текеле
(-гэлэ), поговаривать. Орау. Çапла текелеççĕ. Такой есть слух. Юрк. Çынна пусса, укçисене вăрласа тухнă та, текелесе калаçрĕçĕ. N. Пасартан килнĕ чохне арăмсене вăрмана иле-иле кĕрет (заводит), текелеççĕ (поговаривают что...). || Иногда заключает в себе оттенок иронии, пренебрежения и т. п. Альш. Хăшĕ-хăшĕ тата „кашасем“ тессине „кашшассем“ (жители дер. Каша), текелесе, мĕн туса хураççĕ-çке! Изамб. Т. Исеккелсем ял тĕлне чуптарса килчĕç те: çырма урлă каçас, текелеççĕ. Çапах каçмарĕç. Н. Шинкусы. Ачи çăкăра илчĕ те, тара пачĕ. Тепри: пăрах-пăрах çăкăра! текелесе юлчĕ те, чарăнчĕ. || Кроптаться. Панклеи. Похăра хĕвелпе уйăх полсан, каласа кăтартăччĕç эсрелĕ ста порнине; вăлсам çок та, мансăр пĕлимастăр-ха çавах эсрелĕ ăста порннине, текелесе пырать хăване хăва.
чари
настежь. N. Алăка чари уçса янă, двери открыли настежь. Сред. Юм. Хапхана чариех уçса пăрахнă (отворили совсем). Альш. Пĕри пирĕн хапхана (широкие ворота) чари уçса пăрахрĕ (со звуком). Шибач. Чариях уçса пăрахрăмăр. Тюрл. Чари уçса пăрахнă. Моркар. Тепĕр виç контан ĕнтĕ вилнĕ поль тесе пураккине чариех уçнă та, эсрелĕ вилес çĕртен вĕçсе тохса хотолнă.
пăрах
(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.
кистен
(кистэн), гроб. В. Олг. СПВВ. Т. Кистен тупăк тени пулать. СПВВ. ТМ. Кистен — пысăк çын тупăкĕ. Панклеи. Эсрелĕ кĕрсе выртать (= лёг) кистен ăшне. Регули 645. Отмăл çолхи çын инче мар кистенрен.
йăнăш
(jы̆ны̆ш), ошибиться. Ч. С. Кильд. † Сирĕн умма юрлама тăрсассăн, чĕлхе-çăвар йăнăшмин, лайăхчĕ. А. П. Прокоп. † Çак киле килтĕм, хăна пултăм, тухаймарăм урам тайлаччен, каяймарăм чĕлхем йăнăшаччен. Ошибка. N. Пăхăсăн, пуçлăхĕ хăйсен салтакне йăнăшпа (по ошибке): ют çынтăр, тесе, палламасăр, персе вĕлернине кураççĕ. N. Сан п¬атн'а jы̆ны̆ш кэ̆рдэ̆м. Ст. Шаймурз. Йăнăш пулнă пулĕ. Неправильный, ошибочный; неправильно, ошибочно. Орау. Эй, йăнăш чиксе ятăм тата! урăх шăтăка кĕрсе карĕ (о перчатке). Шурăм-п. № 22. Хăш çĕрте «шутлас» вырăнне «хисеплес», тесе калаççĕ пулсан та, йăнăшпа (sic!) калаççĕ (говорят ошибочно). N. Эсрелĕ, йăнăшпа, чирлĕ çын патне пырас вырăнне ун кӳршине пынă, тет. Ч. П. Йăнăш сăмах тухмин, лайăхчĕ. СПВВ. Йăнăш = юмăш. Ч. П. Йăнăш пултăм чĕлхерен. У меня стал отниматься язык (т. е. не ворочается, от опьянения). Карсун. † Ӳссĕр-кăна пултăм хăмларан, йăнăшкина (с «и»; это верно!) пултăм чĕлхерен (язык не ворочается).
вĕтрен-пиçен
крапива и мордвинник? Панклеи. Эп вĕтрен-пиçентен пит хăратăп, тет эсрелĕ.
эсрел
(эсрэл), дух смерти. КАХ. Эсрел, çын патне пыма тапратсан, çынна катаранах (ещё издали) темĕнле хăратса пăрахать, теççĕ (наводит ужас). Н. Шинкус. Т. Çак çĕр çинчи эсреле çичĕ çăралă тимĕр тупăха хупса, кăвак тинĕс тĕпне янă; хăçан çав эсрелĕ тупăхĕнчен тухса килĕ, çавăн чухне тин çак çурт вырăнче, вĕлтĕрен пусса, çĕлен кăшкăртăр. (Из заклинания). Слепой. Сана Эсрел шыраса çӳрет полĕ. — Эсрел хăççан пусать-ши сана! тет. — Сана Эсрел пуçтăр! (Брань). Никит. Ах, Эсрел ĕнсерен те кăна! тесе шукăшларĕç. || Бранное обзывание (наименование). Хĕвел № 1. Пĕрне телей лексессĕн, каллах ырă сунмасть: ах эсрел... пĕтмешкĕнччĕ ăна! тет. Сĕт-к. Есрел — ругань. То же и в Тороп-к. Ядр. † Ах эсрел карчăксем! Шăтарас пек пăхаççĕ вилнĕ шапа куçĕпе! Ах эти Азранловы (чортовы) старухи! как они смотрят — точно хотят пронзить своими глазами, подобными глазам дохлой лягушки! || СПВВ МС. написано: Эсрел, çăхан — ворон. См. еще Магн. М. 112. || Эсрел арăмĕ см. Магн. М. 141.
эсрелĕ
(эсрэл’э̆), то же, что эсрел. Макуш. Тата Эсрелĕ пур, теççĕ. Вăл, çыннăн вилĕм çитсен, пусма пырать, тет. Пшкрт. Эсрелĕ çынна пусат (режет), теччĕ. Тюрл. Эсрелĕ касмасăр, çын вилмес. IЬ. Ох! тет, мана касса карĕ, тет, вилетĕп! тет. (Слова умнрающего). Пӳрт çӳлĕшĕ çын мĕлки тăрать, тет; шăмă-кăна, тет, хăй; аллинче çава, тет. Макка, 229. Эсрелĕ вăл çывăн чунне илет теççĕ. Эсрелĕн ĕнси çинче куçĕ, теççĕ; ăна çын чуннĕ илме килнине нумайĕшĕ кураççĕ. Н. Седяк. Чăвашсем: эсрелĕ, канавал пек, çын чунне илсе çӳрет, теççĕ. Вăл ептĕрипе мулатуксемпе чирлĕ çын патне килсе кĕрет, тет, те, сак айĕнчен атпăрипе çын ӳтне шăтарса, унăн чунне илет, теççĕ. Вăл çапла молотокпа, атпăрипе çӳренĕрен канавал пек, теççĕ. N. Пӳртри япаласене: тумтирсене, савăтсене, пур çуртра тыткалакан япаласене тула кăлараççĕ. Япаласене ак мĕншĕн тула кăлараççĕ: эсрелĕ чирлĕ çын шăмми сыпăкĕсене каснă чухне, ун юнĕ япаласем çине сирпĕнсе ан юлтăр, теççĕ. СПВВ. ИЯ. Эсрелĕ пуянпа чухăна пăхмасть, пурне те тикĕс вĕлерсе пырать. Пшкрт. Эсрелĕ пусса кайман! (брань). Питуш. Эсрелĕ çияш! (брань). Якей. Эсрелĕ çынни! (не сильная брань), Актай. Икĕ эсрелĕ хире-хирĕç пăхĕç. (Карăнтăк янаххи). IЬ. Уй варринче икĕ эсрелĕ ташлĕ. (Кĕне кĕвенти). Существует сказка о том, как Эскемер, а по другой версии — старик, запрятал Эсреля в гроб. || В. Олг. Эсрелĕ — первый похороненный на кладбище. СТИК. Эсрелĕ, эсрел — пăхма тискер çын; çынран ютăхса пурăнакан, çиленсе çитнĕ çынна калаççĕ. «Эсрелленсе çитрĕ».
эсреллĕ
(эсрэл’л’э̆), то же, что эсрелĕ. Сред. Юм. Эсреллĕ хôри, шôрри пôлать, тет, хôри питрех ôсал, тет. Çын вилнĕ чôхне, касма эсреллĕ пырать, теççĕ. Ахаль çуренĕ чôхне, эсреллĕ мĕнле япала çôмĕнче пырать, çавăн çӳллĕш пôлса çӳрет, теççĕ.
эсремет
(эсрэмэт'), бранное обзывание, произведенное по мнению П. М. Михайлова, от слова «Эсрелĕ». Завражная. Ах, эсремет! Копăстана пĕтĕмпех çисе янă! (о козе). То же слово у СПВВ.
Çавăн пекех пăхăр:
эспадрон эспандер эспаньолка эсперанто « эсрелĕ. » эсрелле эсреллен эсремет эсрехун Эссен