шаршан
поленница, штабель
вутă шаршанĕ — штабель дров
шаршан вутти — швырковые дрова
шаршан ишĕлсе анчĕ — поленница развалилась
кирпĕч шаршанĕсем — штабеля кирпичей
вутта шаршана хыв — сложить дрова в штабель, штабелевать дрова
штабель
см. шаршан
шаршан
куча дров, правильно сложенная
тăрăх
(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.
шаршан
(шаржан), поленница дров, двырковые дрова, сложенные в поленницу. Тюрл. Н. Карм. Шаршан касса купаланă вутă. N. Шаршан вутти — татса купаланă вутă. СПВВ. Шаршан вутти нумай тесе, турпасăра кăларса ан тăкăр. Байгул. Кăтик-кăтик шур чăхă, пĕр çăмартине тăвасшăн шаршан тăрăх кускалать. ЧП. Ула кушак, шур кушак, шаршан айĕнче йăви пур. N. Çуркунне пăр каснă шурă шаршан Шурă Атăл çине сулă пултăр. || N. Шаршан, сажень дров. N. Миçе шаршан? Сред. Юм. Пилĕк шаршан вăтран пĕр пĕтирик (пятерик) полать.
шашан
(шажан), то же, что шаршан. Якейк. Татнă вотта копаласан, шашан вотти теççĕ. Ib. Шашанĕпе-шашанĕпе вотă тăрать. Ib. Килхошши йĕри-тавра шашан вотти йăтăнса тăрать. В. Олг. Ола кошак, шор кошак шашан тăрăх чопкалат. Чотай. Ола кошакпа хора кошак шашан тăрăх коскалаççĕ. Шел. П. 2З. Кĕнекесем шашан пек купаланса пыраççĕ. Чураль-к. Лешекки вăрман таврăнăçла шашан-шашан хĕр тăрать. || Сажень. Пшкрт.
вутă купалашĕ
поленница. Шарбаш. Вутă купалашĕ = шаршан. Звук ш сомн.
штабель
сущ.муж., множ. штабеля и штабели
шаршан, купа; штабель дров вугă шаршанĕ
дрова
ед. нет вутӑ, вутӑ-шанкӑ; швырковые дрова шаршан вутти, пуленке вутти.
разваливаться
несов., развалиться сов. развалился 1. ишӗлчӗ, йӑтӑнса анчӗ, ишӗлсе анчӗ (шаршан вутти), йӑванса кайрӗ; 2. арканса пычӗ, юхӑнса пычӗ (кайрӗ), япӑхса пычĕ (кайрĕ); 3. тӑсӑлса вырт, саркаланса лар.
штабель
м. штабель, шаршан, йӗркелесе хунӑ купа (пӗрене купи, хӑма купи, чул купи, хӑйӑр купи); штабель дров вутӑ шаршанӗ.
укладывать
кого, что несов., уложить, -жу сов. 1. вырнаçтар, вырнаçтарса хур (кĕпе-йĕме комода); 2. çывăрма вырттар; 3. купаласа хур (вутта шаршан туса).
кладка
ж. 1. по гл. класть хывни (никĕс); кладка фундамента никĕс хывни; 2. (часть сооружения) купаланă (е хывнă) стена; купа; шаршан; кладка дров вутă купи (е шаршанĕ); 3. (носка яиц — о птицах) çăмарта туни.
швырковый
прил.: швырковые дрова шаршан вутти.
штабель
м. шаршан, купа; штабеля дров вут шаршанĕсем; штабель кирпичей кирпĕч шаршанĕ.
харша
: куç харши «бровь»; куçлăх xapшu «оправа очков», чӳрече харши «оконный наличник»; др. тюрк., КБ, МК, АФТ, уйг., кирг., тур., карач., алт. В каш, азерб., туркм.. гаш, узб. кош, казах., к. калп., ног. кас, якут. хаас «брови»; чаг. каш «перед», «напротив»; кажыда «возле», «рядом», «перед ним», «рядом с ним»; чаг. каш «брови», «то, что находится рядом, напротив» (Бада’и’ ал-лугат 226). В чув. р — вставной звук; ср. шаршан, шатан < русск. сажень.
шаршан
«сажень», «поленница швырковых дров»; шаршан вутти «швырковые (колотые) дрова, сложенные саженями»; узб. саржин уст. «сажень»; «сажень наколотых дров». От русск. саженьр — вставной звук; начальное ш появилось в результате регрессивной ассимиляции; звук а во втором слоге — в результате прогрессивной ассимиляции (в силу сингармонизма).
шăршă
, шăрш 1. «запах», «вонь»; 2. «угар»; уйг. сесик, узб. сассик, кирг., казах., к. калп., ног. сасык, башк. hадык, тат. сас «вонючий», «смрадный», Образовались от глагола, ср. уйг. сеси, cecum, узб. саси, кирг., казах., к. калп., тат. сас «вонять», «дурно пахнуть», «испускать зловоние»; в чув. р — звук вставной; ср. шаршан < сажень.
Çавăн пекех пăхăр:
шарттин шарук шарф Шаршавай « шаршан » шаршанлăх шаршанла шаршанлат шаршонкка шаршур