типири
миф.
злой дух
типпи
то же, что типири
типири
некогда, название духа (типĕ ырри?). Орау. Мĕн типири тытрĕ тата? Ах, ку ача-пчана ним туса та юраттарма çук (на этих ребят никак не угодишь)! СТИК. Çын темĕскерле хирĕçсе çитсен, сăмах майне килмесен (если кто-нибудь вздорит и не поддается уговорам): типири тытрĕ, теççĕ. СПВВ. Т. Типири çынна е урмаштарать, е темĕн чухлĕ чĕнсен те чĕнми тăвать. Çын вара тах калаçса ларнă чухне вăрçма тытăнать; вара: кăна типири тытрĕ пулас, теççĕ. || Неслух. СПВВ. ФИ. Типири — ие. Çапла чарса чарăнман, ăнман ачана калаççĕ. Ib. Çын ӳкĕтне килмен çынна, типири! теççĕ. || Брезгуша. Некстати вспыльчивый. Орау. Типири тесе, апат тиркесе çимасăр юнтаракан çынна калаççĕ. Ib. Типири — кирлĕ-кирлĕ маршăн çиленекен. || Властолюбивый. СПВВ. ТМ. Типири-усал, çынна хăйне пăхăнса пурăнма хушакан çын. || Брань. Ст. Чек. СПВВ. ЕС. Упăшки арăмне хĕне пуçласан, арăмĕ упăшкине: типири! тет. Урăх çынна та калаççĕ.
типирил
(-л’), то же, что типири. СПВВ. Типирил — юрахсăр усал çын.
Çавăн пекех пăхăр:
типизациле типик Типиккасси типин « типири » типирил типичность типичный типлă типлăх