йĕрке-тирпей
собир.
порядок
кил-çуртри йĕрке-тирпей — порядок в домашнем хозяйстве
типтер
I.
то же, что тирпей
вĕсен килĕнче ним типтерĕ çук — в доме у них нет никакого порядка
тирпей
1.
порядок, чистота
тирпей кӳр — навести порядок
тирпей тыт — соблюдать порядок, содержать что-л. в порядке
пӳртре ним тирпейĕ çук — в доме нет никакого порядка, в доме полный беспорядок
тирпей
2.
опрятность, аккуратность, чистоплотность
тумтир тирпейĕ — опрятность одежды
тирпей
3.
уют
вăл кил-çурта тирпей кĕртме пĕлет — она умеет создать в доме уют
тирпей-илем
1.
уют
пӳрте тирпей-илем кӳр — создать в доме уют
тирпей-илем
2.
благоустройство
хулари тирпей-илем ĕçĕсем — работы по благоустройству города
кĕрт
10. в сочет. с некоторыми сущ.
означает осуществление определенного действия:
ĕçе кĕрт — ввести в строй (напр. предприятие)
йăлана кĕрт — внедрить в быт
пурнăçа кĕрт — осуществить, воплотить в жизнь
тирпей-илем кĕрт — благоустраивать
тирпей-илем кĕртнĕ район — благоустроенный район
тыт
(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.
тирпей
(тирбэj, т’ирбэj), порядок, благоустройство. СТИК. Ман карташĕнче пĕр тирпей те çук. У меня нет во дворе никакого порядка. Альш. † Вак касрăм та, шыв ĕçрĕм, шыв тирпейне пĕлмерĕм; каччă пултăм, авлантăм, арăм тирпеqне пĕлмерĕм (не умел обращаться). Т. Григорьева. † Хăмăш касса пӳрт турăм, пӳрт тирпейне пĕлмерĕм. Ир. Сывл. 25. Ĕçхалăх вăй-халĕ... кунта вут пулса тирпей шăранать. N. Кил-çурт тирпейĕ тума тытăнать. Начинает приводить дом в порядок? || Экономия.
тирпев
то же, что тирпей. Кан. Тирпев çук-мĕн, çав картине мĕн-ха тӳрлетмеççĕ-ши, ытла та япăх-çке?
тирпет
то же, что тирпей?
шăран
плавиться, топиться (о масле). N. Тăхлан шăранать. Свинец плавится. || Пылать; палить. Торп-к. Шăрăнса пăхакан хĕвелшĕн. (Клятва). М. Шемерд. Шăранса пăхакан çут çăлтăр... Шăранса пăхакан хĕвел. (Из наговора). Ib. Шăранса çунакан вут. || Тлеть. О сохр. здор. Кăвар шăраннă пек шăранса тăраççĕ. N. Кăвар шăрансан, когда горячие уголья потухнут, когда они едва тлеют. Ромс 29. Вучахра кăвар шăраннă: кăвакăн-симĕсĕн çунса выртнă. || В переносном смысле. N. Çав сăмахсене вуланă чух этем чунĕ мĕн чухлĕ шăранса тăнине кам пĕлмест? || Ослабляться. Сборн. по мед. Ватăлас енне кайсан, пур çын та шăрана пуçлать. N. Ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхса кĕр ӳстерсен, ватăлсан та вăл час шăранмасть, тетпĕр. Ир. сывл. 34. Ĕç вăй-халĕ шăранать. Ib. 25. Ĕç халăх вăй халĕ кунта вут пулса тирпей шăранать. || Убавиться в размере. СТИК. Хайхи мăнтăр сысна епле шăранса кайнă (поубавилось жиру, толщина спала), суха сухаласси чей ĕçсе тутлă çисе выртасси мар çав! Сред. Юм. Пит самăр çын пăртак начарлансан: шăраннă, теççĕ. Скотолеч. 7. Çапла имлесен те лашанăн хырăмĕ шăранмасан... СТИК. Ку шыçă кăшт та шăранмаст-çке, мĕн тăвас? Не опадает (опухоль). N. Пит халь те шăранса çитмест (= халь те шыçĕ чакмасть), ами. СТИК. Ĕне çилли епле шăранса кайнă, кĕтӳçĕ каллах сунă пулас (вымя спало). || Разжижаться. Рак., Кайсар. Арăмсем çăмăлланнă хыççăн ăшне юн хытса ларнипе аптăра пуçласан, çак курăка вĕретсе ĕçеççĕ. Унтан вара хытса ларнă юнĕ шăранса ерипен юхса пĕтет. || Исполнять прекрасно, великолепно, чудесно (песни, музыку, работу и т. д.). N. Симĕс вăрман тумланать, шăпчăк юрри шăранать. N. Вара шăранаççĕ хĕрсем юрăра. || Перевариваться. N. Апат-çимĕç шăранни, пищеварение.
пус
, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.
антисанитарный
прил. (син. грязный)
таса мар, вараланчăк, тирпейсĕр; магазин находится в антисанитарном состоянии магазинта тасалăхпа тирпей çук
бережливость
сущ.жен.; (син. расчётливость, экономия; ант. мотовство)
перекет, тирпей; перекетлĕх, тирпейлĕх, пуçтарулăх; проявлять бережливость перекетлĕ пул
благоустроенный
прил.
тирпейлĕ, хăтлă, тирпей-илемлĕ; благоустроенная квартира хăтлă хваттер (ăшă, шыв, канализаци пурри)
благоустройство
сущ.сред.
тирпей, хăт, тирпей-илем; тирпейлени, хăт кӳни; благоустройство села яла тирпей-илем кӳни
воскресник
сущ.муж.
воскресник (канмалли кун пысăк йышпа тӳлевсĕр ĕçлени); воскресник по благоустройству города хулана тирпей-илем кӳмелли воскресник
распорядок
-дка, йĕрке, тирпей; распорядок дня кун йĕрки.
порядок
, -дка 1. йĕрке, йĕркелĕх, тирпей, тирпейлĕх; 2. привести в порядок йĕркеле, йӗркене кĕрт, тирпейле, майлаштар; 2. йĕркерен, йĕркипе; рассказать по порядку йĕркипе каласа пар; порядок дня кун йĕрки.
благоустроить
сов. что тирпейле, йĕркеле, тирпей (е йĕрке) кĕрт, хăтлă ту.
благоустройство
с. тирпей-илем кĕртни, тирпейлĕх, хăтлăх.
косметика
ж. 1. косметика (ӳт-тире тирпей кĕртни); кабинет косметики косметика кабинечĕ; 2. косметика, писев.
неблагоустроенный
прил. тирпей-илем кĕртмен, йĕркелесе (е майлаштарса) çитермен; неблагоустроенный район тирпей-илем кĕртмен район.
нравственность
ж. 1. нравственность, йĕрке-тирпей (çын хăйне хăй епле тыткаламалли йĕркесем); 2. (поведение) хăйне хăй тыткалани; человек высокой нравственности хăйне пит тӳрĕ тыткалакан çын.
нравственный
прил. 1. нравственность ⸗ĕ [⸗и]; йĕрке-тирпей ⸗ĕ [⸗и]; нравственные правила нравственность правилисем; 2. йĕркеллĕ, чыслă, хисеплĕ, ятлă-сумлă; нравственный человек ятлă-сумлă çын.
порядок
м. 1. йĕрке, йĕркелĕх, тирпей, ĕрет, тăрлав; следить за порядком йĕркелĕхе асăрха; приводить книги в порядок кĕнекесене майла; наводить порядок во дворе картишне тирпейле; нарушать порядок йĕркене пăс; навести порядок тирпей кӳр; 2. чего (общественное устройство, строй, обычай) йĕрке, йăла; порядок жизни пурнăç йĕрки; крепостные порядки крепостла йĕрке; 3. (последовательность чего-л.) йĕрке, ĕрет, черет; алфавитный порядок алфавит йĕрки; сосчитать по порядку ĕретрен шутласа тух; рассказывать по порядку йĕркипе каласа пар; в порядке очереди черетпе; 4. (способ, метод, правила) йĕрке; порядок голосования сасăламалли йĕрке; обрядовый порядок вере; брать в принудительном порядке вăйпа ил; 5. обычно в род. п. с определением карт, шай, мĕнлелĕх; явления одного порядка пĕр картри япаласем; 6. (военное построение) йĕрке; строевой порядок строй йĕрки; 7. обл. (одна сторона улицы) йĕрке, рет, ен; улица в два порядка икĕ ретлĕ урам; ◇ в административном порядке администраци йĕркипе; призвать к порядку йĕркене кĕрт; в порядке йĕркеллĕ, йĕркеллех; в порядке вещей çапла пулмалла та; для порядка 1) (для его поддержания) йĕрке тытма, йĕркешĕн; 2) (для соблюдения правил) йăлишĕн, йĕркишĕн, ячĕшĕн; своим порядком хăй майĕпе (е йĕркипе).
распорядок
м. йĕрке, тирпей; распорядок дня кун йĕрки.
тщательность
ж. тăрăшу, тирпей, тăрăшни, тирпейлĕ (е тĕплĕ) туни.
уют
м. хăт, тирпей, канлĕх, канăçлăх; создать в доме уют пӳрте тирпей кĕрт.
чистоплотность
ж. 1. (опрятность) тирпей, тирпейлĕх, тасалăх, чыслăх; 2. перен. (нравственная) тирпелĕх, тӳрĕлĕх, таса чĕреллĕ пулни.
чистота
ж. 1. тасалăх, таса, тирпей, тирпейлĕх; содержать в чистоте таса тыт; соблюдать чистоту тасалăха сыхла, ан варала; 2. (отсутствие примеси) тасалăх; чистота произношения сасă тасалăхĕ; 3. перен. (нравственная) тасалăх, тӳрĕлĕх, тӳрĕ (е таса) кăмăллă пулни; чистота души чун таçăлăхĕ.
бесхозяйственность
хуçасăрлăх, тирпейсĕрлĕх, тирпей çукки; проявления бесхозяйственности хуçасăрлăх палăрăмĕсем
благоустройство
тирпей, хăт, тирпейлӳ; тирпейлени, хăт кĕртни; благоустройство городских дворов хулари кил хушшисене хăт кĕртни
воскресник
воскресник (вырсарни кун пысăк йышпа тӳлевсĕр ĕçлени); воскресник по благоустройству города хулана тирпей-илем кӳмелли воскресник
деревня
ял; чувашские деревни чăваш ялĕсем; благоустройство деревень ялсене тирпей-илем кӳни
субботник
субботник (пысăк йышпа тӳлевсĕр ĕçлени); субботник по благоустройству города хулана тирпей-илем кĕртмелли субботник
тирпей
тәртип
Ordnung
jĕrkelĕh, tirpej
йĕркелĕх, тирпей
типтер
см. тирпей.
тирпей
, диал. типтер 1. «порядок», «благоустройство», «экономия», «уют»; 2. «опрятный», «аккуратный», «чистоплотный»; типтер уст., диал. «бирка» (бирками пользовались в старое время неграмотные сборщики податей и сельские старосты); уйг., азерб. тәрбийә, узб., кирг., к. калп. тарбия, башк., тат., ног. тәрбиә, тур., туркм. тербие «воспитание». Заимствованы из араб. и перс. яз.: араб. пер. (тарбийат) «воспитание», «образование». Чув. типтер в значении «бирка» восходит к араб.-перс. «тетрадь», «реестр», «книга по сбору податей», «записная книжка», «журнал», «торговая книга»; сюда, в свою очередь, оно проникло из греч. διφτεра «выделанная шкура», «род пергамента, на котором писали»; в значении «тетрадь», «реестр» оно сохранилось в следующих тюрк. яз.: др. тюрк., уйг. тӓптӓр, узб. дафтар, азерб., тат., башк. дәфтәр, турк. депдер, кирг. дептер, «тетрадь»; ср. монг. дебтер «книга вообще», «тетрадь» (Бурдуков). Чувашские тирпей и типтер своими значениями вполне соответствуют арабскому и персидскому У (тартиб) «порядок», «устройство», «распределение», «план», «система». На чувашской почве в этом слове произошла перестановка слогов: тар-тиб > тип-тертәртип, кирг., узб. тартан, тур., туркм. тертип «порядок», «распорядок», «дисциплина», «режим», «система»; тәртипсез, чув. типтерсĕр, тирпейсĕр «беспорядочный», «недисциплинированный», «безалаберный».
Çавăн пекех пăхăр:
тирне-тăрăс тирне-тăрăсла тирпев тирпевле « тирпей » тирпей йĕрки тирпей-илем тирпейлĕ тирпейлĕн тирпейлĕх