1.
детеныш, звереныш
молодой, нового выводка
виçĕ уйăхри çăвăр — трехмесячный детеныш
çăвăр автан — петушок, петух-сеголетка
çăвăр чĕп — молодка (курица из последнего выводка)
2. пчел.
детва
хурт çăвăр кăларнă — пчелы вывели детву
молодой рой, отроившаяся семья пчел
çăвăр хурт — рой пчел, вылетевший из улья
ку вĕллеçăвăр уйăрнă — из этого улья отроился рой
◊
çăвăр пура — диал. подновленный сруб
çăвăр сып — привить (дерево)
(с’ы̆вы̆р), спать. См. çывăр. Ала 1З. Халĕ çĕр пит вăрăм, ирччен çăвăрмалăх та, калаçмалăх та, пур. Регули 825. Вăл онта çăвăрса, эсĕр шта çăвăрнă? Он там ночевал, а вы где? Ib. 317. Вăл кисессĕн, эп çăвăрса тăраттăмчĕ. || Якейк. Алă çăвăрса ларчĕ. Ора çăвăрса ларчĕ (пересидел или перележал). || Соire. Якейк.
(с’ы̆вы̆р, с’ŏвŏр), детёныш. Пазух. З5. Виçĕ уйăхри çăвăрсенчен пуçласа çулталăка çитиччен (о поросятах). Орау. Çăвăр кăларсан, катана ан яр, турă. (Моленье). КАЯ. Хăçан та хăçан çав мулкачă миллион çăвăр амăш пулĕ (будет матерью миллиона детей), çавăн чухне çак ача уртăр. (Из наговора). ТХКА 85. Ративан сысни çăвăр пăрахрĕ вара. || Детка (пчелиная). Вĕлле хурчĕ З. Темиçе çул тăна карас кивелет. Вăл кашни çул çӳре (çăвăр) кăлармассерен, çӳре кипки юлнипе хуралса тачкалать те, хытса каять. Календ. 1906. Çав куçсенчех тата çăвăр (çурă) кăлараççĕ (выводят детку). Кн. для чт. 167. Аван ама пĕр карас куçĕ хăвармасăр, кашнине çăвăр сапать. Ib. Ама çăвăр сапма çуркуннех пуçлать. || Рой пчел. ЧП. Вуникĕ вĕлле хуртăм пур, çăвăр яманран ӳпкем пур. Ib. Вуникĕ вĕлле хуртсене çăвăр яманран ӳпкем пур. Торх. (Курм.). Пирвайхи çăвăр — первак; иккĕмĕш, виççĕмĕш (рой). N. † Çӳлĕ тусем çинче, ай, пĕр вĕлле, çӳллен çăвăр хушмантан ӳпкем пур. || Часть плуга. Янгорч. Çăвăр — ама çумăнче.
(с’ы̆вы̆р, Янгорч.) sive: çăвăр турат.
см. çура.
çамрăк хурт. Карасăн пуçĕнче вĕсем çăвăрсене (çамрăк хурт) кăлараççĕ тата хăйсем валли ĕçме-çиме апат усраççĕ [Сергеев 1907:2].
Çавăн пекех пăхăр:
çăвăнмалли шыв кăмпи çăвăнтар çăвăнчăк çăвăнче « çăвăр » çăвăр сап çăвăр сырмалли çăвăр сыс çăвăр турат çăвăр хурт