шалак
то же, что шалатка 2.
шалатка
1.
редкий, неплотный (о ткани)
нечастый
шалатка пир — реднина, неплотный холст
шалатка хĕç — бердо с редкими пластинками
шалатка
2. разг.
пустомеля, болтун, пустозвон
шалатка
говорливый, излишне болтливый
шалатка
2. разг.
неряха, грязнуля
шалатка
неряшливый, нечистоплотный, неаккуратный
шалкăм
2.
то же, что шалатка 1.
шултăрка
I. диал.
1.
то же, что шалатка 1.
хĕç
бердо (ткацкая принадлежность). Юрк. Хĕç — пир тĕртекенни. Якейк. Хĕç: 1) олттă хĕç, 2) çиччĕ хĕç, З) саккăр хĕç, 4) тăххăр хĕç, 5) воннă хĕç, 6) вонпĕр вонни хĕç, 7) воникĕ вонни хĕç (различаются по тонине и частоте пластинок). Ст. Чек. Мĕнле хĕçсем пулаççĕ? Улттă хĕçĕ, çиччĕ, саккăр хĕçĕ. Ку хĕçсемпе тăла (парттянккă, мишук, шăлапир) тĕртеççĕ. Таххăр хĕçĕ, вуннă, вунпĕр хĕçĕпе шур пир, ашăли, тĕрлĕрен кĕпе-йĕмлĕх, килти çиппе пасар çиппинчен тĕртеççĕ. Вуниккĕ хĕçĕ, вунвиççĕ, вунтăваттă хĕçĕпе сурпан, кĕпелĕх пасар çиппинчен тĕртеççĕ. Икково. Пир-авăра тĕслĕрен хĕçпе тĕртеççĕ. Çинче çипе ю (= йăвă) шăллă хĕçсемпе (саккăр, тăххăр, воннă хĕççипе) тĕртеççĕ, пысăк çипе сайра, шăллă хĕçсемпе (пиллĕк, олттă, çиччĕ хĕççипе) тĕртеççĕ. N. Хĕçĕ шăхăр пулсассăн, ураççи сахал кĕрет; хĕçĕ шалатка пулсассăн, ураççи нуммай кĕрет. Юрк. Улача çиппихĕç тиркет, урлă хĕçе тиркемес. Пазух. 9. Атьăр, хĕрсем, пасара çитсă (çиччĕ?) хĕçĕ суйлама. Çитсă (çиччĕ?) хĕçĕ çип тиркет те, çитсă (çиччĕ?) хĕçĕ çип тиркет, Чакă ачи хĕр тиркет. Сред. Юм. Выльăх начарланнă тессине: хĕç пек полса кайна, теççĕ. ЧС. Пирĕн лашамăр пĕр эрнене яхăн асаплансан, пĕр ĕçмесĕр çип-çинче хĕç пек тăрса юлчĕ, Ст. Чек. Улттă, çиччĕ хĕçĕпе тăла тĕртеççĕ. Микушк. Çăмарта пек лашасене çиччĕ хĕç пек турăмăр. Ст. Чек. Тăххăр хĕç пирĕн (т. е, тăххăр хĕçĕпе тĕртнĕ пирĕн) анĕ аслă касасси-пӳкесси час пулмас. || Назв. рыбы, чехонь. ШС. Хĕç = хăчах, чехонь. N. Аçтăрханта хĕç вылать, хĕç вылянипе хĕç хаклă.
шалатка
крупной; редкий (о ткани). || СПВВ. НН. Шалатка — шултăра япала. Пир тĕртмелли хĕçе, тата алана та: ку ытла шалатка, ыраш витĕрех юхса тухмалла, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Хĕçĕн шăлĕсем сайра пулсан, шалатка теççĕ. Моркар. Шалатка хĕç — сайра хĕç. Н. Карм. Шалатка хĕç, редкий. Ib. Шалатка хĕç — сайра шăллă хĕç. Сред. Юм. Мĕншĕн пит шалатка тĕртен эс ку пире, мĕн тума юрать ку, кăçан вĕренмелле ĕçлеме! Б. Олг. Шалатка пир, редкий холст. || Громко говоряший, слишком откровенный, рассеянный. Моркар. Ст. Чек. Шалатка калаçат, шултăра калаçат, ĕсре (зря) калаçат. Говорит ни с чем не считаясь (иногда непристойно), шумно, болтает без толку, особенным голосом. Янтик. Шалатка тесе кăшкăрса, хăвăрт, ялан смахлакан çынна калаççĕ. СПВВ. КЕ. Шалатка тесе питĕ сăмахлама юратакан хĕрарăмсене калаççĕ. Шалаткасем ĕçлеме питех юратмаççĕ, вĕсем килĕрен киле чупма юратаççĕ. || ЙФН. Атти килĕ шалатка, шалатка пулин те сала пак, епле тухса каям ши? || Неряха. Тюрл. Эй, шалатка! чипер тыткала пĕлместĕн (неряха, прольет или что).
шăхăр
густой, чистый. СПВВ. ЕС. Шăхăр = çăра. Ib. Пир тĕртекен хĕç шăлĕ шăхăр пулат, е шалатка (сайра) пулат. СПВВ. ЕХ. Пир тĕртекен хĕçĕн шăлĕсем çăра пулсан, шăхăр теççĕ. СПВВ. НН. Пир тĕртмелли хĕçе тата алана: ку ытла шăхăр, пукра тухас çук, теççĕ. N. Хăмăш касрăм, хĕç турăм, хĕççи шăхăр пулминччĕ. N. Шăхăр хĕç = йăвă хĕç. N. Шăхар хĕç = çăра шăллă хĕç. || Красиво. N. Шăхăр = чипер. Хора-к. Тавай пăхас хĕр пăхас, ора шăхăр сырнине, çамка хĕрри кăтрине. || Лес? Н. Якушк. Ах аттеçĕм — аннеçĕм, кăнтăрла çиме лартăмăр, пур ачу та тĕрĕсчĕ, хĕве шăхăра ларнă чух санăн пĕр ачу çук пулĕ.
грубый
прил., грубо нареч.
1. ( син. неделикатный, нечуткий; ант. вежливый) тӳрккес, кăнттам, сăпайсăр; грубая выходка тӳрккес хăтланăш; грубо ответить сăпайсăр хуравла
2. (ант. тонкий, мягкий) хытă, катрашка; шултра; грубая ткань шултра пир; шалатка пир; грубая шерсть яшăркка çăм
3. (ант. нежный) урмăш, кăмăлсар; грубый голос урмăш сасă
4. (син. приблизительный) чухлавлă, малтанлăх; грубый подсчёт малтанлăха шутлани ♦ грубая работа начар ĕç; грубые корма утă-улăм (выльăх апачĕ); грубо говоря пĕтĕмĕшле каласан; грубая ошибка пысăк йăнăш
кисея
ж. кисея (çӳхе, шалатка пусма-тавар).
редкий
прил. 1. (не густой) сайра, йапăш, сывлам, чалтăркка; редкий лес сайра вăрман; редкие всходы сывлам калча; редкие волосы йăпăш çӳç; 2. (мало встречающийся, необычный) сайра пулакан, сайра-хутра тĕл пулакан; редкая книга сайра тĕл пулакан кĕнеке; 3. (неплотный — о ткани) шалатка, пушă тĕртнĕ; редкое полотно шалатка пир; 4. (исключительный, выдающийся) тĕлĕнмелле; редкая красота тĕлĕнмелле илем.
Çавăн пекех пăхăр:
шалантай шалапай шаларахри шалараххăн « шалатка » шалаткала шалаткалан шалаш шалаш корки шалашка