Шырав: ӳпре-пăван

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

мăй-мăйла

1.
пищать, издавать тонкий писк, звон (о насекомых)
ӳпре мăй-мăйлани илтĕнет — слышен звон мошкары

москит

москит (кăнтăрти ӳпре)

пăван

слепень
суккăр пăван — слепень
пăван пек çыпçăнчĕ — он пристал как слепень
çулла пăван таврашĕ лашасене аптăратать — летом слепни донимают лошадей

сырăн

I.

1.
то же, что сыр II. 1.
лашана пăван сырăннă — лошадь облепили слепни

хĕвĕш

3. прям. и перен.
роиться
ӳпре хĕвĕшет — мошкара роится
пуçра шухăшсем хĕвĕшеççĕ — мысли роятся в голове

ӳпре

1.
мошка, мошкара, гнус
ӳпре сĕрлет — гудит мошкара
ӳпре пĕлĕт пек явăнать — гнус вьется тучей

ӳпре-пăван

собир.
разные насекомые (кусающиеся)
ӳпре-пăван çиет — одолели насекомые

ӳпре-шăна

то же, что ӳпре-пăван

суккăр


суккăр вĕлтĕрен — глухая крапива
суккăр шăнкăрав — бубенец
суккăр пăван — слепень
суккăр çĕлен — медянка (змея)
суккăр шăшидиал. крот
суккăр турат — сук, заплывший болоний
суккăр куçла выля — играть в жмурки
суккăр такалла выля — играть в жмурки
суккăр упалла выля — играть в жмурки

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пăван

слепень
комар

çулла вăрманта пăван нумай — летом в лесу много слепней

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

суккăр-пăван

назв. насекомого, слепень. Шумерля. СТИК. Ăх çуккăр-пăван, тек алă айĕнче явкаланса çӳрен. („Как слепой, наталкивается на других, мешает работать“).

сӳс

волокно, куделя. Шинар-п. Вĕсен пӳртне сӳс типĕтме кăмака çине кӳртсе хунă. Кан. Пӳртре кăмака çинче сӳс тивсе кайнă. Собр. Сӳс хутни, сӳс тӳни. N. Кăçал сӳс тĕвекенсем çăра та, пит çӳлĕ тĕвеççĕ: ыраш çăра пулĕ те çӳлĕ пулĕ, теççĕ. Нюш-к. Сӳс тĕвеççĕ, так говорят дети о толкучках (вĕт ӳпре). N. Эпĕ сӳс тилхепе яврăм. СТИК. Сӳсе тура-хуп шăлĕ çине лартсан, ăна авăрличчен малтан крепенкĕпе тураса тасатаççĕ.

çатра

(с'атра), хворостина. Шурăм-п. Ачасем вăрман куккăрне чалăш (хăлаç) çӳлĕш çатра купаларĕç. Тораево. Шăши пĕр çатра йăтса пурчĕ (принесла хворостину), тет. N. Олмăç çатри, хворост. || Трущобник, кустарник. Н. Уз. Яргуньк. Чăваш матрос çатрара, ӳпре кукăлли хӳмĕнче, çĕмĕрт туйи аллинче. Вырăс матрос канавра, тул кукли хумĕнче, чĕн саламат аллинче. || Назв. поля, которое когда-то было очищено от кустарника. Мыслец. || Назв. дер. Татаркас. р.

çиçĕмлĕ

с молнией. Собр. Симĕс пăван тухсан, çиçĕмлĕ çăмăр (гроза) пулат, теç.

çулахи кун

летний день, летняя пора. Кĕвĕсем. Çаранлăхра çул хыврăм çулахи кун çӳреме. Юрк. Вĕсем (они) çулахи кун çинчи тумĕсемпе анчах пулаççĕ. Баран. 167. Çулахи кунсенче кунта имсĕр-сумсăр вăрăм-туна, ӳпре тухать. Ib. 91. Çулахи кун кунта кĕтӳ сĕткенлĕ курăк шыраса килет.

çĕлен-шăван

общее назв. пресмыкающихся. N. Пур тискер кайăкран-кĕшĕкрен, çĕлен-шăвантан (от диких зверей, от лресмыкающихся), хурт-купшанкăран, ӳпре-шăнаран, ăшă тивесрен. (Этот текст не народный).

тата

(тада), еще, кроме того. Регули 1527. Манăн конта пилĕк ĕне, вăлсамсăр поçне тата тепре атти панче. Ib. 1473. Эпĕ, атти, Онтри, он пичĕш, тата ман йăмăк пырса (эп пырса, атти пырса). Ib. 1488. Вăл пире ĕçтерчĕ те, çитарчĕ те, тата окçа пачĕ те: çавăншăн она ыр сăмах калас мар-и?. Ib. 1476. Атти ман ватă, тата хоравсахрах. N. Мĕн тата кунта çаплах ларас, терĕ, атьăр çанти вар хушшине, унта çырла нумай. Вишн. 66. Тата пĕчĕкçĕ ачасем, упаленекен е утакан пулсан, кăмака тăмĕ, тата кăмрăк пит çиеççĕ. Ib. 69. Тата хăш-хăш шыва усал пулса ĕçмелле те мар пулать. Ib. 60. Тата çавăн пекех çырмасенче, пĕвесенче пулă ярса ĕрчетес пулать. Ib. 73. Тата хăш-хăш çĕртре хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет. Çавăн пек çĕрте шыв çулĕ пур тесе, шанса алтма та юрать. К.-Кушки. Тата Вăрнар çук-ши? Нет ли еще (других) Вурнар? (или: м. б. есть еще другие Вурнары). Çутт. 56. Çапла, çаплах çав. Ахалех пуян Ваççана тата мăнтăрлататпăр, терĕç. Орау. Çĕрĕпе тем чул вутă çунтарсан та, кашни каç çавăнтах выртсан та, вутă татах пурччĕ (хватало, не изсякали). || Вдобавок. Орау. Ишекре хваттер лайăхчĕ, шалу сахал пулсан та, кунта тата кăçаллăха хваттер çук. N. Çынна вĕлернĕ те, теççĕ, тата ыйтать: мĕншĕн çыхатăр? тет, теççĕ. Алекс. Невск. Тутарсем çĕмĕрсе тăкни çитмен, татах урăх тăшмансем: шведсем, нимĕчсем, литовцăсем, халăх вăйсăрне кура, вĕсене хирĕç тăра пуçланă. Чхĕйп. Тата тепĕр ик туй арĕм пек пулнă. Ала 98. Илья пролокĕ чӳркӳре йопа çинче çорта лартма ытах кансĕр, çорти ӳкет тата. || Еще (энкл.). Указывает на обстоятельство, которое также надо иметь в виду. П. И. Орл. Тулĕк вăл виçĕ сăмах анчах çырать тата, çырнă чухне нуммайрах çыртăр вара. N. Эс тата ма салтса илтĕн-ке? А ты зачем еще сняла с нее (монисто)? Регули 1502. Парать-и тата? Эпĕр итмесĕрех илĕпĕр. О земл. Малашне мĕнле май пулăшать тата. Регули 1424. Вăл халь те килиман. Вăл тата халь те (халь те тата) килмен. Шурăм-п. Вĕсем, вырăсла сăмах тесе, çак кирлĕ сăмаха халăхран туртса илесшĕн. Ку аванах та мар-çке тата, ку халăх чĕлхине чухăнлатни пулать-çке. || Выраж. противоположение, когда к предшествовавшему присоединяется нечто последующее, его отрицающее. Орау. Эп ку пир-тăлласене çума парас, терĕм те, памарăм тата (а потом не отдал). Ib. Эпĕ ăна питĕ хытă çиленсе çитрĕм те, татах каçартăм. N. Ку килте, лешĕ таçта тата (а тот, не знаю где). || В возражениях. Альш. Карчăкĕ каланă: мĕшĕн çимерĕн тетĕп, тенĕ. Старикĕ каланă: çирĕм вĕт тата! Тет. (Смысл такой: ведь я поел, чего же тебе еще надо?). Баран. 79. Çула пурăнма аван-и тата? терĕм. || При сравнениях усиливает перевес качества, как русск. еще более. ЧП. Син-пылтан тăван тата тутлă (еще слаще). Юрк. Улпут картишĕнчи çынсем тата та питрех (еще более) пăсăлнине (испорчены) курсан, ку, Карачăмĕ, унта слушит тума пăрахса, хăне хулана леçтерет. В. С. Разум. КЧП. Сухан пит йӳçĕ, пăрăç тата йӳçĕрех. Регули 1422. Вăл манран тата номай ăста. N. Манăн тата лайăх кĕнеке пур. У меня есть книга еще лучше. Срв. Манăн тата тепĕр лайăх кĕнеке пур. У меня есть еще хорошая книга. ЧС. Аслати тата хытрах авăта пуçларĕ, пирĕн чӳречесем чĕтресе анчах тăраççĕ. ЧС. Акă эпĕ тата питĕ хăра пуçларăм. Я испугалась пуще прежнего. Ала 31. Эпĕ юмах тата нумай пĕлетĕп (т. е. кроме этих). С. Тим. † Пуçа ухса ташлама кĕмĕл-тенкĕ кирлĕччĕ; халь те кĕмĕл кĕмĕлне, тата кĕмĕл кирлĕччĕ (как будто еще серебрянее; срв. пинтен пин). Кан. Малашне татах та нумайтарах (еще больше) чăваш ĕçхалăхĕ Шупашкар пульнитсине эмелленме килессе шансах тăратпăр. Цив. Ку тата пит вăрăм, кулмаллисем пит нумай. Эта сказка еще далеко не вся (много длиннее того, что я рассказал). Шурăм-п. Ачасем тата нумай юрă юрларĕç. Менча Ч. Ку юмах тата вăрăм та (длиннее, чем здесь приведено), эпĕ ăна пĕтĕмпех йĕркерен пĕлейместĕп. Ала 70. † Çӳлĕ-ах та тӳ çикче виçĕ хурăн, çил силлемесĕрех силленет; çил силлесен, тата, ай, силленет. Дик. леб. 31. Патша арăмĕ, çиленсе, ăна татах курайми пулнă. || Выражает иронию. Орау. Çылăх вĕт! — Çылăх тата! (вот еще! с особ. иронической интонацией). Ib. Юрамĕ тата! Вот еще не годится. || Все-таки, опять-таки. Яргейк. † Макăра-макăра сат хураларăм, тата атине юрама пулмарĕ. ЧС. Акă манан пурак та тулчĕ ĕнтĕ, çырла татах (все еще) нумай. || Опять. N. Халь анчах тохса карĕ, тата килчĕ. N. Карĕ вăл татах хулана (опять ушел). Юрк. Лармастăп, тет ку татах. Он опять-таки говорит: „Я не сяду“. СПВВ. БМ. Тата, тăта, еще, опять. || При уступлениях. КС. Ĕçмесен пыратьчĕ тата, хăй пит ĕçет. Как бы он не пьявствовал, так было бы туда-сюда, а (ведь) он больно льёт. N. Хăш (хăть?) эсĕ вырăнтах пурăнсан тата аптăрамăпăрччĕ. N. Хăвăр укçăра пĕтерсен татаччĕ. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тунă укçана пĕтеретĕр. N. Вăл ахаль иртĕнет пулсан татаччĕ. Орау. Патакки тата, пуши çав, пуши çунтарать. Палка-то еще что, а вот кнут-то, кнут-то больно обижает! (Говорила чувашка о побоях, которые она терпела от мужа). N. Хăй кайни татахчĕ (ладно-бы), ачана вĕлермĕçин юрĕччĕ. || Ну, что же, что... См. Оп. иссл. чув. синт. II. N. Вĕлерсессĕн (лошадь), упăшкине ак çапла элеклесе каланă: санăн аку лашана чиксе вĕлерчĕ. Упăшки уна каланă: вĕлерин, тата мĕн тăвас, тенĕ. || Употр. во многих чувашизмах. Орау. Уярпа (от засухи) пушăт ӳкми пулать (лыки не снимаются) пуль? — Вăл тата мĕлле май апла халь (это еще что, а вот...), ак çĕртме анисем хытса каяççĕ-ха! Красная Горка. Автанĕ тата (а тут еще петух) кĕлет çине хăпарса кайнă та, тек-текех кăшкăрса, улпут пек тăрать. КАЯ. Анне алăк тăрса уçсан, хай килемей: фу! эпĕ килсенех усал сывлăш тухса тарчĕ, терĕ. Эпир аккапа: халĕ пирĕн патра усал (нечистый) çук, тесе, хĕпĕртенĕ-кайнă тата. Чертаг. Сыв пул (Прощай)! — Сыв пул тата! (ответ). К.-Кушки. † Эс савнине эп савсассăн, тата савма юраттăр (т. е. тогда для тебя возлюбленная будет еще дороже, ценнее). N. Эпĕ килте полсан татаччĕ.

тăлхăр

(ты̆лhы̆р), фыркать (о лошади). Б. 1З. Лаша çумăра тăлхăрать. Ст. Чек. Лаша тăлхăрать, фыркает. N. Лаша сăмси шăтăкне ӳпре кĕрсен, лаша тăлхăрат. (Примета). Переносно — сердиться, раздражаться. N. Тăлхăрса пăрахат, круто сердится. N. Унта пĕтĕм халăх пит тĕрхĕшсе, тăлхăрса çитнĕ те, пĕр лекĕре вĕлернĕ. Турх. Мĕшĕн, хĕвел, ялан пăхмастăн? Мĕшĕн çумăр кăларса тăлхăратăн? N. Манăн уншăн питĕ чун тăлхăрат.

тăпăртат

топать, стучать ногами, притаптывать. См. тапăртат. Хурамал. Тăпăртатса ташлаççĕ (стучат). Слеп. Орапа тăпăртатса ларатпăр (стучим). Шел. 81. Кăкарнă лашсем пăван çыртнипе тăпăртатаççĕ.

хăпар

подниматься, всходить, взьезжать. А.-п. й. 50. Вара таки ту çине хăпарса кайса мĕн пур вăйпа чупса анать те, кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Баран поднялся на гору, бегом спустился и изо всей силы ткнул волка. N. Ӳпке пулсан хăпарăп. ГТТ. Ӳпке пек хăпарса кайрĕ. К.-Кушки. Пĕлĕт хăпарат. N. Аялтан унăн тымарĕ типсе хăпарĕ. Абаш. Атăл таппи хăпарчĕ. По речке пришла вешняя волжская вода. N. Çав авнă йăвăçа ярсан, йăвăç çӳлелле хăпарса ачана çӳлелле çĕклесе карĕ. А.-п. й. 35. Ăсу пĕтрĕ пулсан, пĕр картлашка çӳлерех хăпарса вырт та, вилнĕ пек пул,— тет. N. Çумăр хĕвел анăç енчен пирĕн енелле хăпара пуçларĕ. Якейк. Ай-яй, Карантăкри çыр (овраг) ытла хыт хăпарать-çке (быстро размывается в низовье и идет все выше и выше). Юрк. Хăмла çырли, палан çырли шыв сулханпе хăпарат. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ. Бес. чув. Хăпарнă чух кăшт чарăнса тăчĕ те еррипе хăпарса çитрĕ. Ст. Чек. Хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Юрк. Чĕлĕм çинчи тапак хăпарса çунсан, йĕпе килет. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çине хăпарнă чух ывăннă пек эпĕ пултăм. || Итти. НР. † Анатран хăпарать шорă пăрахот. Снизу идет белый пароход. || Влезать. Икково. † Çырми тарăн полсан та, çолĕ такăр полсассăн, анса хăпарма полатех. Абаш. Пĕр çăкăр, пилĕк пашалу, пĕр çĕклем утă хутăм, хам хăпарса лартăм. А.-п. й. 111. Сикрĕ тухрĕ те, урапа çине хăпарса ларчĕ. Ib. 13. Упа юман çине хăпарса кайрĕ. Медведь полез на дуб. Ib. 57. Йăва тилĕ сăмси çине хăпарса ларчĕ те, татах юрлама пуçларĕ. N. Виç хут çӳллĕш хăпартамăр. Мы были на высоте третьего этажа. Юрк. † Пусса хăпарас пусмине (у дома) пылчăк хăпарнă. КС. Эпĕ аслăк çине хăпартăм та юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. || В перен. смысле. N. Ертел çинчен ан хăпар. || Всходить (о тесте). || Расти. Якейк. Çарансам кăçал ку таранччен лайăх хăпараççĕ те-хе, валалла тепле полĕ. Чув. пр. о пог. 451. Тĕтреллĕ çăмăр çусан, хăмла хăпарат. Если моросит, хмель растет. Аттик. Шыв тулса чаксассăн, улăхсем çинче, çарансем çинче курăксем ешĕрсе хăпарса тухаççĕ. || Опухать, вздуваться. Тет. Унăн ури тупанĕ хăпарнă, вăл пур пĕрех вилет. Кан. Çурăмсем хăпарса тухичченех выляттăмăр. N. Урасем чысти хăпарса пĕтрĕç. N. Ура тупанĕсем хăпарса тухсан, вĕсене чĕрнепе туртса татма юрамасть. Изамб. Т. Пăр (град) пуçне килсе çапнă та, пуçĕ чăх çăмарти пек хăпарса тухнă. Ст. Шаймурз. Ман анненĕн куçне чăх çăмарти хĕрли пек ӳт тĕслĕ темĕскер хăпарса тухнă. Скотолеч. 19. Тарланă лаша сивĕ çĕрте тăнипе тепĕр кунне ӳчĕ хăпарса тухнă пулсан... N. Урасем хăпарса тухрĕç. Скотолеч. 33. Çав шатрасем хăмпă пек хăпарса тухаççĕ. Ib. 20. Çулла ăшă çанталăкра шăна-пăван çыртнипе лашанăн çан-çурăмĕ хăпара-хăпара тухать. Ал. цв. 8. Акăш мамăкĕнчен тунă тӳшек çинче ту пек хăпарса выртать (о пуховине). || Взорваться. Пшкрт. Вăлсам поткоп тусассăн, печке лартнă-ç онта, тар печки. Печке патня çорта çутса лартса. Каран хăпарса карă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Кашкăр выртса йăванчĕ тет те, мăн (пысăк) хурчăка пулса хуракăшĕнчен те (акăшран та) çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет. Волк лег, перевернулся, оборотился ястребом и взлетел еще выше лебедя. Орау. Шăтăкин айккисене чултан туса хăпарнă. Стены ямы обложили камнем. Ib. Армантан тавăрăннă чухне лава аран-аран турттарса хăпартăм.

шăна-пăван

мухи, слепни и т. п. Чув. прим. о пог. 267. Шăна-пăван тухсассăн... Если появятся мухи, слепни... Юрк. Вăрçăра пăшалпа пенĕ пулĕсем, тименнисем, шăна-пăвансем пек умран уласа иртсе каяççĕ.

пуан

слепень. Б. Олг. Пуан калат ута: ста каян, ста каян! тет. Ут калат: сан мĕн ĕç, сан мĕн ĕç? тет. СПВВ. АП. Пуан = пăван. См. пăван.

Атăл

(Ады̆л), Rha, fluvii nomen, Bonra, Волга. Нюш-к. Атăл урлă каçнă чухне пĕр ачана, чĕч-ачине, тăлăп çанни ăшне чиксе каçарнă, тет. Çав ача, ӳссе, ялсĕм тăва-тăва хăварнă. Когда переправлялась через Волгу, то одного грудного ребенка перевезли в рукаве тулупа. Этот ребенок потом вырос и понастроил деревень. (Отрывок из какого-то предания, мне целиком не известного). Сред. Юм. Вун-тăваттă çапсан, Атăл пăрĕ каять. Когда день становится равным четырнадцати часам, на Волге начинается ледоход. (То же и в Якейк.). Собр. 70. Атăл хĕрринчи пĕлĕт кăвакарсан, тăман пулат, теççĕ. Если со стороны Волги небо посинеет, то, говорят, будет мятель. Шурăм-п. № 7. Атăл хĕрри кăвакарсан, çанталăк ăшăтать. Если небо со стороны Волги посинеет, то будет тепло. Чув. прим. о пог. 86. Атăл хĕрри кăвакарсан, çăмăр пулать, хĕлле ăшăтать. Если со стороны Волги синеет, будет дождь, а зимою-тепло (Чебокс. у.). Б. Олг. Атăл хохсассăн, тырă акма пĕлме лайăх: пит хохат-тăк, малтан акас полат; час хохмас-тăк, тăхтас полат. Но убыли воды в Волге можно определить, когда надо сеять: если убыль сильная, то надо сеять раньше, а если медленная, то надо подождать. Тораево. Атăл урлă каçсассăн, ăс кĕрет. Если перейдещь через Волгу, ума прибавится. (Послов.). Тоскаево. Атăл хĕррине çитмесĕр аттăла ан хыв, теççĕ. Пока не дошел до Волги, не снимай с себя сапог. (Послов.). N. Атăла курмасăр аттуна ан хыв. (Послов.). N. Хур хыççăн чăхă Атăл урлă каçаймĕ. Курице не перелететь за гусем через Волгу. (Послов.). Н. Карм. Атăл урлă лăпсăр-лапсăр упа каçат. (Утă лавĕ). Через Волгу тащится косматый медведь... (Загадка: воз с сеном). ЙӨН. Атăл леш енче çын сасси, çын сасси мар, пурт сасси; Атăл ку енче çын сасси, çын сасси мар, чан сасси та йыт сасси. На той стороне Волги человеческие голоса, — не человеческие голоса, а стук топора. На этой стороне Волги человеческие голоса, — не человеческие голоса, а колокольный звон и собачий лай. (Текст песни, кажется, передан не вполне точно). Н. Изамб. † Атăл айĕнче (= А. хĕрринче) аллă хур, пурте ула хур. На берегу Волги пятьдесят гусей, и все они пестрые. Юрк. † Хур курассу килсессĕн, Атăл айне анса кур. Если тебе захочется видеть гусей, сойди на Волгу. Ст. Шаймурз. † Атăл варринче улма йывăç, çулçи сарăлминччĕ шыв çине. Посреди Волги — яблоня; хорошо, если бы ее листья не распустились над водою. Ib. † Кăçал Атăл çийĕ шăнмарĕ, варринче шурă пулă вылярĕ. В этом году Волга не замерзла, и на ее средине играла белуга (?), Собр. † Сивĕех енчен çилсем вĕрсен, Атăлсем шăннине çавăнтан пĕл. Если подуют ветры с холодной стороны, то знай, что замерзла Волга. [Мн. ч. в этом отрывке употреблено вм. ед. ч.; перевод его, помещенный в моем «Оп. исслед. чув. синт.» I, 81, м. б. и неправилен (некоторые его оспаривают), хотя он и было снован на толковании одного чувашина, хорошо знавшего родной язык]. Микушк. † Атăлсем тулли шыв юхать; ишес пулсан, епле ишмелле? Течет полною рекою Волга, — как плыть по ней, если придется плыть. Янш.-Норв. † Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, шывĕ юхать пĕр тикĕс. Две Волги и одно море, их вода течет одинаково равномерно. ЧП. Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, юхайинччĕ шывĕ пĕр тикĕс. Ст. Чек. Атăл çинче пăр шăнса ларса çитмен = Атăл куçĕсем питĕрĕнсе ларайман-ха. V. шыв куçĕ. К.-Кушки. Ну, Атăл çинче ӳпре нумай та! Ну, и много же на Волге (т. е. над Волгой) мошек! ЧП. Атăлпалан тинĕсĕн хушшинче икĕ купса ларать сут туса. Между Волгою и морем сидят два, купца и торгуют. Алших. † Атăлтан арпус туха-çке (= тухать-çке) тулса тухнă уйăх пек. С Волги привозят арбузы, похожие на полный месяц. В. Тимерс. † Атăлĕсем тарăн пулмасан, юхаймĕччĕ-çке киммисем. Если бы Волга не была глубока, то по ней не могли бы плыть суда. Якейк. Йăван Атăла кайнă (так и в Череп.). Иван утонул в Волге (Срв. ib. Олатимĕр пĕвея кайнă. Владимир утонул в пруду). Ib. Атăл çине (так и в Череп.) ĕçлеме карĕ. Ушел работать на Волгу. Ib. Атăл çинче ĕçлет (так и в Череп). Работает на Волге. К.-Кушки, Череп. Атăла пулă тытма кайнă. Отправились ловить рыбу на Волгу. Кильд. Атăл çине вак касрăм. Я прорубил на Волге прорубь. N. Çула Атăлтан пулă тытса пурăнаççĕ. Летом (они) ловят на Волге рыбу. N. Тепĕр кунне ирех Атăл шывĕ çыран хĕрне (= хĕррине) илчĕ. На другой день, рано утром, Волга залила берег. || В Чист. у. так называют и Волгу и Каму, а Белую — Шур Атăл.

пăван

(пы̆ван), слепень. Альш. Пăван, жук-навозник (!). Ib. Суккăр-пăван, слепень, овод. N. Пăван — общее название жуков и некоторых др. насекомых: сар пăван, суккăр пăван, шăршлă пăван, пĕчĕкçĕ пăван, çинче пăван. Орау. Паван вăл виçĕ тĕслĕ: шултăри пур, сар пăван, тата вĕтти, шурри. Саррисемпе вĕттисем выльăха пит сĕмсĕр çыпçăнаççĕ. Ib. Выçă пăван пек пырса кĕчĕ (или: килсе кĕчĕ, ворвался как голодный слепень). Ib. Чăвашла пĕлмест вăл, сăмаха пак персе ярать, суккăр пăван пырса перĕннĕ пек, пашалу тута. Собр. Симĕс пăван тухсан çиçĕмлĕ çăмăр пулат, теççĕ. ТММ. Иван — пăван, йытапа пĕр тăван. Сред. Юм. Пăван ларсан, лаша хӳрипе çапать. Если на лошадь сядет слепень, лошадь машет хвостом.

пăвван

то же, что пăван. А. Турх.

айтăрах

(аjды̆рах), ab interj. „ай“. nomine „турă“, quod deum significat, et particula „-ах“. I. q. „айтуру“, vox admirantis. Якей. Айтăрах! Пăван ут çолма пĕлмеçт! боже мой! Иван косить не умеет! Ib. Айтăрах! эс халях олаха (олаha) чопма тапратрăн-и? Как, неужели ты с этих пор уже начал бегать по вечоркам?

аллă

(аллы̆), quinquaginta, пятьдесят. Hac forma utimur, cum dicimus aliquid absolute, nullo alio numero aut nomine addito; eadem in eorum, quos анатри appellamus, sermone in copulationi-busquoque verborum ponitur, itatamen, ut sequente vocali proаллă'> etiam '>аллă etiam алл dici possit, elisa ultima brevi, tametsi non in omnibus dialectic. Iu eorum vero, qui вир-ял appellantur, lingua (non omnium tamen) in iisdem verborum copulationibus aлă aut ал dicitur, illud ante consonantem, hoc ante vocalem aud sequeute л littera, quamquam hanc quoque legem non semper servare videntur, quippe cum et ante vocalem nonnunquam алă ponere soleant ambiguitatis evitandae causa, ut ab aliis vocibus, quae sirhilem aut eundem habeant sonum, facilius discerni possit, et ante consonantem , sed hoc rattus, praeterquam in numeralibus, ab uno ad decern, quibus additis semper ал dicitur, elisa altera syllaba. Эта форма числительного ставится тогда, когда за ним не следует название единиц или определяемого им существительного; она же употребляетея у низовых чуваш и в словосочетаниях, при чем в некоторых говорах конечная краткая гласная ă перед следующею гласною отпадает. У верховых чуваш (в некоторых говорах) форма аллă в сочетаниях с другими именами не ставится, и заменяется формою алă перед согласными и ал перед гласными звуками и л, хотя это правило и не всегда соблюдается, так как, во избежание подобозвучия, иногда и перед следующею гласною ставят алă, а перед согласною — ал; последнее — реже, исключая наименование единиц, перед которыми всегда ставится ал. Exempla. Примеры. Аллă, 50, аллă пĕр (Череп., Ишли и др.) ал пĕре (п̚э̆рэ, Çеçмер), алпĕр (ал,бэ̆р, с ударением, конечно, ва 1-м слоге, Абаш.), аллă пĕрре (Абаш., параллельно с алпĕр), 51, аллă иккĕ (аллы̆ иккэ̆) или: алликкĕ (аλλиыккэ̆, Череп.), алликкĕ ( КС.), алликкĕ (Абаш.), аликкĕ (аλиык’к’э̆м, ib.), аликкĕ (Çеçмер.), 52; аллă виççĕ (Череп., Л. Кошк. и др.), ал виççĕ (Çемçер., Абаш., но в последнем и аллă виççĕ), 53; аллă тăваттă (Череп., Л. Кошк. и др.), ал тăваттă (Çеçмер., Абаш., но в послед. и аллă тăваттă), 54; аллă пиллĕк (Череп., Л. Кошк. и др.), ал пилĕк (п̚ил’э̆к’, Çеçмер), ал пиллĕк (Абаш., но здесь и аллă пиллĕк), 55; аллă ултта (Череп., Л. Кошк.), алл улттă ( КС.), ал олттă (Çеçмер, Абаш.), 56; аллă çиччĕ (Череп. Л. Кошк. и др.), ал çиччĕ (Çеçмер), ал çиччĕ и аллă çиччĕ (Абаш ), 57; аллă саккăр (Л. Кошк., Череп.), ал саккăр (Çеçмĕр.), ал саккăр и аллă саккăр (Абаш.), 58; аллă тăххăр (Череп., Л. Кошк. и др.), ал тăххăр (Çеçмер), ал тăххăр и аллă тăххăр (Абаш.), 59. || Череп., Л. Кошк., КС. аллă çын, Çеçмер. алă çын, Абаш. ал çын, аллă çын, 50 человек; Череп., Л. Кошк., КС. аллă кĕнеке, Çеçмер. алă кĕнеке, Абаш. аллă кĕнеке, 50 книг; Череп., Л. Кошк., КС. аллă лаша, Çеçмер. ал лаша, Абаш. аллă лаша, 50 лошадей; Череп., Л. Кошк., аллă лавкка, КС. аллă лапка, Çеçмер. ал лапка, Абаш. аллă лапка, пятьдесят (торговых) лавок; Череп., Л. Кошк аллă ача, КС., Абаш. алл ача, Çеçмер. ал ача, пятьдесят чел. ребят; Череп., Л. Кошк. аллă ĕне, КС. Абаш. алл ĕне (алл э̆н’э), Çеçмер. ал ĕне, 50 коров; Череп., Л. Кошк. аллă ӳпре, КС., Абаш. алл ӳпре (алл ӳпрэ̆), Çеçмер. ал ӳпре, 50 мошек; Череп. аллă ура, Абаш. алл ора, Çеçмер. ал ора, 50 ног (ал-ора — руки и ноги); Череп. аллă ухмах, КС. алл ухмах, Çеçмер. ал охмах, 50 дураков; Абаш. ал ут, 50 лошадей; Л. Кошк., Череп. аллă упа, Çеçмер. ал опа, Абаш. алл опа, 50 медведей, Л. Кошк. аллă ĕйĕ, Абаш. алл и (алл и), алл ăй (ы̆j), Çеçмер. алă ыйă, 50 долот; Л. Кошк. аллă алă, Абаш. аллă ал (ал), Çеçмер. алă алă (алы̆ алы̆), 50 рук, (чтобы не смешать с алаллă, имеющий решето). Л. Кошк., Череп. аллă арçын, КС., Абаш. алл арçын, Çеçмер. алă арçын, 50 мужчин; Л. Кошк. аллă арăм, Абаш. алл арăм, Çеçмер. алă арăм или ал арăм, 50 жен (можно смешать с аларăм, я просеивал); Л. Кошк. аллă тенкĕ, Абаш. аллă тенкĕ и ал тенкĕ, Çеçмер. ал тенкĕ и алă тенкĕ, 50 рублей; Л. Кошк. аллă турат, Абаш. аллă торат, Çеçмер, алă торат, 50 ветвей; Л. Кошк., Абаш. аллă хĕр, Çеçмер. алă хĕр, 50 девиц; Л. Кошк. аллă пукан, Абаш. аллă покан, Çеçмер. алă покан, 50 стульев; Л. Кошк. аллă йывăç, Абаш. аллă йăвăç, Çеçмер. алă йăвăç, 50 дерев; Л. Кошк. аллă хула, Абаш. аллă хола, Çеçмер. алă хола, 50 городов: у низ. аллă çухрăм, Çеçмер. алă (или: ал) çохрăм, Абаш. Аллă çохрăм и ал çохрăм, КС. аллă çухрăм и ал çухрăм, 50 верст; у низ. аллă çул, Абаш. алă (ал) çол, Çеçмер. ал çол, 50 лет; Çеçмер. алă пус, алă пăт, алă пин. Абаш. алă пус, аллă пус, алă пăт, аллă пин, алă пин, низов. аллă пус, аллă пат, аллă пин, 50 копеек, 50 пулов, 50 тысяч; низов. аллă пĕр тенкĕ, Çеçмер. ал пĕр тенкĕ, 51 рубль; низов. аллă икĕ тенкĕ (аллă ик тенкĕ), аллă виçĕ тенкĕ (аллă виç тенкĕ), аллă тăватă тенкĕ (аллă тăват тенкĕ), аллă пилĕк (п̚ил’э̆к) тенкĕ, аллă ултă тенкĕ (аллă улт тенкĕ), аллă çичĕ тенкĕ (аллă çич тенкĕ), аллă сакăр (с̚агы̆р) тенкĕ, аллă тăхăр (т̚ы̆hы̆р) тенкĕ; Çеçмер. ал ик тенкĕ, ал виç тенкĕ, ал тăват тенкĕ, ал пилĕк тенкĕ, ал олт тенкĕ, ал çич тенкĕ, ал сакăр тенкĕ, ал тăхăр тенкĕ. Нюш-к. У аллă çын аллипе, хĕрĕх çын хӳттипе пурăнать, теççĕ; апла калани йăвăр ĕçе хăй тумас, çын çине нумай шанат пулсан та, аван пурăнать, тени пулать. Он живет руками пятилесяти человек, под защитою сорока человек. (Эта пословица имеет в виду человека, который живет хорошо, хотя сам и не работает тяжелой работы, а все надеется на других). Ст. Шай. † Тăваткăл-тăваткăл пураççĕ аллă çула илемшĕн. Рубят срубы, и все четырехугольной формы, чтобы было красиво, на пятьдесят лет. КС. Эпир аллăн. Нас пятьдесят (человек). Ib. Вăл ытла ватах мар, алла çитнĕ пулмалла. Он не очень стар; ему, должно быть, исполнилось пятьдесят лет („он достиг 50-ти лет“). Ib. Аллăран вăтăр кăларсан миçе юлать? Сколько будет, если из 50 вычесть 30? Ib. Миçере вăл? — Аллăра. Сколько ему лет? — Пятьдесят. Ib. Аллăпах пырса перĕнейман (i. q. перĕнеймĕн__) унта. Туда нечего и соваться с пятьюдесятью рублями („Только с 50 руб. туда не приступишься“). NЗ Абаш. Ал пымасан ал çол выртать, тет. Если не дотронутся руки, то пятьдесят дет пролежит. (Послов.).

кайăк-кĕшĕк

(каjы̆к-кэ̆жэ̆к), звери и птицы. И. Уз., Н. Карм. Многие понимают теперь это выраж. как. собирательное, в см. «птицы»; однако из прежних изд. на чув. языке и живой речи видно, что оно означает вообще диких животных, включая сюда и пресмыкающихся (См. «Оп. иссл. чув. сикт.» I, 137?, II, 221). По тодкованию НИП. этим названием обозначают и зверей и птиц. N. Кайăк-кĕшĕк вĕççе пынă çĕртех, шăна-шăна вилсе, çĕре ӳкнĕ. СПВВ. ПВ. «Кайăк-кĕшĕк или просто: кайăк-кĕш». Ау . Хулара кайăк-кĕшĕк чунĕ те çук, тет. Шел. 125. Вăрман айĕнче уллах вырăнта тăват уралă кайăк-кĕшĕке те ахаль хăвармасть. || Насекомые вообще. О сохр. здор. Тата хăш-хăш çĕрте хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет.

ӳпре

(ӳпрэ, Пшкрт. ӧβрӓ), мошка. Мыслец. «Ӳпре — мошкара». К.-Кушки. Ӳпре кĕрет. Влетают мошки. Б. 13. Ӳпренĕн ĕмĕрĕ икĕ эрне. Жизнь мошки ― две недели. || Комар. Н. Седяк. Ӳпре ― комар.

вис

(вис), мошка. Мыслец. Вис — муха, садящаяся на навоз. П. Патт. 21. Виссем, вăрăм-тунасем нумай-и унта? тенĕ. (У Н. И. И. вис— мошка, а ӳпре— комар.

вăрăм-туна

долгоногий. В. Байгул. † Вăрăм туна кушакне кучченеçпе ятăмăр. (Свад. п.). Бигильд. † Варăм туна кушакне парне касма ятăмăр. Ердово. † Варăм тона карăшĕ вăрăм корăк йоратать. || Н. Карм. Вăрăм-туна — птица. Микушк. Вăрам-туна шыв çăххи — птица (не два ли здесь названия?). ||Комар. К.-Кушки, Курм. и мн. др. См. ӳпре, вис.

Иван

(Иван), имя мужч. Иван. Сред. Юм. н мн. др. Н. Седяк. Иван, Иван, яваланчăк, лапка айĕнче лапăрчăк, хыр тăрĕнче хыраланчăк. (Насмешка над Иваном). Альш. Иван, Ивалкка, Ваня, Ванькка, Ванюк, Ванеркке, Иванне, Ванучук. Вырăсла — Иоанн. Альш. Иван — пăван. (Насмешка над тем, кого зовут Иваном). Т. М. Матв. Иван — пăван, йытăпа тăван. IЬ. Иван, тип çырмана пăван. IЬ. Иван! — мĕн? — Манне ĕм. Сред. Юм. Иван — пăван, йыт пăван; йытта парсан, йыт çимес, кôшакка парсан, кôшак çимес. Иван ятлă ачасене çапла каласа мăшкăлаççĕ. Ст. Айб. Иван кутакăн (чит.: кушакăн?) сăнни вăрăм. (Загадка: кушак, т.-е, кошка). М. б. второе слово загадки = тат. кутак «membrum virille»? || Мегаф. деньги. Сред. Юм. Иван (т.-е. деньги) пôлсан, таçта та кайма пôлать, тульккĕ çôмра Иван пôлтăр. Т. М. Матв. Иван, тип çырмана йăван (наемешка над именем Иван).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

насекомое

сущ.сред.; множ насекомые
хурт-кăпшанкă, шăна-пăван; насекомые — вредители полей уй-хире сиенлекен хурт-кăпшанкă

слепень

сущ.муж.
пăван; слепни в жару донимают скот шăрăхра пăвансем выльăха аптратаççĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

пищать

-щу, -щишь несов., пискнуть однокр. ҫинҫе сасӑпа шиклет (чӑх чӗппи), йӗр (ача), нӑйлат (ӳпре, вӑрӑмтуна).

привлекать

кого, что несов., -привлечь, -еку, -ечёшь сов. 1. ху еннелле турт, ху енне ҫавӑр, кӑмӑлне ҫавӑр; 2. хутшӑнтар, явăçтар (ĕçе); огонь привлекает к себе насекомых вут (ҫутӑ) ӳпре-шӑнана илĕртет; привлечь к ответственности ответ тыттар.

букашка

ӳпре тавраш, вĕте хурт-кăпшанкă.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бич

м. 1. вăрăм пушă, чăпăркка; 2. перен. инкек, шар; мошкара в тайге — настоящий бич тайгара ӳпре — чăн-чăн инкек.

гнус

м. собир. ӳпре-пăван, шăна-пăван.

москит

м. москит (кăнтăрти ӳпре).

мошка

ж. ӳпре.

мошкара

ж. собир. ӳпре-шăна.

насекомые

мн. (ед. насекомое с.) хурт-кăпшанкă, шăна-пăван.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пăван

«слепень», суккăр пăван «слепень»; уйг. кӧкӳюн, кирг. кӧгӧӧн, алт. В кӧгӳун «слепень», «овод»; алт. В кӧгӧн, азерб. кӧйӳн, узб. С кугун, башк. кӳрәӳен, тат. кигәвен «слепень», «овод».

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

вис

см. ӳпре

москит

москит — phlebotomus [кăнтăрта пурăнакан ӳпре тĕсĕ]

Çавăн пекех пăхăр:

ӳппĕн-тĕппĕн ӳппĕн-теппĕн ӳпре ӳпре-вис « ӳпре-пăван » ӳпре-шăна Ӳпреç ӳпрелле пакша ӳпрем ӳпречи

ӳпре-пăван
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150