Шырав: юшкăн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

лапăртат

1.
плескаться, барахтаться (в воде)
возиться (в грязи)
кăвакалсем çыранти юшкăн çинче лапăртатаççĕ — утки возятся в прибрежном иле

лар

7.
садиться, оседать
осаждаться

çӳçе тусан ларса тулчĕ — в волосы набилась пыль
сăра ларсах çитмен — пиво еще не устоялось, дрожжи в пиве еще не осели
улăха юшкăн ларнă — на луга нанесло илу
чейнике лĕкĕ ларнă — в чайнике образовалась накипь

сийле

класть пласты, пластами, напластовывать, класть слой, наслаивать
ейӳ шывĕ улăха юшкăн сийлет — полые воды наслаивают на лугу ил

хыв

10.
наносить, наметать
заносить

çил кĕрт хывса кайнă — ветром нанесло сугробы снега
айлăма юшкăн хывса кайнă — в долину нанесло илу

юшкăн

ил, тина, нанос

юшкăн

илистый, тинистый, наносный
шывлă юшкăн — плывун
юшкăн вырăн — илистое место
улăха юшкăн хывса кайнă — на луга нанесло ила
пĕвене юшкăн тулнă — пруд обмелел, заилился

юшкăнчăк

то же, что юшкăн

юшкăн


юшкăн породисем — осадочные породы

лачăркка

вязко
лачăркка юшкăн — вязкий ил

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Çавал

(с'авал), назв. реки Цивиль. N. Çавал хĕрринчи юшкăн тăпри çинче çутă çурхахсем ылттăнăн-кĕмĕлĕн курăнса çӳлелле сиксе тăраççĕ. ЧП. Çавал кукри — çĕр кукăр. Ерк. Çулла çултăмăр Çавал (косили луга), халь утине çичĕ ял...

çӳл

(с’ӳл’), высь, высота, вышина. употребляется обыкновенно в косвенных падежах. С.-Устье. † Ăста кайса кĕрем-ши, пирĕн телей çанашкал: çĕре каяс — çĕр хытă, çӳле каяс — çӳл инче. Янш.-Норв. Vн чухне хĕвел чылай çӳле кайнăччĕ вара. Алик. Çакăнтан çӳле кайма инче-и? тесе итрĕ. тет; леш калат, тет: инче мар пулмалла, шаккани илтĕнет. Якейк. Хĕвел контан кон çӳле (выше и выше) хăпара пуçларĕ. Лашм. † Юрт-юрт, утçăм, юрт, утçăм, çурхи çулсем çӳле юличчен; çурхи çулсем çӳле, ай, юлсан, вĕрене тупан каять сулăнка. N. † Кушак çӳле ларсан, сивĕ-тет, теççĕ. ТХКА 20. Кирек мĕн калăр, пĕри те ман пек çӳле сикес çук эсĕр. Орау. Çималли пĕтсен çӳлелле пăхса ларăн. ТММ. Турă çӳлте, патша аякра, тетчĕç. N. Çӳлте кайăксем вĕçсе çӳреççĕ. N. Хĕвел çӳлте пулсан — уяр, аялта пулсан — çăмăр пулать, тет. N. Çӳлте ларап, кам çинчине каламастăп. (Калпак). N. Çӳлте турă, çĕрте патша, тенĕ. Кан. Сарлакăшĕ: çулте 25—30 сантиметр, тĕпĕнче 35—40 сантиметр. ГТТ. Алă çӳлте. N. Ĕлĕк çӳлтен кисе питĕ айăплатьчĕç. N. Чăркуççиран çӳлтен татнă. Отрезали повыше колен. Альш. Улача чаршав ан карăр, çӳлтен туртса ан çыхăр. Собр. Кĕркунне тăрна çӳлтен (высоко) вĕçсен, кĕр вăрăм килет, теççĕ. N. Уххи йывăçран çӳлтен (?) кайрĕ. Стрела полетела выше деревьев? || В перен. смысле. ГТТ. Шкулта лайăх отметкă илекенсем питĕ çӳлтен çӳреççĕ. Кĕвĕсем. Питех çӳлтен-çӳлтен çӳрес мар: куштан чĕрисене çурас мар. Альш. † Питех çӳлтен-çӳлтен калаçас мар: атте-анне ятне çĕртес мар. Юрк. † Ыттах çӳлтен-çӳлтен калаçма ыттах çитĕ (питĕ?) пуян ачи мар эпир. N. Çӳлтен! Так кричат лошади во время пашни. См. хĕрипе. Бур. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçмешкĕн вĕрене çулçи мар эпир, çӳлтен-çӳлтен калаçма эпир пуян ывăлĕ-хĕрĕ мар. Сред. Юм. Çӳлтен çӳрет, тесе, хăйне хăй пысăка хоракан çынна калаççĕ. || Высокий. Этем йăх. еп. пуç. кай. 79. Ĕлĕксенче çырма шывĕ ку шăтăкран çӳлерех пулнă, çавăнпа та çырма шывĕ унта юшкăн лартса хăварнă. Альш. Хусан хулинчен çӳлерех, теççĕ ăна (о Свияге). Ст. Чек. Алă тымарĕнчен çӳлерех, чавса патнелле. N. Çӳлерех хака хурса сутасчĕ. Хотелось бы продать по более высокой цене. Изванк. Çăлтан çӳлерехре пĕр пысăк ват юман пур. N. Çӳлерехрен. Якейк. Пĕри çӳлтерехре (повыше), тепри аялтарахра тăрать. Орау. Пăр купи йăтăнса аннă та, хулне чавсаран çӳлерехрен хуçса пăрахнă, тит. Говорят, что груда льда упала на нее и переломила ей руку выше локтя. См. çӳлĕ. Якейк. Çӳл-çӳл йоман, çӳл йоман. Изванк. Çӳл-çӳл юман, çӳл юман, çӳл юманта пин куку, пин кукуран çӳл куку. N. Çӳл енчен юхса анакан шыв. N. Верхний. N. Лупашка урлă, хăма хурса, кĕпер тăваççĕ, кĕперин çӳл енне вут хураççĕ. Изамб. Т. Ул çав урамра çӳл енче пурăнат.

туйăм

(туjы̆м), тина, ил. В. Ив. Çĕрти хăйăр улăшăнса тырă валли туйăм пулса тăрать. СПВВ. МА. Туйăм е юшкăн — кирек кăçтах хăйăр лартса кайнине (калаççĕ). СПВВ. ФВ. Туйăм — юшкăн, çырмасенче вăйлă шыв юхсан, пылчăк тăрса юлать. Çавна туйăм теççĕ.

чавалан

копаться. Янтик. Старик пахчара чаваланать (копается). Актай. Пĕр автан вăрмана карĕ, тет. Пĕр юман кутне çитрĕ тет те, юман кутăнче чаваланать, тет. N. Юшкăн айне чаваланса кĕрсе выртаççĕ. Шел. 73. Тусан çинче чăх чаваланнă пек чакаланаççĕ. || Ослабы. Эпĕ чаваланатăп, чаваланатăп шывран тухасшăн, нимпе те тухаймастăп. Б. Илгыши. Тилĕ патак тăрăх чаваланса тухрĕ. || Придираться. СТИК. Пит чаваланса каять (при споре поминает старое).

нима

топкое место, тина. Слакбаш. Юшкăн, топкое место в стоячей воде.

путар

(-дар), погрузить; топить. Мусирма. † Пичче сăри кӳлĕ пек, путарайса ăсмалла, çавна ĕçме пырăр эсир. N. † Ылтăн улма ывăтрăм, юшкăн айне путартăм. Беседа. Унтан çĕр çине сасартăк шыв тулнă та, пурне те путарса вĕлернĕ. N. Атăл çинче пĕри лашине потарнă. Кан. Урисемпе калчасене тăпăлтарса кăлараççĕ, е пачах та çĕрăшне путарса лартаççĕ. || Провалить (кого), повредить (кому) (на суде). N. Эпир кăшт унтан-кунтан илткелерĕмĕр те пĕтĕм вулăсĕпе, уясĕпе тĕрлĕ пуянсене путарма кайрăмăр. Чăв. й. пур. Айăплине те хăтараççĕ, айăпсăррине те путараççĕ.

каплан

сгруживаться, скапливаться. N. Капланса ларат. Стоит грудою. Пшкрт. Çомăр шуйă капланса тăрат (не течет вперед). Шибач. Пăр капланса ларчĕ. Лед застрял и не двигается. N. Ун патне шыв пырса каплансанах, вăл ишĕлсе аннă. КС. Йăвăç шыв куккăрне, пырса, каппаннă. В излучине реки образовался затор из деревьев. Калашн. Сĕм-тĕттĕм пĕлĕтсем капланса килчĕç. Шел. 122. Тем пысăккĕш капянса... витĕр курăнса ларать. Ib. 29. Пĕр ылттăн çурт, капланса ларат, вăрттăн пытанса. Скотолеч. 21. Суран ăшне пӳр капланса тăрать те, суран шыççа каят. Зап. ВНО. Çăмăр пĕлчсем килсе капланчĕçĕ (или: капланчĕç). N. Пылчăк кумккисем хытса каяççĕ те, унта çуркунне хăйăр капланать. Толст. Тутарсем шыв хĕрринче вăрман пек капланса тăнă. С. Тим. Шыв капланса çитсен, пĕвене çĕмĕрсе, малалла юхса каят. N. Унăн йĕри-тавра темĕн чухлĕ халăх капланса çӳренĕ. Сред. Юм. Пăтаран кĕпе капланчĕ те, çурăлса кайрĕ. N. Вилнĕ пулă шăммисем юшкăн айĕнче капланса выртнине кураççĕ (видят). Хурамал. Арман валашки çинче тырă капланса тăрать (засел). Тюрл. Кам пырса капланать онта? Кто туда подойдет? N. Ху куçăпа ху аллу тирĕк анине пырса ан капланччăр (в рукописи). А. Турх. Пăр капланчĕ (затор на реке во время ледохода). Ib. Пăр капланса анчĕ. Масса льду спускается по реке (сплошной лед). В. Олг. Пăр капланса ларчĕ (затор). || В перен. смысле. КС. Майлă мар, ун укçипе каплансах ларăн. Его деньги тебе в прок не пойдут. А. Турх. Мана хĕненипе капланчĕ пулĕ! Наверное, хорошо стало ему, как он меня отдул! N. Эй йĕрĕнчĕк ĕçкĕ-çикĕ, çав тери усал ĕçпе тулнăскер, çынна вĕлерӳпе капланнă. N. Эпир хамăр чăн çултан çĕтсе кайрăмăр, тĕрĕслĕх çутти пирĕн çие ӳкмерĕ, хĕвел те пире çутатмарĕ! Йĕркесĕр сукмакпа пĕтсе каплантăмăр. N. Эй çуралнăранпах юн тăкса капланнăскер! Эй йĕрĕнчĕк ĕçкĕ-çикĕ! Хурамал. Ăна ан шелле, капланса кайтăр (= çавăнтах пĕттĕр) теççĕ. Ib. Теме юрамала санăн ĕçу, капланмала санăн ĕçӳпе! (= лайăх япала туман). N. Çав хыпара илтсен, унăн пĕтĕм ăшĕ-чикки капланса çитнĕ.

юшкăн

(jушкы̆н), тина, ил, нанос. Ст. Чек. Юшкăн, тина. ХЛБ. Шурлăх юшкăнĕ. N. Çырма тĕпĕнчи юшкăн. Тюрл. Йошкăн — тина. N. Пĕр çур-кунне-кăна (только весною) сарăлса кайса. Якур çаранĕ çине юшкăн ларткаласа хăварать те, вăл та ытлашши нумай мар. N. Ытти çынсенне те ку шыв (вода) çаранĕсене нумай пăснă. Хăшинне юшкăн лартса хупланă, хăшинне çыран ишĕлсе нумай пĕтернĕ. Орау. Пĕвене юшкăн тулнă. Ib. Кăçал çарансам çине юшкăн çунипе çавасам час мăкалаççĕ. Зап. ВНО. † Ылттăн улма - ыватрăм, юшкăн айне путартăм. Календ. 1904. Юшкăн-хăйăр лартса (вследствие наноса), темĕн чухлĕ çĕр сая каять. Сунчел. † Анатра пĕве пĕвеççĕ, пĕви çине юшкăн çăваççке (= çăватçке). Календ. 1903. Шывă кайсан, шывран кăларсанах, часрах çăварĕнчи, сăмса шăтăкĕнчи, хăлха шăтăкĕнчи юшкăна тасатса, ӳпне вырттарас пулать. Хурамал. Пĕве тĕпне юшкăн тулнă (тина). Ильм. † Çӳле ту çине хăпартăм, кĕленче çăмарта кустартăм; юшкăн айне пулмин-ччĕ; çичĕ ют килне кайсассăн, пуçăм шыва каймин-ччĕ. (Плач невесты). Сюндюк. Юшкăн çапса (сапса) кайнă. На лугах осталась тина. Тюрл. Пĕвене пĕтĕмпе юшкăн лартса кайнă (занесло наносом). Изамб. Т. Ыраш аксан, ăна ейӳ пусат; ул вара юшкăн айне кĕрçе юлат. N. † Çеçен хир варринче çавра кӳл, çаврăнать-çаврăнать те, юхаймасть; те тĕпне юшкăн çунăран, те ментен.

йăшкăн

(jы̆шкы̆н), ил. Пасс. См. юшкăн.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

ил

сущ.муж.
юшкăн, туйăн; пруд заплыл илом пĕвене юшкăн тулнă

тина

сущ.жен.
юшкăн, туйăн; пруд зарос тиной пĕвене юшкăн тулнă

целебный

прил.
имлĕ, сиплĕ, сиплĕхлĕ; целебные грязи имлĕ юшкăн; целебные травы сиплĕ курăксем

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

тина

мн. нет шапа пăтти, шапа ӳлеки, шапа нимаки, юшкăн, лĕкĕ, лĕкĕр, лăйма, мыма, çăхăр.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

аллювиальный

прил. геол., с.-х. юшкăн ⸗ĕ [⸗и], шыв лартнă, юшкăн çунă; аллювиальные почвы юшкăн тăприсем.

аллювий

м. юшкăн, шыв лартнă (е юшкăн çунă) тăпра.

заиление

с. юшкăн тулни, юшкăн лартни.

ил

м. юшкăн, лĕкĕр; туйăн; занести илом юшкăн лартса кай; покрываться илом юшкăнлан.

илистый

прил. юшкăнлă, лĕкĕрлĕ, туйăнлă; илистая почва юшкăнлă тăпра, юшкăн тăпри.

муть

ж. 1. лĕкĕ, юшкăн, тăрăлчăк; 2. перен. ăстăн пăтранăвĕ.

намыв

м. 1. по гл. намыть; намыв плотины земснарядом земснарядпа уçласа пĕве хывни; намыв золота ылтăн çуни; 2. геол. юшкăн хывса пулнă çыран.

намывной

прил. 1. юшкăн хывса хăварнă, юшкăн ⸗ĕ [⸗и]; намывный песок юшкăн хăйăрĕ; 2. гидр. уçласа (е земснарядпа) хывнă; намывная плотина земснарядпа хывнă пĕве.

намыть

сов. 1. что, чего. (нанести водой) юхтарса килсе хыв (е хăвар); река намыла мель шыв юшкăн хывса хăварнă; 2. (добыть промыванием) çуса туп; намыть много золота çуса ылтăн нумай туп; 3. гидр. земснарядпа (е уçласа) хыв.

нанос

м. юшкăн, кĕрт; песчаные наносы хăйăр кĕрчĕ.

осадок

м. 1. лĕкĕ (тăрăлса ларни); дать осадок лĕкĕлен, лĕкĕ лар; 2. обычно мн. осадки геол. юшкăн, хытса ларнă юшкăн (е лĕкĕр); 3. мн. осадки метеор. нӳрĕк; атмосферные осадки атмосфера нӳрĕкĕ, ӳкекен нӳрĕк; 4. перен. йывăр туйăм, чĕрене ларни; от этой встречи у меня остался какой-то неприятный осадок манăн вăл тĕлпулуран темĕнле йывăр туйăм юлчĕ.

осадочный

прил. 1. тăрăлнă, тăрăлса ларнă; осадочный слой тăрăлса ларнă си; 2. геол. юшкăнланнă; осадочные горные породы юшкăн ту породисем; 3. тăрăлтармалли (е юхтармалли); осадочный чан юхтармалли шан.

отложение

с. 1. по гл. отложить и отложиться; 2. геол. юшкăн хывăмĕ; известковые отложения известь хывăмĕ; ◇ жировые отложения çу сийĕ (е хывăмĕ).

отложиться

сов. 1. (осесть) хывăн, хӳ (юшкăн пек), 2. перен. (запечатлеться) пуçа кĕрсе лар, пуçра юл.

плывун

м. йĕпе (е шывлă) юшкăн.

тина

ж. юшкăн, туйăн, йăлха, лĕкĕр.

цепкий

прил. 1. çатăрласа илекен, çирĕп тытакан, çыпçанкă, çыпçăнакан; схватить цепкими когтями чĕрнесемпе çатăрласа ил; цепкая рука çатăрлă алă; 2. (вязкий— о веществах) çăрăлчăк, çыпçăнакан, уйрăлма пĕлмен, хăпма пĕлмен; цепкий ил çăрăлчăк юшкăн; 3. перен. (быстро схватывающий) тавçăруллă, тинкерӳллĕ, çивĕч, ăнкаруллă; цепкий ум çивĕч ăс.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

юшкăн

«тина», «ил», «наносы»; тат., башк. юшкын «ил», «осадок», «накипь».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Тымар яр

Тымар яр пускать / пустить корни (1. дать из себя корни; 2. прочно, надолго обосноваться где-либо; обзавестись хозяйством; 3. приобрести особую силу, стать постоянным, укорениться и т. п.).
1. Çĕре тымар янă ӳсентăран çывăрмасть. Кунсеренех аталанать. А. Талвир. Акă, çуркунне çырмари юшкăн ăшне йăмра патакĕ çеç чиксе хăваратăн. Вăл тымар ярать. Хунавласа ӳсме тытăнать. А. Ĕçхĕл. Çӳлтен-çӳле ӳсет çĕн тырă, Шалтан-шала ярать тымар. А. Воровьев. 2. Хăватлă ял ĕрчев тымарĕ янă Таса Ах шывĕ хĕрринче, тура. Я. Ухсай. Хресченсем, капитализм вуншар çул хушши тымар янă пулин те, ăна сирсе ывăтма кирлине ăнланса илччĕрччĕ. В. Ленин. 3. Тахçан чĕрене тымар яма ĕлкĕрнĕ шанăç татах пуçне çĕклет. П. Львов. Чăвашсем хушшинче социал-демократла юхăм тымар янине пĕлес тесен, çав революци тапхăрĕнче чăвашсем мĕнле кĕрешнине пăхса тухас пулать. И. Кузнецов.

Çавăн пекех пăхăр:

юшкă юшкă кăшкарĕ юшкă кришши юшкă питлĕхĕ « юшкăн » юшкăн шывĕ юшкăнлă юшкăнлан юшкăнлантар юшкăнчăк

юшкăн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150