тесе, çулçăсем витсе хăварчĕ. Затем накидал земли и плотно утрамбовал. А чтобы не оставалось никаких следов, наложил сверху листьев. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас. Иваново. Çав куннех ăна ашшĕ чăпăрккапа çаптарса хăварнă, тет. Н. Шинкусы. Чикан вара сирĕншĕн пĕрех хут пăхса тасатса хăварам (пăсташа) эппин тесе салтăнса ларчĕ. Сюгал-Яуш. Кукки каларĕ: айта хам каçарса хăварам, терĕ. N. Вара мана ӳкерсе хăварчĕ те, валалла чупса кайрĕ. Юрк. Ху виличчен ывăлна авлантарса хăвар, теççĕ. Орау. Кам шуйттанĕ пăсса хăварнă-ши хушша? N. Эпĕ вакун çинчен ӳкерсе хăвартăм картуса: çил вĕçтерсе хăварчĕ. N. Тырă мĕнле акса хăвартăр? Кан. Иккĕшне те туяпа хĕнесе хăварнă. N. Эпĕ шăтăксене аслатса хăвартăм. N. Пумилкке тунă чухне вара вăл чĕреспе чашка хире çемĕрсе хăвараççĕ. КВИ. Эп те вара хурланса, икĕ чуна асăнса, урхамаха вырттартăм, чӳклерĕм те хăвартăм.

этем

(эдэм, эд’эм), человек. Род человеческий. Формы род п. «этеммĕн», дат. п. «этемме» (Альш. и др.), кажется, указывают на былую ф. им. пад. этемĕ: срв. черем. аjдэмы̆. † Пире курайман этемсем хăçан кайĕç масара? N. Вĕсем, этем сăнне çухатса, ват çынна асап кăтартма тытăннă. Альш. Хай этемсем виçшер-тăватшар лав тиеççĕ те тырă, каяççĕ сутма Чĕмпĕре. Кильд. Е тата хамăра, этем ăруне, кам, çуратса, чун панă? Чăн Турă мар-и, ырă тăвансем? Сред. Юм. Этем хăй кôчĕпе сысмĕ ô. Человеку свойственно жить на широкую ногу, выше своих достатков. Сред. Юм. Этем кӳлмен поль, кô лашана! çапла çын лаша кӳлет поль-и? (запряжено не по-людски). Сред. Юм. Этемĕн тем те пôлĕ, пирĕн-çиç çôк ôлă. Сред. Юм. Этемме ним те çитмес ôна. Альш. Э, çаплатăр вĕсем, çаплатăр: питĕ ырă çынсем вĕт: çын пырсан-килсен, этем ăшне кĕменни-кăна, калаçа-калаçа вилеççĕ вара, тет хуçа арăмĕ. Альш. Çийес килмест-и, ĕçес килмест-и? тет. Этем тутă. Çисе ĕçсе тăмас (люди сыты). Ст. Чек. Этем пурăна-киле вакран вака-тухать, тет; тĕнче пĕтес умĕн çынсем пӳрне пек пулĕç, тет. Альш. Этем пурĕ пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкши те. Альш. Кама курнă, çавăнтан ыйтатăп, — мĕн ыйтнине этем тени калаçать. Шевле. Старйк храса таханлать этем-лаша (человека, заменяющего лошадь) орине. Юрк. Вăл (она) этем мар, есрейлĕ, шуйттан!.. ăна урăх ырă ят çук... Сĕт-к. Çав та этем çа! И он, тоже человек, ведь! N. Çуркунне шыв пит тулнипе этемсене нумайĕшне çул чарăнса тăнипе çула кайма чарăнса тăрать. Ядр. Унтан тарçă тытрăмăр, çортсам лартрăмăр; халь этем, этеме ертĕмĕр. Ядр. Кашкăр этем пек сăмах хушрĕ. Пшкрт. Эй этем, кил-халĕ конта! Ч. П. Пире курайман этемсем. Ч. И. Саманисем явăр, этем усал. БАБ. Ырă Турă çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем тунă. (Из заклинания). Шурăм, № 18. Ĕнтĕ хĕлле пĕтĕм çӳрекен этемех хăй патне кĕртет. Кр. расск. Унтан Турă çĕр тăпри илнĕ те, çав тăпраран этем кĕлетки тунă. БАБ. Çавăнпа та ĕнтĕ ак этемсем тырă пулмасран темĕн пек хăраççĕ. В. Олг. Чистă эс шойттан, этем мар! IЬ. Эс этем мар, эс йытăран та осал, сысна! Орау. Етеммӳ-япалу! Ну, и человек! (говорит про себя самого). N. Икĕ пуçĕнче икĕ этем, вăта çĕрĕнче çĕр этем. (Хӳме). Питуш. Çумăр айĕн кайсассăн, этемрен тохса килес полать (совсем вымочишься и загрязнишься). Ч. С. Тете çапла чĕрĕлсен, этем çапах: керемет тытнă (его), теччĕç (люди все-таки говорили, что его поразила киреметь). N. Этем çинче (среди людей) пуринчен телейлĕ. С. Эй-яй-яй! ыр этем полимăн, ачам! С. Хальхи саманта этем ырă корас çок. Истор. Вырăс çĕрне Авияран этем мурĕ (мор) килнĕ. Альш. Ку Иванăн пĕр шальçи-те çук-чĕ, халь епле этем пăхма хал çук (пышно, великолепно) туса хунă! (построил). БАБ. Çула-ха, епле-май, апла: этем ĕçлесе-туса та пулин хăйне тăранмалăх тупма пулать; хĕле кĕтĕн, çук вара. Ч. С. Юмăçăсем пĕри те: кунтан этем пулас çук, тетчĕç. Чăвйп. Вăл Микка этемме мар, вылăха та пит ăста йăпатма пĕлнĕ. † Саманисем йăвăр, этем усал, эпĕр еменнине кам йĕрес? N. Шуйттан ачи кăна курать та: эй, этем тус, тархашшăн ан пер! тесе, йăлăнма тытăнчĕ, тет. Артюшк. Этем ачи, дитя человека (в противоположность шуйттан ачи). Якей. Этем. Она этем каламалла мар пытарнă. Его похоронили с пышностью. Алекс. Нев. Çав вăхăтрах хĕрне те этем пăхма çук (пышные) хаклă йышши тумсем тумлантарнă. N. Этем пухăнса çитсессĕн, этем чĕлхипе калаçа пуçларĕç, тет. Шурăм. 13. Эсĕ этем-и, этем мар-и? — кала! Вурмандеево. Çавăн чухне пĕтĕм ял кĕрлесе тăрать. Этем чунĕ хĕпĕртет (в праздник). И. Яндоуши. Этем нумай та, çын сахал. Людей много, но мало настоящих. Трхбл. Этемме ӳкнĕ чухне тапта. Эта пословица, продик тованная разочарованием, говорит о том, что сколько бы мы ни делали добра людям, они всегда отплатят нам неблагодарностью, а потому и не заслуживают сочувствия.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

давить

глаг. несов.
1. кого-что и на кого-что (син. нажимать) пус, тапта, пусар; давить ногой урапа тапта
2. кого-что (син. сжимать) хĕс, хĕстер; сапог давит ногу атă урана хĕстерет
3. (син. выжимать) пăчăрта, имĕр, çăр; давить ложкой ягоды çырлана кашăкпа имĕр
4. (син. убивать) пăв, вĕлер; лиса давит кур тилĕ чăхсене пăвать

топтать

глаг. несов.
тапта, тĕшĕр; топтать траву курăка тапта

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

наступать

на что несов., наступить, -плю сов. 1. ура ярса пус, урапа пус, тапта; 2. тӑшмана тапӑнса пыр, наступлени туса пыр.

притаптывать

что несов., притоптать, -пчу сов. тапта (курӑка).

топтать

-чу кого, что несов., потоптать сов. 1. тапта, таптаса çӳре, таптаса лучăрка (курăка); 2. таптаса çăр (тăм — кирпĕч тума); таптаса ир, имĕр (виноград — эрех тума); 3. таптаса варалама (урайне).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

вытоптать

сов. что 1. (истоптать) тапта, таптат, таптаса пĕтер; вытоптать посевы калчана таптаса пĕтер; 2. (протоптать) ту, хыв, такăрлат; вытоптать через поле тропинку уй урлă сукмак хыв.

давить

несов. 1. кого-что, на кого-что (тяжестью) пус, пусар; тап; снег давит на крышу юр çурт тăррине пусать; пар давит на поршень поршене пăс тапать; 2. что (жать) хĕс; сапог давит ногу атă урана хĕсет; 3. что (выжимать) пăчăрта, пар, сĕткен кăлар; давить ягоды çырла сĕткенне кăлар, çырла пăр; 4. кого, разг. (душить) пăв, пăвса вĕлер; хорёк давит цыплят пăсара чĕпсене пăвать; 5. безл. чувстве боли) пăв, хĕс; давит грудь кăкăрта тем пăвать; 6. что (мять; расплющивать, уничтожать) пус, пусса вĕлер (хăнкăлана), тапта, таптат, таптаса вĕлер; 7. кого, перен. (притеснять) ирĕксĕрле, хĕс; 8. что, перен. (теснитьо чувствах) пус, пăчăрта, каç; душу давит тоска чуна хуйхă касать.

задавить

сов. 1. кого (придавить насмерть) тапта, таптаса кай (е пăрах); лапчăт, лапчăтса ларт (е пăрах), çап, çапса пăрах; машина задавила собаку машина йытта таптаса кайнă; 2. кого, прост. (задушить, удавить) пăв, пăвса пăрах; кошка задавила мышь кушак шăшие пăвса пăрахнă; 3. что, прост. пусар (çилле).

замять

сов. что, разг. 1. (сдавить; вдавить) лӳчĕркесе тăк, тапта; 2. (приостановить, пресечь) чарса ларт, пĕтерсе хур, путарса ларт, путлантар; замять дело ĕçе путарса ларт; 3. (отвлечь внимание) парса яр, ирттерсе яр, сăмах айне ту; замять вопрос ыйтăва сăмах айне ту; замять разговор калаçăва пăрса яр.

заследить

сов. что, разг. тапта, таптаса çӳре, таптаса пĕтер, йĕрлесе çӳре, йĕрлесе пĕтер; заследить пол урайне йĕрлесе пĕтер.

затереть

сов. 1. что (стереть) хуратса пăрах (çырнине); 2. что, разг. (загрязнить, истрепать) якатса яр (е пăрах); хуратса пĕтер (е яр, пăрах — тумтире); 3. кого-то (сдавить) хĕс, хĕстер, хĕстерсе ларт; льды затёрли судно карапа пăрсем хĕстерсе лартнă; 4. кого, перен. разг. (оттеснить на задний план) хĕс, çул ан пар, тапта.

издеваться

несов. мăшкăл ту, мăшкăлла, хур ту, тапта.

надавить

сов. 1. что, на что (нажать) тĕк, пус, пусар, пăчăрта; 2. что, чего (выжать) пăчăртаса кăлар (е юхтар); надавить соку сĕткене пăчăртаса кăлар; 3. кого-чего (давя, уничтожить) пус, тапта, пусса (е таптаса) вĕлер.

наступить

сов. на кого-что (ногой) пус, тапта; наступить на ногу ура çине пус; (ему) медведь (или слон) на ухо наступил унăн музыка туйăмĕ çук.

обмять

сов. что тапта, пусар, лапчăт; обмять солому улăма тапта.

обтоптать

сов. что тапта, таптаса çаврăн.

переехать

сов. 1. что, черев что каç; переехать реку шыв урлă каç; 2. (переселиться) куç, куçса кай (е кил); 3. кого-что (раздавить) тапта, таптаса кай.

перемять

сов. что 1. (заново) çĕнĕрен (е тепĕр хут) çăр (е ир, çемçет); перемять глину тăма çĕнĕрен çăр; 2. (всё многое) çăр, лӳчĕрке, тапта, ир, çемçет; перемять траву курăка таптаса пĕтер; перемять все бельё пĕтĕм кĕпе-йĕме лӳчĕркесе пĕтер.

попрать

сов. что пусар, тапта, ним вырăнне те ан хур.

потоптать

сов. что 1. (всё или многое) тапта, таптаса тух (е пĕтер); 2. (некоторое время) тапта (пĕр хуша) таптаса ил.

примять

сов. что лапчăт, тапта, таптаса лапчăт, лӳчĕрке.

притоптать

сов. что тапта, таптаса ларт (е пусар, тикĕсле).

растоптать

сов. кого-что тапта, таптаса тăк, таптаса ват (е çĕмĕр).

смять

сов. 1. что лутăрка, лӳчĕрке, тĕркеле; смять платье кĕпене лутăркаса пĕтер; 2. что (пригнуть, притоптать) тапта, таптаса лапчăт, тĕшĕр, çĕмĕр; смять траву курăка тапта; 3. кого-что (расстроить ряды, сломить сопротивление) çĕнтер, парăнтар, аркатса (е тустарса, çĕмĕрсе) тăк; смять противника тăшмана аркатса тăк; 4. кого-что, перен. (сломить душевные силы) хуç; ◇ смять лён йĕтĕн тылла; смять глину тăм çемçет (çăрса).

стравить

сов. 1. кого (натравить друг на друга животных, птиц) вăрçтар, çапăçтар, вĕслеттер (йытта); стравить петухов автансене вăрçтар; 2. кого, перен. разг. (подстрекнуть к спору, драке) хĕтĕрт, хирĕçтер, йĕкĕлтесе вăрçтар; 3. что (произвести потраву) тапта, таптаттар; стравить луга улăхсене таптаттар; 4. кого-что (уничтожить) пĕтер, вĕлер, вĕлерсе пĕтер.

топтать

несов. 1. кого-что (мять, давить) тапта, иш, тĕшĕр; топтать траву курăка тĕшĕр; 2. что, разг. (грязнить) таптаса варала; топтать пол урайне таптаса варала; 3. что (разминать ногами) таптаса çăр (е ир), урапа çăр; топтать глину тăм таптаса çăр; 4. что, разг. (снашивать обувь) тăхăнса пĕтер, утса çĕт.

трамбовать

несов. что пусарса хытар, тапта, такăрлат, таптаса пусар, тикĕсле; трамбовать землю çĕре таптаса пусар.

умять

сов. что, разг. 1. (сделать мягким) çемçет, çăрса çемçет; умять глину тăма çăрса çемçет; 2. (уплотнить) тапта, таптаса ларт, чых, пусăрăнтар; умять сено утта тапта.

утоптать

сов. что тапта, таптаса пусар (е хытар), таптаса такăрлат.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

тапта

таптарга

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

тапта

1. «топтать»; «мять»; 2. «травить (посевы)»; ойр., алт. В, хак., казах., ног., кумык., тат. тапта, башк. тапа, узб. топта «топтать», «растаптывать», «наступать на что-л».; в тат., башк., казах. ещё «травить посевы». Вероятно, от звукоподражательной основы тan.

тупан

1. «ступня», «подошва»; 2. «полоз»; 3. диал. «обод»; МК, чаг., казах., к. калп., ног., тур., тат., башк., хак. табӓн, кирг., алт. В, ойр. таман, уйг. тапан, туркм. дабан, узб. товон, тув. тавангай «ступня», «подошва». От глагола тan, тапта «топтать».

тупта

«ковать», «отбивать (косу)»; тат., ног., кумык., ойр., хак., якут. тапта, башк. тапа, казах. какта то же; ср. монг. табта «ковать» (Бурдуков).

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ури çине тапта

Ури çине тапта наступать / наступить (на пятки [на хвост] кому.
Çăм çип ăшăтмасассăн, Чĕрем ăшăттăрах. Тапта усал тăшманăн Ури çине часрах. П. Хусанкай.

Çавăн пекех пăхăр:

тапру тапруска тапса ил тапса тох « тапта » таптав таптан таптанчăк таптар таптат

тапта
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150