чăмăркка
1.
ком, комок, шар, шарик
катыш прост.
чăмăркка
шарообразный, шаровидный
тăм чăмăркки — ком глины
юр чăмăркки — снежок
чăмăркка
2.
округлость
чăмăркка
округлый, круглый
чăмăркка питлĕ хĕр — круглолицая девушка
чăмăртак
то же, что чăмăркка 1.
çăкăр чăмăртакĕ — катыш хлеба
типĕ
(тибэ̆, т’ибэ̆, Пшкрт: тиβэ̆), сухой. О сохр. здор. Эпир хамăр тире, вăл типĕ тарламан чухне сăтăрса пăхсан, пирĕн пурнесем айĕнче чăмăркка япаласем те пулмаççĕ. N. Иван корнă ĕни картара типĕ олăм çинине. Альш. Вăтакас ĕлĕкех типĕ кас пулна вăл, теççĕ (его не заливало водою). Янгильд. Ортемей куçран çĕтрĕ. Онччен те полмин эпĕ типĕ çырмана кĕрсе ӳкрĕм. || Страдающий от недостатка в пище. N. Юрварсăр ан пурăнăр, пĕр сысна илсе пус, типĕ ан пурăнăр. Чертаг. Яльчик. Типĕ порăнатпăр. || Sine feminis. N. Типех пурнатпăр. || Суша, сухое место. Ядр. † Çут-кӳлĕре шур пулă, типпе юлас сасси пур. Янш.-Норв. Типпе хăварса пул тытатпăр. ПМП. Типĕпе çӳрекенсем (путешествующие по суше). || Сухое. N. Унта вара эрнипах çумăр çурĕ, пĕр типпи те юлмарĕ. || Засуха. || Пост. ЧС. Чăнах та аслă типпĕн малтанхи эрнинче юнкун (в среду) вилчĕ. N. Ни типпи-йĕпине пĕлмесĕр (не зная ни поста, ни мясоеда), ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнса пурăнать (пирует во всю). Регули 1206. Çак типĕ иртнĕ çĕре (к концу этого поста) килет. Ib. 1213. Вăл типпе кĕрсенех (в самом начале поста) кисеччĕ (приходил) конта. Ib. 1225. Типĕ пĕтерсен кайăпăр. В. Олг. Типĕре, в посте. Б. Олг. Çуарни пĕтеретпĕр, типпе тохатпăр. Собр. Яланах çăварни мар, типĕ те килет, теççĕ. (Послов.). СТИК. Типпе кĕрсен, по наступлении поста. Изамб. Т. Типпе кĕнĕ кун, заговенье. Ib. Типĕ тухнă кун, разговенье. Сред. Юм. Типпе кĕнĕ. Начался пост. N. Типпе кĕни (= ӳтрен тухни). N. Типпе тухсан, когда начинается (начался) пост. || Постный. Ib. Типĕ апатпа ăш выртмаçть (не наешься). КС. Пĕçермелли нимĕн те пулмарĕ те, типĕ апатах лартса ятăм. || В см. наречия. Орау. Çулла çупа пурăнать, хĕлле типĕ. || Тощий, худой. Пшкрт. В. Олг. Типĕ (çын) — тошча, тощий. || Напрасно. Начерт. 166
тăмăкка
то же, что чăмăркка? Описка? СПВВ. НН. Çăма арламашкăн çăмне тăмăкка чĕркине кĕнчеле теççĕ.
чăмакка
то же, что чăмăркка.
чăмăркка
шарик, катыш, колобок. Чăмăрла, в шарообразном виде. || Вкрутую (об яйце). N. Чăмăрла пĕçернĕ çăмарта. Яйцо, сваренное вкрутую.
путăк
(-д-), углубление, рябина (на лице). Скотолеч. 33. Çав кĕсен хăпăнса ӳкет те, вырăнĕ путăк пулса юлать. Ск. и пред. 57. Амăшин путăк пичĕсем тăрăх куççуле, шыв пек тумласа анчĕ. Баран. 106. Чечек тусанне хурт хăй çинчен шăлса кайри уринчи путăк тăракан вырăна чăп-чăмăркка туса пухса хурать. || Яма. Н. Карм. Ск. и пред. 66. Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрлсе шыв кĕрлет. || Топкий. Хурамал. Путăкрах çĕр.
анăра кăшман
(кы̆шман), анра кăшман, nom. herbae, назв. растения. Череп. Анăра кăшманăн çулçи кăшман çулçи пек, шупкарах, анăра çарăкăн-çарăк çулçи пек, тĕттĕм-сĕмлĕ, т. е. листья ее бледноватые, похожи на листья редьки, а листья травы анăра çарăк — темноватые и похожи на листья репы. Сред. Юм. Анрă кăшман. Пахчасĕнче йӳç-кăшман çӳлçи пик çӳлĕçлĕ пõлакан кõрăка калаççĕ. Он вăрри те йӳç-кăшман вăрри пик полать. Так называют огородную траву, листья которой и семена похожи на листья и семена редьки. Ib. Он вăрри йӳç-кăпшан вăрри пекех пõлать, çӳлçи те çавăнни (с’авы̆н’н’и) пекех пõлать. Ст. Чек. 'Анăра кăшман'. Унăн пӳрне пек тымарĕ, кусакĕ хулăн, вăрри шултăра, ясмăк вăрри пек те, анчах чăп-чăмăркка, т. е. корень ее похож на палец, стручек толстый, — семя крупное, похожее на чечевичное, но только совершенно круглое. Янтик. Пирĕн итемре анра кăшман пит нумай. У нас на гумне очень много анăра кăшман.
кантăр вăрри чăмăркки
комок конопляной избойны. НИП. Кантăр вăрри чăмăркки, килĕ çинче çăкăрпа хутăштарса тĕвеççĕ (анатрисем). Н. Лебеж. Турчăка вĕçĕнче тутли пур. (Кантăр вăрри чăмăркки). СТИК. Кантăр вăрри чăмăркки. Кантăр вăррине малтан типĕтеççĕ те, унтан ăна, вир киллине ярса, тĕвеççĕ. Тӳнĕ чухне ăна икĕ-виçĕ хут такана çине илсе авăсаççĕ. Кайран-кайран кантăр вăрри хупписем çурăлса вĕççе пĕтеççĕ те, кантăр вăрри ăшне çăкăр çемçи ярса тĕвеççĕ. Вара кантăр вăрри тăм пек çыпăçат. Ăна чăмăркка туса çиеççĕ.
лĕпсĕрке
(л’ӧ̆псӧ̆рг’э, л’э̆псэ̃ргэ), лохматый, мохнатый, неуклюжий. С. Мокш. N. Кăмакара лĕпсĕрке упа ташлать. (Милке). Вопр. Смоленск. Кăнтăрла çитерехпе лĕпсĕрке (пысăк, хура, илемсĕр, чăмăркка капан пек) хулăм пĕлĕтсем тухсан, каçпа çăмăр пулать. Чув. пр. о пог. 167. Лĕпсĕркке пĕлĕт, мохнатое, размытое кучевое облако.
меслетсĕр
без повода. Изамб. Т. Меслетсĕр пыраймăп çав. || Череп. Меслетсĕр çын, неловкий, несообразительный, бестолковый. || БАБ. Меслетсĕр пысăк, несуразно большой. Ib. Меслетсĕр аван, очень хороший. Ib. Меслетсĕр начар. СТИК. Меслетсĕр, очень: меслетсĕр аван, меслетсĕр пысăк. Баран. Удав тиекен меслетсĕр пысăк çĕленсем çӳреççĕ. Ст. Чек. Ку япала меслетсĕр аван (весьма хороша). Ib. 255. Вăл (хĕвел) меслетсĕр пысăк чăмăркка япала.
мискалка
юла? СПВВ. ЕХ. Мискалка: ача-пăчасем юр çинче шутарса вылямашткăн (так!) чăп-чăмăркка шӳреке вĕçлĕ тăваççĕ. Срв. мар. мунчалтэм. В нек. гов. çăртан.
ик
неизв. слово. Вотлст. Ик чак — пĕр чăмăртак. (Йăва, загадка о гнезде). В. Чураль-к. та же загадка относится к замку или ключу («çăраçи», т.-е. çăраççи), а в Байгулове — к банной каменке: ик-чак чăмăркка = мунча çулĕ. Икково. Ик чак чăмăр-так, иккĕн (вдвоём) тытса çимелле (Загадка о брюкве: кушшăм).
комок
сущ.муж.
чăмакка, чăмăркка, муклашка, катăк; комок глины тăм чăмакки ♦ комок в горле стоит пыр пӳлĕнчĕ (хумханнипе)
ком
м. чăмăркка, чăмакка, муклашка; ком снега юр чăмăркки; ком глины тăм муклашки; ◇ ком в горле (стоит, застрял) ăшчик тулса килни, тăвăнса килни.
комок
м. пĕчĕк муклашка, чăмăркка, чăмакка; комок в горле (стоит, застрял и т. п.) пыр пӳлĕнчĕ; комок подступил (или подкатился) к горлу ăшчик тулса килчĕ (е тăвăнса çитрĕ); сжаться в комок (или комком), свернуться в комок (или комком) çăмха пек хутланса вырт, чĕрĕп пек хутланса вырт.
круглый
прил. 1. çавра, çаврака; чăмăр, чăмăркка; круглый стол çавра сĕтел; 2. (целый, весь): круглый год çулталăк тăршшĕпех; круглый день яра куна; круглые сутки талăкĕпех; 3. (полный, совершенный) тăр, чăн, сĕм-; круглый дурак (или глупец) тăр ухмах; ◇ круглый отличник çара отличник; круглая сирота хăр-тăлăх; круглые скобки çавра скобкăсем; круглый счёт тулли хисеп; круглая сумма кал-кал укçа; в круглых цифрах тулли шутпа; делать круглые глаза куçа-пуçа чарса пăрах; учиться на круглые пятёрки çара пиллĕкпе вĕрен.
чăмăр
1. «шар»; «шарообразный»; 2. «круглый»; 3. «кулак»; чăмакка, чăмăркка «катыш», «ком», «колобок», «шарик»; уйг. жумлак, азерб. юмру, тат. йомри, башк. йоморо «круглый»,, «шарообразный»; казах., жумыр «круглый»; кирг. жумуру, якут. сомоко «круглый», «цилиндрический»; Замахш., тур., туркм. йумрук, азерб. юмруг, кумык., юмурук, ног. юмырык «кулак»; азерб. юмру «катышек»; башк. йоморса «шарик», йоморсай «катышек». От корня, соответствующего уйг. йум, кирг. жум «сжимать»; тат., башк. йом «закрывать», «замыкать», «зажимать». „Слова эти, — пишет Ф. Г. Исхаков, — исторически образованы от корня йум — «закрывать», «зажимать», по-видимому, через ступень йумру ~ йумуру... «круглый»“ (ИСГТЯ IV, 20).
беляш
п.с. Çупа пĕçернĕ чăмăркка аш пелĕшĕ. Беляши текен апат 33 грамм таймалла. К-н, 1975, 2 /, 2 с. Тĕп пасарта Л.Андреева беляш сутнă. К-н, 1986, 20 /, 3 с. Рынокран тухнă çĕрте икшер беляш илчĕç, ...аппетитсăр чăмларĕç. К-н, 1999, 3 /, 3 с.
Çавăн пекех пăхăр:
чăмăкăç чăмăкла чăмăр чăмăр сава « чăмăркка » чăмăркка çăраççи чăмăркка йĕкĕр хуран чăмăрккала чăмăрла чăмăрлан