I. сущ.
1.
земля
земной
çĕр тĕнĕлĕ — земная ось
çĕр туртăмĕ — земное притяжение
çĕр хуппи — земная кора
çĕр чăмăрĕ — земной шар
çĕр çывăхĕнчи орбита — околоземная орбита
Çĕрĕн çын хайланă спутникĕ — искусственный спутник Земли
Çĕр Хĕвел тавра çаврăнать — Земля вращается вокруг Солнца
2.
земля, мир
земной
çĕр çинчи телей — земное счастье
çĕр çинчи тăнăçшăн кĕреш — бороться за мир на земле
3.
земля, суша
земной
карап çинчен çĕр курăнчĕ — на корабле увидели землю
çĕрпе пĕлĕт хушшинче — перен. между небом и землей
4.
земля, почва, грунт
земляной, почвенный, грунтовой
йӳçек çĕр — кислая почва
йӳçек çĕрсене извеçлени — известкование кислых почв
кăрачă çĕр — неплодородная земля
пулăхлă çĕр — плодородная почва
тăмлă çĕр — суглинок
хăйăрлă çĕр — супесь
хура çĕр — чернозем
çĕр айĕнчи пуянлăхсем — ископаемые богатства
çĕр айĕнчи шывсем — почвенные воды
çĕр дамба — земляная дамба
çĕр кĕпер — насыпь, дамба (через болото)
çĕр мунча — баня, вырытая в земле
çĕр сийĕ — пласт земли
çĕр тĕслĕ — землистого цвета
çĕр урай — земляной пол
çĕр ӳпле — землянка
çĕр хăвăлĕ — пещера, подземелье
çĕре сыхламалли ĕçсем — почвозащитные мероприятия
çĕре çемçет — 1) разрыхлять почву 2) удобрять землю
çĕр чавакан — землекоп
çĕр чавакан техника — землеройная техника
çĕр чĕтренни — землетрясение
çĕр чĕтреннĕ — произошло землетрясение
Хирте тимĕр чĕрнеллĕ асамçă çĕр чавать. (Акапуç). — загадка В поле роет землю волшебник с железными когтями. (Плуг).
5.
земля, земельные угодья
земельный, аграрный
акакан çĕр — земля под посевами, посевные площади
акман çĕр — невозделанная земля
колхоз çĕрĕ — колхозная земля
парлак çĕр — залежные земли
сухалакан çĕр — пашня
ялхуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем — сельскохозяйственные угодья
çĕр ĕçченĕ — земледелец, труженик земли
çĕр кризисĕ — земельный кризис
çĕр лаптăкĕ — земельная площадь
çĕр реформи — аграрная реформа
çĕр сахалли — малоземелье
çĕр улпучĕ — помещик, латифундист
çĕр хуçи — землевладелец
çĕр валеç — распределять землю
çĕр ĕçле — заниматься земледелием
çĕре национализациле — национализировать землю
çĕр тара ил — арендовать землю
çĕр тара пар — сдавать землю в аренду
çĕр тытни — землевладение
çĕрпе усă курни — землепользование
6.
местность
край, сторона, территория, страна
оккупациленĕ çĕрсем — оккупированные территории
пĕлмен çĕр — незнакомая местность
сăрт-туллă çĕр — гористая местность
çуралнă çĕр — родимый край, родина
ют çĕр — чужая сторона, чужбина
7.
место
вăта çĕрте — в середине
икĕ çĕртен хуç — сломать в двух местах
пĕр çĕрте — в одном месте
пур çĕртен те — отовсюду
вăл урăх çĕрте пурăнать — он живет в другом месте
Ыратнă çĕре ала пырать. — погов. Рука тянется к больному месту.
8.
пол
çĕрте вырт — лежать на полу
çĕре лар — 1) сесть на землю 2) сесть на пол
9. в формах косв. падежей
употр. в качестве служ. имени со значением места и времени:
çĕре — туда, где; туда, куда; ко времени
кирлĕ çĕре — туда, куда нужно
вĕсем кайнă çĕрелле — 1) туда, куда они ушли 2) ко времени их ухода
çĕрте — там, где; там, куда; во время; тогда, когда
çăраççи хунă çĕртех — ключ там же, куда положили
пынă çĕртех — на ходу, во время движения
пынă çĕртех çывăр — спать на ходу
çĕртен — оттуда, где; оттуда, откуда
вĕсем каннă çĕртен таврăннă — они вернулись оттуда, где отдыхали
10.
в форме çĕртен употр. в качестве служ. имени
с противительно-уступительным значением:
но
вопреки
хотя и
несмотря на
айăп çук çĕртенех — несмотря на отсутствие вины
кĕтмен çĕртен — неожиданно
пĕр кĕтмен çĕртен çумăр такса ячĕ — совершенно неожиданно полил дождь
пĕлнĕ çĕртенех — зная, хотя и знал
сисмен çĕртен — незаметно
◊
çĕр пичĕ — рельеф местности
çĕр кăмпи — 1) гриб-дождевик 2) шампиньон
çĕр мăйăрĕ — земляные орехи, арахис
çĕр мулкачи — тушканчик
çĕр çăвĕ — гриб-дождевик
çĕр çырли — клубника
çĕр чĕкеçĕ — ласточка-береговушка
çĕр шапи — жаба
çĕре кĕр — скончаться (букв. уйти в землю)
çĕр çăтман пуçне! — бран. нет на него погибели!
çĕр çăтасскер! — бран. нет на него погибели!
çĕр çăтманскер! — бран. нет на него погибели!
çĕр тĕпне кайтăр! — бран. провалиться ему в преисподнюю!
çĕр çĕмĕрсе — шумно, громогласно
çĕр çĕклейми — огромный, чудовищный, невыносимый
II.
ночь
ночной
кĕрхи çĕр — осенняя ночь
кĕçĕрхи çĕр — в эту ночь, этой ночью
пĕр çĕрлĕхе — на одну ночь
çĕр варринче — средь ночи
çĕр тăршшĕнче — в течение ночи, за ночь
çĕр вырт — заночевать где-л.
çĕр каç — переночевать, провести ночь
çĕр çĕрле — переночевать, провести ночь
çĕр каçа — всю ночь
çĕр каçипе — всю ночь
çĕр каçиччен юр нумай тултарнă — за ночь нанесло много снегу
çĕр çывăрмасăр ĕçле — работать без сна
çĕр хута —
1) ночью, в ночь
ăçта кайрăн çĕр хута? — куда ты пошел в самую ночь?
2) всю ночь, ночь напролет
халăх çĕр хута шавларĕ — народ шумел всю ночь
Кĕске çĕрĕн ыйхи тутлă. — посл. В короткую ночь сон особенно сладок.
Кун ирттĕр те çĕр ирттĕр. — погов. День да ночь — сутки прочь.
III.
см. çĕрĕ
IV. числ.
1.
при конкр. счете, в качестве опр.
сто
сто-
çĕр çын — сто человек
çĕр пин — сто тысяч
çĕр пинлĕ çар — стотысячная армия
çĕр проценчĕпех — на все сто процентов
кунтан çĕр аллă километрта — в ста пятидесяти километрах отсюда
темиçе çĕр çын — несколько сот человек
çĕр çулхи — столетний
çуралнăранпа çĕр çул çитни — столетие со дня рождения
çĕр тенкĕлĕх укçа — сторублевая ассигнация
çĕр-çĕр — сотни
сывлăша çĕр-çĕр кайăк çĕкленчĕ — сотни птиц поднялись в воздух
Çĕрлехи çулçĕр тĕслĕ. — посл. Ночью в пути — как по ста дорогам идти.
2. при абстр. счете, в качестве подл. и доп.
сто, сотня
çĕртен вуннă катăк — до ста не хватает десяти
çĕр çумне пиллĕк хуш — к сотне прибавить пять
çĕре шутласа çитер — досчитать до ста
çĕре çит — достигнуть столетнего возраста
3. в качестве обст.
сто раз
кун çинчен ăна çĕр те калана — сто раз ему об этом говорили
V. глаг.
1.
гнить, преть, тлеть, разлагаться
çĕрнĕ çулçă — прелые листья
çĕрнĕ тислĕк — перегной
çĕрнĕ шăршă — запах гниения
нӳрĕпе çĕр — гнить от сырости
шалтан çĕр — разлагаться изнутри
пĕрене çĕрме пуçланă — бревно начало гнить
çĕрсе кай — сгнить, истлеть
тумтир çĕрсех кайнă — одежда вся истлела
Пулă пуçĕнчен çĕрме пуçлать, йывăç — варриичен. — посл. Рыба портится с головы, а дерево гниет с сердцевины.
2.
гноиться, гнить
разлагаться
суран çĕрсе юхать — рана гноится
3.
перевариваться (о пище)
4. разг.
дряхлеть
слабеть, становиться хилым
старик çĕрсе çитнĕ — старик совсем одряхлел
5. перен.
разлагаться, гнить, деморализоваться
6. перен.
пропадать зря, погибать
çĕрчĕ унăн çамрăклăхĕ! — зря пропала его молодость!
7.
позориться
быть обесчещенным, опозоренным
кил-çурт ячĕ ан çĕртĕр — пусть наш дом избежит бесчестья
сто; çĕршер – по-сто; çĕрĕн çĕрĕн – целыми сотнями; çĕрĕмĕш – сотый.
192 стр.
ночь; çĕрле – ночью; çĕрĕпех – всю ночь; çĕр хута – во всю ночь; кунĕн çĕрĕн – день и ночь; çур çĕр – полночь; вăл çĕркĕ кушкăсене пĕр çынна курнă – он вчера вечером видел одного кошкинского.
192 стр.
гнить.
192 стр.
земля
место
çĕр-шыв — земля и вода
çĕр ĕçлекен — земледелец
çĕр çырли — клубника
çĕр чавакан — землекоп
(с’э̆р, с’ӧ̆р), гнить. ТММ. Шыва ятăм — путмарĕ, çĕре чикрĕм — çĕрмерĕ. (Кăмрăк). С. Тим. Шыва ярсан, путмаст; çĕре хурсан, çĕрмест. (Кăрмăк). Регули 826. Онта çĕрсе кайиччен, вăл исе кайтăр. Чем сгноить, лучше пусть он берет. || Гноиться. N. Манăн ура тепĕр хут çĕрсе юхат, питĕ ыратат. || Перевариваться (в желудке). О сохр. здор. Тата ăшра (в желудке) та тăварланă аш лайăх çĕрмест. Сред. Юм. Кăвакалăн вăник пĕрчĕ çинĕ çĕре пĕри тавна çĕрет, тет. (Нар. поговорка). || Дряхлеть, дрябнуть. N. Çĕрнĕ, çемçе çын (дряблый). Полтава. Çĕрсе çитнĕ ватă, чирлĕ çын пек (дряхлый). || В перен. смысле. N. Çĕрнĕ япала! Рохля! || Пропасть попусту. Тăв. 50. Çĕрчĕ пирĕн çамрăклăх. Çурри тарçăрах, çурри кунта, кĕтӳре. Кан. Калаçасса аван калаçаççĕ те, вĕсен каланисем çĕрсех пыраççĕ (т. е. не достигают пели). || Обесславиться. Изванк. Çак кил-çурт ячĕ ан çĕртĕр. (Из моленья).
(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.
(с’ӧ̆р) назв. духа. Шарбаш. Тепĕр пăластăк ларсассăн, çĕр çинчен калаçа пуçларĕç. Çĕр ятлă усал йывăç ăшĕнче пурăнать, тет. Вăл çĕрле çынсене вăпăр пуснă пек пусать. Малтан вăл пĕчиккĕ, кайран пысăкланать (хăмпу пек). Виссар мучи ун çинчен çапла каларĕ: пĕре эпĕ Чураша кайнăччĕ. Манамар тĕлне çитрĕм. Тĕттĕм. Пĕр сысна пекскер ман хыççăн пырать. Ай-ай, пысăкланнă çемĕн пысăкланать. Капан пек пулчĕ. Эпĕ уна хăвалатăп. Вăл хытăрах. Çулран пăрăнтăм та, тин хăтăлтăм: вăл иртсе кайрĕ. Курти пичче те каларĕ: Эпĕ пĕре Муркаша кайса, Муркаш вăрманĕнчен тухрăм та, тĕлĕнсех кайрăм: вăрман хĕринче арман. Кам лартнă-ха ку армана? тетĕп. Манăн арман капан пулчĕ-тăчĕ.
(с’э̆р, с’ӧ̆р), ночь. (Во мн. гов. слова: çĕр „земля“, çĕр „сто“, çĕр „ночь“, произн. одинаково — с’э̆р, в других, сохраняющих старую огласовку, в см. земля произн. с’э̆р, а в остальных зн. — с’ӧ̆р. Повидимому, есть говоры, где, во всех значениях, произносится или с’ӧ̆р, или с’э̆р). ЧП. Кĕркуннехи çĕрсем — тĕттĕм çĕр. Шурăм-п. Раштав каç çĕр пит уяр тăчĕ. Ой.-к. Хай карчăксем çывăрса пĕтсен, ик салтака Иван калать: мана хĕрхенетĕр пулсан, çак çĕрте ан çывăрăр, тет. ТХКА 101. Çĕр чылай пулчĕ, çывăрас пуль. Ачач 56. Лайăх-çке çавăн пек çĕр тулта çӳреме! Изванк. Çапла вара вăсем виçĕ çĕр чӳклерĕç. Сятра. Кайăк çуначĕпе сулса ярнă та, пĕр тĕкĕпех пур тĕнчене витсе лартнă. (Çĕр. Местный говор здесь совсем переделан). Айдар. Хура сурăх пĕтĕмпех çунать. (çĕр). ЧП. Хура лаша панă пулсан, хура çĕрпе тухăттăм. Изамб. Т. Вылясан-вылясан, чылай çĕр иртсен, эпир пурте салантăмăр. Ib. Çав кĕркунне пĕр çĕр эпĕ кĕтĕве пĕр лашана кăна ятăм. Сред. Юм. Лашасĕне çĕр тăмалăх патăм. Я дал лошадям корму на (одну) вочь. Пазух. Çӳлте тĕвик кăшкăрат, çĕр итлесе тăрать пуль. Орау. Тăрăшать çĕр çывăрмасăр. N. Кĕçĕрхи çĕре, в эту ночь. Бур. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăх пулмин, çăлтăрсем пур. Пазух. Кĕçĕр çĕрсем ма çутă, уйăх çути çутăран. N. Çурçĕр çитнĕ çĕре тин сурăхсене яла хăваласа çавăрнаттăм. Яла тавăрнсан, мана çапла çĕре юлнăшăн хĕнетчĕç. Ст. Шаймурз. Ĕнтĕ: тĕттĕм, тесе, кĕтмесĕр ан тăр, эпир тĕттĕм çĕрĕн хăнисем (мы гости темной ночи). Ала 22°. Халĕ ĕнтĕ мана çакă çĕрĕ чултан чиркӳ тума хушать, тенĕ, тет. || Канун. Альш. Вăл ӳчӳке Хăят кĕлли çĕре тунă (15 июня). Янш.-Норв. † Чăпар куккук авăтать-çке, Петрав çĕрĕ чарнать-çке. Шурăм-п. Кăçал, тур шыра кĕрес çĕр, çăлтăрсем тĕтрере тăчĕç: ясмăк-пăрçа пит ан акăр. ЧС. Пирĕн пумилкине (поминки по нем) тăвачченех кашни эрне çĕр, кашни тунти çĕр пăтăсем, çăмартасем, икерчĕсем пĕçерсе, ăратнесене чĕнсе асăнса çиетчĕçĕ. Альш. Пӳркелĕн ĕлĕкренпех Хăят çĕрĕ (канун Киятской ярмарки) тăваççĕ. Елшелĕн Хăят виç кун тесен тунă (т. е. ӳчӳк).
(с’э̆р, с’ӧ̆р), сто. N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытĕ. (Алăк хăлăпĕ). N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытать. (Алăк хăлăпĕ). N. Çĕр тенкĕ, сто рублей. N. Çĕр те виççĕ. N. Çĕр те пилĕк, çĕр те пĕре. Календ. 1904. Пĕр çĕр пуç хурт пур. Есть с сотню ульев пчел. Истор. Вĕсем çав ĕçе çĕр пӳлĕме (главана) уйăрса çырнă. N. Çĕр çул, столетие. Сунч. Ула тына: мĕн хак, тет? — çĕр çирĕм пус, теççĕ (т. е. 34 коп. серебром; так и у КС). Чура-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). Юрк. Çĕр те вуниккĕ, икçĕр вуниккĕ. Шурăм-п. Çинчен тата çĕр çирĕм икĕ пус (35 коп. серебром) укçа парса ярăпăр. N. Çĕр пин, сто тысяч. N. Çĕр те пиллĕк, сто пять. N. Сакăрçĕр çичĕ çул, 807 лет. Тăхăрçĕр вăтăр çул, 930 лет. N. Сакăрçĕр çул. 800 лет. N. Пилĕкçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 595 лет. N. Тăхăрçĕр вуникĕ çул, 912 лет. N. Сакăрçĕр вунпилĕк çул, 815 лет. N. Тăхăрçĕр, вунă çул, 910 лет. N. Сакăрçĕр вăтăр çул, 830 лет. Сакăрçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 895 лет. N. Тăхăрçĕр утмăл икĕ çул, 962 г. N. Çĕр утмăл икĕ çул, 162 г. N. Виççĕр çул, З00 л. N. Виççĕр утмăл пилĕк çул, З65 лет. N. Çĕр сакăрвунă çичĕ çул, 187 лет. N. Çĕр ик çулхи. || При обозначении возраста, как и при др. числ., год можат быть опущено. Альш. Манăн çĕртен те иртнĕ (старше ста лет) асатте пур. М. Васильев № З, З2. Çĕрте икке çитнине. Якейк. Эс минчере? — Çĕр те пĕрере. Сколько тебе лет? — Сто один год. || Сотня (в смысле админ. разделения). См. Разг. С. Мих. 16.
(с’ӧ̆р), кольцо. См. çĕрĕ. Ерк. 11. Тытăнаççĕ çĕр яма, такмакласа юрлама. Чуратч. Ц. Патша çĕрне стрепки вăрланă. Бгтр. Лешсем итлеме пырсан, чирĕкре татăк çĕр пăшăлтатса выртать, тет.
цевка. СППВ. ГЕ. Çип чăркамалли. СПВВ. Çĕр, шӳрĕ, çĕр хывас. См. çĕрĕ. Çĕрĕн, то же, что сĕрен.
черергә (гнить)
җир (земля)
төн (ночь)
йөз (сто)
[ŝher]
tero, tera; putri
çĕр улми — terpomo
çĕр тĕнĕлĕ — tera akso
çĕр туртăмĕ — teraltiro
çĕр хуппи — terkrusto
çĕр чăмăрĕ — terglobo
хура çĕр — humtero
çĕр сийĕ — tertavolo
çĕр хăвăлĕ — kaverno, subterejo
пулăхлă çĕр — fekunda grundo
акман çĕр — nekulturita tero
çĕр лаптăкĕ — terpeco, terparcelo
çĕр валеç — distribui teron
çĕр тара ил — lui teron
çĕр тара пар — luigi teron
пĕр çĕрте — en unu loko
пур çĕртен те — de ĉie
çĕр çырли — frago
çĕрсе кай — forputri
[ŝher]
nokto, nokta
кĕрхи çĕр — aŭtuna nokto
пĕр çĕрлĕхе — por unu nokto
çĕр варринче — dum nokto
çĕр каç — noktumi pasigi notkon
[ŝer]
cent
çĕр çын — cent homoj
çĕр пин — cent mil
çĕр çулхи — centjara
çĕр çумне аллă хуш — al cento aldoni kvindekon
1. «земля»; 2. «страна»; 3. «место»; çĕршыв «страна»; «местность»; др. тюрк., КБ йӓр, йир, Замахш., тур. йер, уйг. йәр, узб., туркм., азерб., кумык., ног., башк. ер, кирг., казах., к. калп. жер, тат. жир, ойр. дьер, хак. чир, тув. чер, якут. сир «земля», «страна», «место»; др. тюрк. йир-суб «родина»; кирг. жер-суу «земля и условия, где можно вести земледельческое или скотоводческое хозяйство»; миф. «божество (злое)»; уйг. йәр-сув, к. калп. жер-суу «земельные угодья»; узб. ер-су «земельная площадь».
«сто»; др. тюрк., др. уйг. юрид. док., Зол. бл., азерб., туркм., тур., кумык, йӳз, уйг., узб., ног. юз, кирг., казах., к. калп. жӳз, башк., тат. йӧз, к. калп. жузь, алт. В дьӳс, тув., хак., шор. яӳс, якут. cӳӳc «сто». По мнению Рамстедта, образовано от глагола йӳ «нагружать», «навьючивать» (Введение 67).
«гнить»; çĕрт «гноить»; Замахш. чӳр, тат. чер, башк. сере, уйг., узб., алт. В чири, туркм. чӳӓре, кирг., карач. чир, казах., к. калп., ног. шир, азерб., тур., тефс. XII—XIII вв. чӳрӳ «гнить», «разлагаться»; башк. серет, тат. черет, кирг., узб. чирит, казах. ширит «гноить», «подвергать гниению».
«ночь»; çĕрле «ночью» Происхождение не известно.
I. я.я. каç. Вăрмантан пĕр çĕр (каç) иртмесĕр килеймерĕмĕр [Чунтеров 1988:24].
Çавăн пекех пăхăр:
çĕпрелен çĕпрелентер çĕпрелет Çĕпрок « çĕр » çĕр ăтăр çĕр ăтăрĕ çĕр çăвĕ çĕр çăвĕ курăкĕ çĕр çăрле